Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 10:27
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 2 » Муртаза Рахимов: “Тăван чĕлхе вăл – тĕлĕнмелле хăват” ("Урал сасси")
    Муртаза Рахимов: “Тăван чĕлхе вăл – тĕлĕнмелле хăват” ("Урал сасси")
    13:40
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Пушăн (мартăн) 25-26-мĕшĕсенче Ĕпхÿре Пушкăртстан Республикин вĕрентекенĕсен 10-мĕш съезчĕ иртрĕ. Унта пурĕ 599 делегат хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 12 чăваш пулчĕ. Съезд ячĕпе Мускавран‚ Раççейĕн хăш-пĕр регионĕнчен‚ çав шутра Чăваш Республикин Вĕрентÿ‚ çамрăксен политикин министерствинчен те‚ салам телеграммисем çитнĕ. Кашни делегата "Народное образование в Республике Башкортостан. История и люди”‚ "Лучшие учителя Республики Башкортостан. От съезда к съезду” кĕнекесем тыттарнă. Унта Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Кирилл Андреевпа Николай Ириков‚ Николай Павловпа Константин Степанов чăвашсем çинчен те кĕске информаци вырнаçтарнă. Вĕсем пурте хăй вăхăтĕнче вĕрентекенсем пулнă. Çаплах педагогика наукисен кандидачĕн Анатолий Яковлевăн ятне палăртма та кăмăллă. Ун сăн ÿкерчĕкĕпе биографийĕ – "Çулталăк вĕрентекенĕ” республика конкурсĕн çĕнтерÿçисен йышĕнче.

    Пĕрремĕш кунра делегатсем М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн тата ПР Вĕрентÿ аталанăвĕн институчĕн никĕсĕнче йĕркеленнĕ секцисенче ĕçлерĕç. "Пушкăртстан халăхĕсен чĕлхисем – обществăн наци пуянлăхĕ” секцийĕн ларăвĕнче ПР вĕрентÿ министрĕн çумĕ А. Ш. Сурин доклад вуларĕ. Вăл каланă тăрăх‚ 2008-2009 вĕренÿ çулĕнче тăван чĕлхене вырăс мар ачасен 73% вĕреннĕ. Кăçал 27 шкулта ачасене чăваш чĕлхипе пĕлÿ параççĕ. 93 шкулта расписание чăваш чĕлхи урокĕсем кĕртнĕ. Наци вĕрентĕвне ăнăçлă аталантарма кадр ыйтăвне татса пани пулăшать. Республикăри аслă шкулсенче тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан учрежденисенче 7 чĕлхе преподавателĕсене хатĕрлеççĕ. Çав шутра Çтерлĕ педакадемийĕнче – чăваш чĕлхипе литература учителĕсене. Паянхи кун чăваш ачисене тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсемпе 130 вĕрентекен паллаштарать. Танлаштарма: мари чĕлхине -186 учитель. Çав вăхăтрах Пушкăртстанра мари халăхĕ чăвашсенчен 11‚5 пин çын сахалрах. Çакă марисем хăйсен тăван чĕлхине ытларах хисепленине‚ юратнине кăтартать мар-и? Акă камран тĕслĕх илмелле пирĕн.
    Вĕрентĕве аталантарас тĕлĕшпе 2006 çултанпа наци проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ. Вĕсен витĕмĕпе учительсен конкурсĕсем те иртеççĕ. Çав шутра – тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен те. 2007 çулта 62 тăван чĕлхе вĕрентекенĕ грант илнĕ пулсан‚ вĕсенчен 4-шĕ – чăваш чĕлхи учителĕ. 2009 çулта 71 çынран 2-шĕ.
    Паян чылай чĕлхе Çĕр пичĕ çинчен çухалас хăрушлăх пур. Темиçе ăру хăйĕн тăван чĕлхине ăша хывмасăр ÿснĕ‚ халĕ ăна ачисене те вĕрентесшĕн мар. Питĕ шел‚ вĕсем тăван чĕлхе пысăк пуянлăх пулни‚ унсăр халăх пĕтни пирки шутламаççĕ. Çавăнпа чĕлхесене сыхласа хăварасси‚ вĕренесси патшалăхшăн та‚ обществăшăн та тĕп ыйту пулмалла.
    Секцире çаплах делегатсем те сăмах тухса каларĕç. Пелепейри чăваш гимнази директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан В. К. Алексеева республикăри чăваш шкулĕсене хальхи методика пособийĕсемпе тивĕçтернипе паллаштарчĕ‚ П. М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ И. Г. Тарасов "наци интеллигенцийĕ” ăнлавăн пĕлтерĕшне уçса пачĕ.
    Аслă пĕлÿллĕ пур чăваша та наци интеллигенцийĕ шутне кĕртме пулать-ши? Çук пуль. Тăван чĕлхе пуянлăхне‚ историне‚ культурине лайăх пĕлекене çеç интеллигент теме пулать.
    Ял шкулĕсене хупмалла мар…
    Пĕрлехи лару Конгресс-холра иртрĕ. Делегатсем патшалăх вĕрентÿ стандарчĕсене пурнăçа кĕртесси‚ талантлă та ăслă ачасемпе ĕçлесси‚ çамрăксене воспитани парасси‚ профессиллĕ вĕрентÿ тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç. ПР Президенчĕ М. Г. Рахимов республикăри вĕрентÿ системи аталанăвĕн 10 çул хушшинчи пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ‚ вĕрентÿ пахалăхне ÿстерес енĕпе çĕнĕ задачăсемпе тĕллевсем палăртрĕ. Çаплах ачасене пĕчĕкренех тăван чĕлхепе паллаштарасси тĕп ыйту пулмаллине астутарчĕ.
    - Наципе регион компоненчĕн ыйтăвне хальлĕхе татса паман-ха‚ – терĕ М. Г. Рахимов. – Республикăра 14 чĕлхепе пĕлÿ панине‚ вырăс мар ачасен çитмĕл ытла проценчĕ хăйсен тăван чĕлхине вĕреннине мĕн тесен те сыхласа хăвармалла. Хуласемпе район центрĕсенчи наци гимназийĕсемпе лицейĕсене хупмалла мар‚ тăван чĕлхе учителĕсене хатĕрлес ĕçе аталантармалла‚ лайăхлатмалла.
    Тăван чĕлхе – тĕлĕнмелле хăватсенчен пĕри‚ вăл çынсене йăх-тымарсен çĕршывĕпе‚ культурипе‚ ăс-тăнĕпе‚ кăмăл-туйăм пуянлăхĕпе çыхăнтарать. Чĕлхе пĕтсен çĕр çинчен çав халăх та çухалать. Унашкал тĕслĕхсем историре питĕ нумай. Ку йăнăша пирĕн тумалла мар!
    Вĕрентÿ учрежденийĕсен программисене хатĕрленĕ чух халăх культурин уйрăмлăхĕсене шута илмелле. Тăван чĕлхене вĕренессине ача садĕнчен пуçламалла‚ пуçламăш шкулта малалла тăсмалла. Шăп çак вăхăтра ачасем ăна çăмăллăн ăша хываççĕ‚ унпа пĕрле тĕнчепе‚ халăх ăс-тăнĕпе‚ йăли-йĕркипе паллашаççĕ.
    Президент паянхи кун çивĕч тăракан ыйтăва та – ялсенчи шкулсене сыхласа хăварассине – çĕклерĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсене оптимизациленĕ май ял шкулĕсем хупăнаççĕ. Уйрăмах пĕчĕк комплектлисем. Ку ыйтупа ĕçленĕ чухне ялсен малашлăхĕ пирки шутламалла. Ялшăн пĕлÿ çурчĕ питĕ кирлĕ. Вăл хупăнсан ял та пĕтет.
    Пушкăртстанри вĕрентÿ системине çĕнетес ĕç епле пынипе вĕрентÿ министрĕ З. А. Аллаяров паллаштарчĕ. Çивĕч ыйтусене уççăн палăртрĕ. Тĕслĕхрен‚ 7000 педагога пурăнмалли вырăн ыйтăвĕ канăç памасть‚ вĕсенчен ытларахăшĕ – çамрăк специалистсем. Çавăнпа республикăри вĕрентекенсен 5% çеç çамрăксем пулнинчен тĕлĕнмелле мар. 2009 çулта педагогика вузĕсемпе колледжсен выпускникĕсен 80% учитель пулса ĕçе вырнаçман. 6000 вĕрентекен хăйсен тĕп предмечĕсемсĕр пуçне урăх профильлĕ предметсем те илсе пыраççĕ. Географи учителĕсем хушшинче ун евĕрлисем 35%‚ тăван чĕлхе – 23%‚ историпе обществознани – 22%. Мускав телеканалĕсенче учитель пĕлтерĕшне çутатса паракан яланхи телепередачăсем çук. Тен‚ ун евĕр проектсене республикăра ĕçе кĕртмелле.
    Съезда хутшăннă делегатсем пĕтĕмлетÿсене пĕр шухăшлă пулса ырланă.
    Форума ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн Председателĕ К. Б. Толкачев хутшăннă. Пĕрлехи ларăва ПР Премьер-министрĕ Р. С. Сарбаев ертсе пынă.
    А. АЛЕКСЕЕВ. Ĕпхÿ хули.
    Сăн ÿкерчĕкре: чăваш шкулĕсен делегачĕсем.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 641 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.5/24 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)