Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 24.04.2024, 21:35
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Авăн » 1 » Муркаш районĕн Калайкасси вăтам шкулĕн учителĕ Степанов Александр Марсович çĕнтерÿпе таврăнчĕ
    Муркаш районĕн Калайкасси вăтам шкулĕн учителĕ Степанов Александр Марсович çĕнтерÿпе таврăнчĕ
    19:14
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Раççей шайĕнче тăван чĕлхе учителĕсен ăста урок конкурсне ирттерес йăла çирĕпленчĕ. Чăваш Республикин тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем çак мероприятие улттăмĕш хут хаваспах хутшăнаççĕ. Раççей шайĕнчи ĕçе хутшăнма çăмăлрах пултăр тесе кашни икĕ çулта Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕрентӳ институчĕ чăваш чĕлхине вĕрентекенсен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсне ирттереççĕ. Чăваш Республикин ятне хӳтĕлеме Саранск хулине кăçал 2012 çулхи конкурс çĕнтерӳçи Муркаш районĕн Калайкассин вăтам шкулĕн учителĕ Степанов Александр Марсович тухса кайрĕ.
    Конкурса хутшăнакансем малтан Мускавра куçăмсăр тур тухаççĕ. Вăл тура тухма конкурсантсем «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе, учитель хăйĕн ĕçне тишкерсе çырнă справка, вырăсла çырнă урок конспекчĕсемпе класс тулашĕнче иртнĕ мероприятисен сценарийĕсене, пичетленсе тухнă кĕнекесемпе статья оттискĕсене ярса параççĕ. Кирлĕ чухлĕ балл пухсан вара куçăмлă тура хутшăнма пултараççĕ.
    Конкурс тĕллевĕ чăваш тата вырăс халăхĕсен культура хутшăнăвне танлаштарса вĕрентмелли тĕп мелсемпе меслетсене кăтартса парасси пулчĕ. Тĕрлĕ халăхăн чĕлхине, культура хутшăнăвне шута илни паллаштару карточкинче те, «Манăн регион, манăн шкул, манăн педагогикăри ĕç-хĕл” презентацире те, наци тумĕн хăй евĕрлĕхĕнчи чи ăнăçлă енĕсене ăнлантарса панă чухне те палăрчĕ. 
    Учителĕн ачасем вырăс чĕлхипе илнĕ пĕлӳ çине таянса çĕнĕлле вĕрентнине кăтартса памалла. Видеоурок çĕнĕ технологисемпе усă курнипе пĕрлех професси ăсталăхне, танлаштаруллă-шайлаштаруллă методика тĕшшийĕн чи паллă саманчĕсене тишкерсе памаллаччĕ.
    Кăçалхи ăста урок уявне Мăкшă Республики Раççей халăхĕсемпе пĕрлешнĕренпе 1000 çул тултарнине халалланă. Учительсен ăста урокĕ Саранск хулинче 2012 çулхи авăнăн 21-24-мĕшĕсенче иртрĕ. Раççейри тăван чĕлхене вĕрентекенсен конкурсĕнче тăван чĕлхепе тата вырăс чĕлхипе вĕрентекен 24 регионран 36 учитель хутшăнчĕ. Вĕсенчен пĕри — пирĕн ентеш Муркаш районĕн Калайкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекен А.М.Степанов — çĕнтерӳçĕ ятне илчĕ, Чăваш Республикин ятне çӳле çĕклерĕ. Александр Марсович пур номинацире те нумай балл пухрĕ «Методикăри хăйне евĕрлĕхпе çĕнĕлĕхсем» номинацире чи мала тухрĕ.
    1-мĕш степĕньлĕ диплома пирĕн учителе Мăкшă Республикин оперăпа балет театрĕн сцени çинче Раççей Федерацийĕ халăхĕсен Ассамблейин Совечĕн председателĕ Р.Г. Абдулатипов пачĕ.
    Çивĕч кĕрешӳре çĕнтернĕ маттур чăваш учительне тав сăмахĕ калатпăр, çĕнтерӳçĕ пулнă ятпа саламлатпăр!


    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 811 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: http://www.chuvash.org/news/2294.ht | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)