Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 20.04.2024, 15:29
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Чӳк » 6 » М. Игнатьев: Хам ĕçе кăна тунă, çынсем мана шаннă
    М. Игнатьев: Хам ĕçе кăна тунă, çынсем мана шаннă
    22:22
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Хресченĕн çăмăл мар çулĕ вĕçленет. Уй-хирсем пушаннă, кĕр тыррисем симĕсленеççĕ, вĕçен кайăксем кăнтăра кайма пуçтарăнаççĕ. Килти хушма хуçалăхсенче хĕле кĕтсе илме хатĕрленеççĕ, ыхра лартаççĕ, йăрансене хуплаççĕ. Корреспондента çакна пĕлме май килнĕ: Чăваш Ен Президенчĕ хăй лаптăкне хĕле хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. 
    Фотограф Игнатьевсен çемйине тăван ялĕнче тухăçа пухса кĕртнĕ çĕрте тĕл пулнă. Михаил Васильевич хăй çинчен тĕплĕнрех каласа пама килĕшнĕ. Михаил Игнатьев Кĕçĕн Турхан ялĕнче çуралнă, унăн ашшĕ-амăшĕн килĕ халĕ те кунта ларать.
    Чăвашсен пысăк çемйинче кĕçĕн ывăл пулнă май тăван кĕтесе йĕркеллĕ тытса тăмалла, çĕре упрамалла, ăна пăхмалла тата унтан тухăç илмелле тесе шутлать. Килти хушма хуçалăхăн 80 соткăна яхăн çĕрне 4 çынран тăракан туслă çемье пăхса тăрать. Аслă Игнатьевсене кĕçĕннисем — Иванпа Марье — пулăшаççĕ. "Канмалли кунсенче каятпăр, çемье хăйĕн çĕр лаптăкĕнчи продуктсемпе апатланать. Ачасене килĕшет, ĕçре воспитани илеççĕ, кунта вĕсем канаççĕ, кăмăл-туйăмне лайăхлатаççĕ”, — тет Михаил Игнатьев. Типĕ çу хыççăн пĕчĕк лаптăк çинче лайăх тухăç илни Чăваш Ен Президенчĕ хуçасăрлăха çанталăк условийĕсемпе тÿрре кăларма юраманни çинчен каланă сăмахсене тÿреммĕнех çирĕплетет.

    — Михаил Васильевич, калăр-ха,тухăçсăр çулталăкра мĕнле майпа çапла кишĕр çитĕнтерме пулать?

    — Кишĕр кăçал пурин те лайăх пулчĕ, килти хушма хуçалăхра ăна шăварасси пысăк йывăрлăх мар. Паянхи технологисем те пулăшаççĕ. Вăрлăх сортне суйласа илмелле, эпĕ ăна ăнăçу пултăр тесе ялан тенĕ пекех шанчăклă дилерсенчен илетĕп те хамăр, раççей селекцийĕн икĕ-виçĕ сортне лартатăп. Тăпрана тĕрĕс хатĕрлемелле, шăвармалла, пĕлсе макро- тата микроэлементсемпе апатлантармалла. Çакă çеç, кăткăсси нимĕн те çук. Культура питĕ пăхнине юратать. Тухăç пур чух — чун савăнать. Лартатăн, шăваратăн, çум курăкран тасататăн… Усси пулмасан, çĕр ĕçченĕсенчен кашнинех кăмăлĕ пĕтет, ачасен — пушшех. Анчах кишĕрпе яланах çапла пулса тухать: çемье лартакан виçĕ сортран иккĕшĕ лайăх тухăç парать, пĕри çук. Тухăç пулас маррине чакармалла. Яланах тухăç илме май тупмалла. Сортсем вĕсем тĕрлĕрен, хăшĕсем нÿрĕк юратаççĕ, теприсем унсăрах çитĕнеççĕ, пĕрисем чир-чĕре парăнмаççĕ, теприсем аван упранаççĕ. Анчах эпĕ упранни пахалăх кăтартăвĕ мар тесе шутлатăп. Витаминсемпе чăннипех пуян лайăх пахча çимĕç нумай упранаймасть. Вĕсене упрама хăйне уйрăм условисем кирлĕ.

    — Çĕр улмин хăш сорчĕсене килĕштеретĕр?

    — Пирĕн çемьери чи лайăх сорт Импала. Тата хĕрлĕ хупăллă Розамунда, Роко — эпир вĕсене улăштаратпăр, анчах яланах виçĕ сортран кая мар лартма тăрăшатпăр. Крахмалпа пуян сортсене кăмăллатпăр. Импала — тăрăхларах, куçĕсем пĕчĕк — типĕлле пĕçерни питĕ аван.

    — Шăварнă пулсан, ялта шыв пур?

    — Шыв пăрăхне эпĕ 1994 çултах, колхоз председателĕ пулнă чухнех, хунă. Унччен, "Нарспи” поэмăри пек, тирпейленĕ çăл куç патне ялĕпех кирек мĕнле çанталăкра та утнă. 500 метр — унта, çавăн чухлех — каялла, хамăра валли те, выльăх валли те, мунча валли те. Халĕ, паллах, пач урăхла.

    — Эсир электрике вĕреннĕ, агроном пулса тăнă, мĕнле майпа?

    — Кунта питĕ ансат — сакăр çул ялтан виçĕ çухрăмри шкулта вĕреннĕ. Вăтам пĕлÿ илмешкĕн Шупашкарпа килтен 7 çухрăмри шкула суйлама килсе тухрĕ. Çемьепе канашларăмăр, професси илесси ăслă-тăнлăрах, энергетика техникумне вĕренме кĕтĕм. Çартан таврăнсан кĕçĕн ывăл пулнă май тăван киле, аннене пулăшма таврăнтăм. Çурт ачалăхра пулнă чухнехи пекех тăрса юлчĕ. Сăрне çĕнетсе тăнисĕр пуçне. Пĕчĕк , атте пирĕн çурта витнĕ чухне, сава турпасĕпе вылянине астăватăп.
    Халĕ кунта аппа пурăнать (Раиса пенсире), çурта еткерлĕхпе ман çине çырнă. Газ кĕртнĕ чух вырăс кăмакине хăварнă. Кунта эпĕ чунпа канатăп. Вырсарни кунсенче тăватă хĕрпе икĕ ывăл, ачасем — пысăк çемье — пухăнатпăр — телей валли урăх мĕн кирлĕ? Кăмакари тутлă кукăль шăрши пĕтĕм яла сарăлать! Килти кукăле — вĕрине, анчах пиçсе тухнине — питĕ юрататăп. Кунтах — вырăссен, ялти, чăн-чăн мунча. Чăхсем, кăрккасем пур.

    — Кăркка — чăваш еншĕн хăнăхман кайăк-кĕшĕк. Пăхма кăткăс-и?

    — Çапла, çепĕç кайăк-кĕшĕк. Пăхмалли тата тăрантармалли технологи ансат мар, çавăнпа çамрăк кайăк-кĕшĕке, уйрăмах чĕпсене, ялан пăхса тăмалла, кирлĕ пек температура тытмалла, çирĕп вăхăтпа тăрантармалла. Анчах унăн ашĕ паха. Холестеринсăр. Кăрккан ашĕ 75 процент. Кăркка аçи 15 килограмм таран ÿсет.

    — Эсир ача чухнехи хăш вăхăта лайăх астуса юлнă?

    — Пирĕн шкула Андриян Николаев килнĕ чухнехине. Урăх вăхăт пулнă, ун чух ачасен çакăн пек информаци калăпăшĕ пулман, ĕмĕтленмелли сăлтавсем те сахалрах пулнă. Эпир яланах хоккейла вылянă, эпĕ йĕлтĕрпе ярăннă. Футбол площадкине çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те пылчăк юлмиччен таптаса хытарнă. Ку мана килĕшетчĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче палăк уçнă чух йывăç автоматсемпе тăнине астăватăп — çав автоматсем пирĕншĕн пысăк чыс пулнă. Автоматран пĕрремĕш хут пени — ку вăл арçын ачасемшĕн чăн-чăн уяв пулнă. Юнашар — çÿçĕсем кăвакарнă ветерансем. Нимпе танлаштарайми патриот туйăмĕ вăраннă. Çапла воспитани — питĕ хаклă. Ăна манма çук.

    — Мĕнле те пулин йывăрлăхсем пулнă-и?

    — Астумастăп. Кăткăслăх-сем пулнă, пулать ун пекки, анчах ку лару-тăрура нăйкăшмалла мар, ĕçлемелле, чăтмалла, вара пурте пулать. Атте эпĕ 12-ре чух урăх тĕнчене уйрăлса кайрĕ. Çавăнпа та нумай ĕçе хамăрăн тума тивнĕ. Вĕренме каймашкăн манăн чарăнăва çитиччен 10 километр утмалла, тăп тулли автобуса лармалла пулнă. Хулара пире, ялтисене, пропискăсăр — талонсем паман. 2 тенкĕ те 14 пус тăракан кăлпасси çине эпир пăхнă çеç, — пурте çавăн пек пурăннă. Коммунизм "Химпром” склачĕсенче кăна пулнă. Правительство Председателĕ Владимир Путин Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне паллă тунă чух ахальтен мар çапла каларĕ: "Çапла, совет вăхăтĕнче пĕтĕмпех ытларах туса кăларнă, анчах магазинсенче тавар çитмен. Халĕ сахалрах туса кăларатпăр, магазинсенче — туллиех тавар”. Пĕтĕм-пех улшăннă чухне эпир рынок экономикинче, нимĕн те шутламалла мар, пурте хăех пулать тенине астăватăр пулĕ. Пач та апла мар! Пĕтĕм тĕнче шутланă, шутлать тата малашне те шутлĕ. Пирĕн те пĕтĕмпех планламалла, шутламалла, палăртмалла. Унсăрăн çăкăрсăр тăрса юлма пултаратпăр.

    — Ял хуçалăхĕ рынок условийĕсенче патшалăх пулăшăвĕсĕр пурăнма пултараймасть тесе шутлаççĕ?

    — Ял хуçалăхĕнче пĕтĕмпех укçапа виçмелле мар. Банксен заем илекен кредиторсене тивĕçтермелле. Шăпах тивĕçтермелле. Енчен эпир пĕтĕмпех укçапа виçме пуçласан, глобализаци пуçланать, тавар тăвакансем услам илес тата хăй хаклăха пĕчĕклетес тесе пахалăха çухатма пуçлаççĕ. Çакна эпир асăрхама пуçлатпăр та. Анчах та хăйсем, ял туса илекенни, паллах, хальхи технологисене усă курнипе пулмалла, анчах уйрăм виçепе. Аграри секторĕнче пысăк технологисемпе усă курассине ăслă-тăнлă шайра тытса тăмалла. Продукци стандарчĕпе регламенчĕсене туса хатĕрлемелле тата тытса пымалла. Тавар туянакан валли регламента тивĕçтермен продукци пулмалла мар.
    Ахальтен мар Раççей Президенчĕ халлĕхе эпир техника регламенчĕсене туса хатĕрлейместпĕр пулсан Европĕрлешÿ регламенчĕсемпе усă куратпăр тесе пĕлтерчĕ. Кунта пурте питĕ çирĕппĕн пулса пымалла. Чăннипе, Европа çыннисем пирĕн пата килсе тата аш-какай шăршиллĕ кăлпассине тутанса пăхса кун пек тума пултарнинчен тĕлĕнеççĕ. Америкăра та, Европăра та фермерсем пĕрешкел йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ. Вĕсен ĕçне тăсма хатĕррисем питĕ сахал. Ку питĕ йывăр ĕç пулнине çамрăксем ăнланаççĕ. Ял хуçалăхĕ вăл — пур çĕрте те ял хуçалăхĕ. Анчах кунпа пĕрлех пирĕн европа фермерĕ субсидисене раççей фермерĕнчен 30 хут ытла илнине асра тытмалла.

    — Ку питĕ йывăр ĕç пулсан, эсир мĕншĕн 25 çултах колхоз председателĕ пултăр?

    — Ку тĕлĕнмелле пулчĕ. Горбачев демократийĕ пулнă, парти райкомĕ колхоз председателĕ пулма альтернатива меслечĕпе суйлама хушнă. Виçĕ претендентран мана суйларĕç те… Эпĕ унтан виçĕ кун ĕçе тухмарăм, мĕн тумаллине пĕлмен. Тупрĕç, машинăна лартрĕç, колхоз правленине илсе пычĕç. Ĕçлеме пуçларăм.

    — Эсир ун чухнех хăвăра çынсене хăвăр хыççăн илсе каякан лидер пулнине туйрăр-и?

    — Нихçан та ун çинчен шутламан. Хам ĕçе кăна тунă, çынсем мана шаннă. Халăх манăн тÿрĕ кăмăллă, тĕрĕслĕхшĕн тăракан, обăективлă пулнă аттене пĕлнĕ. Эпĕ вăл вăхăтра бригадирта ĕçленĕ, çынсем мана пĕлнĕ. Çавă çеç.

    — Председатель пулса мĕнле ĕçлерĕр-ха?

    Паллах, çĕр-шыв ун чухнех аялалла анассине пĕлнĕ. 1987 çул, февраль. Ял хуçалăхĕнче те пĕтĕмпех палăрнă. Йывăрлăхсене пăхмасăр 10 çул эпĕ туллин, чун кăмăлĕпе ĕçлерĕм. Çынсем астăваççĕ, выльăх шучĕ те, аш-какай та пулнă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне эпир 120—125 ц аш-какай, 500—800 ц сĕт туса илнĕ. 1991 çулта демократи пуçланчĕ. Вăт вара пуçланчĕ! Ял хуçалăхне çĕнĕлле йĕркелесси, ял хуçалăх çĕрĕсене валеçесси, дотацисемпе субсидисене пĕтĕмпех чакарасси. Астăватăп, эпир "Хресченсен союзĕн” председателĕпе Аркадий Павлович Айдакпа ял çыннисен прависене хÿтĕлеме пуçларăмăр, пирĕн хаçат тухма пуçларĕ. Эпир те "революционерсем” пулса тăтăмăр. Унтан Айдак ывăнтăм, акă çамрăк — Игнатьев пур тет. Патшалăх умне ыйтусене çирĕппĕн лартнă. Мĕншĕн фермăсем хупăнни, çынсем ĕçсĕр юлни çинчен, паллах, конструктивлă майпа. Аграри партийĕ çуралчĕ, мана министр çумĕ пулма сĕнчĕç. Урăх карьера пуçланчĕ.

    — Енчен те халĕ кĕтмен çĕртен президент умне ыйтусем çирĕп лартакан тепĕр Игнатьев тупăнсан?

    — Эпĕ халĕ те хăвăрăн союзсене, пĕрлĕхсене, ассоциацисене тăвăр тесе калатăп. Анчах кунашкал кăмăллисем çук. Е тăваймаççĕ. Анчах эпĕ аграри секторне аталантарассишĕн çунакан, çамрăк, пуçаруллă çынсем тупăнасса шанатăп.

    Н. Степанова,Чăваш Республикин "Агроинновацисем" вакланман хысна предприятийĕ
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 502 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: Чăваш Президенчĕ, М.В.Игнатьев | Рейтинг: 3.9/9 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)