Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 23.04.2024, 13:49
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 13 » Лартмалла е акмалла?
    Лартмалла е акмалла?
    00:30
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Тăван çĕр-шыври садпа пахча ăстисем çĕнĕ сезона пуçăннă ĕнтĕ. Ывăнма пĕлмен дачниксем, хăйсен кризиса хирĕçле программине ĕçе кĕртсе, тăрăшсах вăрăсем, парниксем тата удобренисем туянаççĕ, калча çитĕнтерме вăрăсем акаççĕ. Чи пултаруллисем вара çĕр улми акма пуçланă.
    Темиçе çул каялла селекционерсем çеç вăрă акса çĕр улми çитĕнтернĕ. Паян вара кун пек технологипе кашни çынах усă курма пултарать. Çĕр улмин гибридлă F1 сорчĕн вăррисене ахаль сад центрĕнчех сутаççĕ. Питĕ вĕтĕ вăрăсенчен калчасем пулăшнипе пĕр вегетаци сезонĕнче сывă та тутлă çĕр улми çитĕнтерме пулать — 100—200 грамм таяканнисене апат валли, унран вĕтĕрĕххисене вара килес çул лартма вăрлăхлăх усă курма пулать.
    Асăннă ноу-хаун (çĕнĕлĕ-хĕн) лайăх енĕсем чылай. Ку меслетпе туса илнĕ çĕр улми тĕмисем тĕрĕссипе чирлемеççĕ. Вĕсем вирусран тата кăмпаран ирĕк, сиенçĕсене парăнмаççĕ. Тухăçĕ те чылай пысăкрах, апла тăк юратнă газонсене çĕр улми лаптăкĕ валли сухалама тивмĕ. Кун пек сывă çĕр улми чылай лайăхрах упранать. Анчах та калча çитĕнтерме вăхăт ирттерме тивет. Çапах маларах пуçăнсан тата мĕн пур ĕçсене тĕрĕс пурнăçласан, пĕчĕк йăран çинче питĕ лайăх элитăллă тухăç çитĕнтеретĕр.
    Çапла, калча çитĕнтерме питĕ ансат. Малтан вăрăсене стандартлă ахаль фунгицидпа тата ÿсме пулăшаканпа (стимулятор роста) ĕçлесе хатĕрлемелле.
    Кун пек вăрăсене сăмсалантарма нÿрĕ салфетка çине хурса тухмалла. Пÿлĕмри температура 22—25 градус ăшă пулмалла. Сăмсалансанах вĕсене калча ÿстермелли стерилизациленĕ çĕр (субстрат) тултарнă 200 грамлă савăтсене 1, 5 см тарăнăшне хурса тухмалла. Паллах, малтан субстрата 80—90 градусра 25—30 минут хушши вĕрилемелле. Вăрăсене çиелтен витсе тухса пусăрăнтармалла, шăвармалла.
    Пÿлĕмри температурăра 7—10 кунран калча шăтса тухать. Çĕр улми калчисем вăрăмланаççĕ, çавăнпа ÿсен-тăрансене интенсивлă çутăпа тивĕçтереççĕ (çутă парса тăмалла). Çутă вăхăтра та çутатса тăмалла, пÿлĕмре 12—14 градус ăшă пултăр, пĕчĕккĕн шăварса тăмалла.
    Сирĕн йăрансене ăшăтма майсем пулсан, калчасене май уявĕнчех куçарса лартмалла. Ку чухне июль вĕçĕнче пĕрремĕш тухăç илетĕр. Ăшăтман уçă тăпра çине калчасене тăм ÿкме пăрахсан тин куçарса лартмалла. Пĕр уйăх çурăри калчасене куçарса лартсан лайăхрах. Çакăнтан хăçан вăрă акмаллине шутласа пĕлмелле те.
    Яланхи вырăна лартнă вăхăтра çĕр улми калчи питĕ чечен: тунисем çинçе, çулçисем пĕчĕк те патрак. Çавăнпа та питĕ асăрханса тата юратса ĕçлемелле. Çĕр сийне 5 сантиметр чухлĕ тарăнлатăр, тунисене кăшт тайăлтарса, йăран тăрăх хурса ярăр. Вĕçне(пуçне) çÿле çĕклĕр.
    Стандартлă та таварлă çĕр улми илес тесен, калчисене пĕр-пĕринчен, çĕр улми лартнă чухнехи пекех, 35—30 сантиметр инçĕшне вырнаçтарса тухмалла. Эсир вĕтĕ çĕр улми ытларах, çитес çул валли вăрлăхлăх хатĕрлес тетĕр пулсан — 15—20 сантиметртан лартăр.
    Тăпрана кăпкалатсах тăмалла, çум курăкран тасатмалла, 2 хутчен апатлантармалла, 2 хут рет хушшисене çырса тухмалла, 3—4 хутчен шăвармалла. 20 пуслăх пĕчĕк вăрăсенчен 30 тенкĕлĕх çĕр улми çитĕнет. Акă сире ĕç тÿпийĕ, экологиллĕ продукци, кризиса хирĕçле программа ĕçре, газонсем те йĕркеллех.

    В. Блинов
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 654 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.9/22 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)