Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 24.04.2024, 19:22
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Авăн » 25 » КУЛЬТУРА ПАЛЛИ – ТУМТИР
    КУЛЬТУРА ПАЛЛИ – ТУМТИР
    18:00
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан хăйĕн çи-пуçне пысăк тимлĕх уйăрнă. Унăн çын çине тухма та, килте çӳреме те, уява кайма та ятарлă тумтир пулнă. Качча кайман хĕрсен вара арча тулли тĕрлĕ кĕпе-йĕм пулнă. Ăна вĕсем ыттисенчен уйрăлса тăрас тесе хăйсен тĕррисене шутласа кăларса капăрлатнă. Паллă тĕпчевçĕ Александра Фукс та чăваш хĕрарăмĕн пуян тупринчен тĕлĕннĕ. «Ытти халăх хĕрарăмĕсем чăваш хĕрарăмĕпе танлашаяс çук. Унăнни пек арча тулли пуянлăх эпĕ урăх курман. Çемьере хĕр çуралсанах качча памашкăн тупра пуçтарма пуçлаççĕ. Вăл ăна ĕмĕр тăршшĕпех çитме тивĕçлĕ», – тесе çырнă Александра Фукс. 
    Чăнах та авалхи тумтир капăрлăхпа, гармонилĕхпе тĕлĕнтерет. Унра хăйне евĕр стиль пур. Авалхи аксессуарсем – мăй çыххисем, суллисем, тухья-сурпан тумтирпе килĕшсе тăраççĕ. Арçынсен тумтирĕ пирки те çавнах калас килет. Вĕсен уяв кĕписене, сăхманĕсене ăмсанма пулать. Чăваш тумтирĕ – пирĕн пуян истори, культура. Анчах ăна паянхи кун çĕнĕлле, йăнăш тенĕ пулăттăм, вулани пăшăрхантарать. Чăваш тумне паян политика деятелĕсем те, обществăлла организацисен членĕсем те, паллах, эстрада çăлтăрĕсем те тăхăнаççĕ. Нумай чухне вĕсен ку енĕпе сисĕм çукки палăрать. Чăвашла тăхăнас килет-тĕк, стиль правилисене пăхăнмалла: сăхман е шупăр айĕнчен чăваш кĕпинех тăхăнмалла, шăлавар та килĕшсе тăмалла. Тĕрĕссипе каласан, паян çĕлекен шупăра ăçтан пăхса касса кăларнă-ши? Арçын шупăрĕ акăлчан çухаллă пулман, галстук та пулман чăвашсен. Галстукĕ вара халĕ кулăшла. Йӳн пусма татăкĕ çине пашалу пек тĕрлесе хураççĕ те – ĕçĕ те пĕтнĕ. Питех чăваш тĕрриллĕ галстук çыхас килсен вăл тивĕçлĕ те паха пултăр. Тĕртекен фабрикăсенчех тĕрĕллĕ пусмасем туса кăлармалла. Арçын гардеробĕнче галстук пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпа ăна питĕ асăрханса, пĕлсе суйламалла. 
    Пионерсен пилоткине аса илтерекен, çӳхе те йӳн пусмаран çĕлетнĕ шлепкене пачах та ăнланмастăп. Çитменнине ăна вырăнсăр тăхăнса яраççĕ тата. Авал çак шлепкене çăмран йăваласа хатĕрленĕ, ăна уявсенче е туйра тăхăннă. Ман шутпа, тумтире ячĕшĕн кăна çĕлени тивĕçсĕр япала, вăл пирĕн культурăна йӳнетсе ярать. Хуть те мĕнле ĕç пуçарсан та пахалăх тĕп никĕс пулмалла. 
    Тепĕр ыйту фольклор тумĕпе çыхăннă. Халĕ фольклор ансамблĕсем пурте шаблон евĕр тумтир тăхăнаççĕ, унра пирĕн мăн асаннесем тăхăнакан аркăллă-аркăллă, пĕрĕмлĕ, шаклă-шаклă та тĕрлĕ тĕслĕ кĕпен йĕрĕ те çук. Ĕлĕк тухьяна качча кайман хĕрсем кăна тăхăннă пулсан, халĕ ватă мăнаккасем те хирĕç мар. 
    Çапла çырни, паллах, кашни кун халăх тумĕпе çӳремелле тенине пĕлтермест. Наци тумĕн вырăнĕ – уявсенче, сцена çинче. Анчах пирĕн унăн тасалăхне, стильне, ĕлке (выкройка) меслетне, тытăмне упраса хăвармалла. Паллах, çĕнĕ мода та хăйĕн правилисене хушать. Халăх тумĕ çĕнĕ йĕрпе аталанать. Ку çапла пулмалла та. Анчах та тумтире халăх стильне тĕпе хурса хатĕрленĕ чухне чăваш тумĕн тĕп паллисене шута илсе çĕлемелле. Тĕп паллăсен шутне аркă, пĕрĕм, ĕлкери таса та тӳрĕ йĕр, пиçиххи, пилĕк вырăнĕ кĕреççĕ. Çак правилăсене тĕпе хурса çĕленĕ тум тивĕçлĕ те паха курăнать, унăн тĕшши пур, вăл пушă мар. Мĕншĕн тесен вăл авалхи çинче никĕсленнĕ, унăн тымарĕ пур. 
    Чăваш тумĕ мана тахçантанпах хумхантарать. Пушă вăхăтра çĕнĕ модельсем шутласа кăларассипе аппаланатăп. Хăш-пĕрне пурнăçа та кĕртнĕ. Нумай пулмасть Мускава кайса хамăн эскизсемпе хатĕр япаласене паллă модельера Вячеслав Зайцева кăтартрăм. Вячеслав Михайлович мĕнлерех хак парасси мана питĕ интереслентерчĕ. Вăл хăй те хăш-пĕр тум пуххисене вырăс халăх тумĕ çинче никĕсленĕ. Паллă дизайнер эскизсене лайăх хак пани мана хавхалантарчĕ. Унăн мода шкулĕнче пулни, çакăнтан вĕренсе тухнисен ĕçĕсемпе паллашни, Слава Зайцевăн шкулне вĕренме кĕрейни ку енĕпе тата та тухăçлăрах ĕçлеме хистеççĕ. Манăн чи пысăк ĕмĕт – чăваш тумне унăн тасалăхĕпе пуян тĕррисене упраса хăварса малалла аталантарасси. ()

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 912 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.3/18 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)