Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 21:32
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Çурла » 9 » Хамăр чăваш пулнине çыравра палăртар!
    Хамăр чăваш пулнине çыравра палăртар!
    22:41
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    1989 çулта РСФСРта чăваш халăхĕ 1 733 645 çын пулнă, хамăр йышпа эпир 4-мĕш вырăнтаччĕ, халĕ çиччĕмĕшĕнче. 2002 çулта çĕршывăмăрта эпир 1 637 000 кăна юлнă, 384 пинĕ (23,5 процент) хăйсем чăваш пулнине кăтартман. Çав вăхăтрах ытти тĕрĕк халăхĕсем ӳснĕ: карачайсем – 25,4 процент, пушкăртсем – 24 процент, тывасем – 18 процент, якутсем – 16,7 процент, тутарсем – 6 процент, хакассем – 3,7 процент. Чăвашсем вара 8 процента чакнă? Ăçта кайса кĕнĕ вĕсем, вилсе пĕтмен пулĕ те? Кама тухнă ĕнерхи чăвашсем?
    2009 çулта ЮНЕСКО чăваш чĕлхине «Тĕнчере çухалас хăрушлăхра тăракан чĕлхесен атласĕ» документра пĕтсе пыракан чĕлхесен йышне кĕртнĕ.
    Чăвашсем! Ентешсем! Хамăр нацишĕн чăмăртанса кар тăрар, çĕкленме вăй парар! Наци пуласлăхĕ – халăх пĕрлĕхĕнче, пĕр-пĕрне тăванла хакланинче. Чăваш халăхĕ хăйĕн чыс-хисепĕпе пĕтĕм тĕнче шайĕнче калаçмалли чĕлхе статусне çĕнсе илнĕ. Хăшĕ-пĕри наци культурипе историне пĕлменнипе ытти халăх умĕнче шайне чакараççĕ, чăвашпа вырăсла калаçаççĕ.
    Эпир халĕ чăваш халăхĕпе культуришĕн синкерлĕ улшăнусем пулнă саманара пурăнатпăр. Наци малашлăхĕ тĕтреллĕ курăнать. Паянхи кун чăваш нацийĕ донор пулса ытти халăхсен йышне ӳстерме пулăшать.
    Мĕнле халăх та юнашар пурăнакансемпе тачă çыхăну тытнипе, пĕр-пĕрне витĕм кӳрсе пуянлатнине шута илсе çав халăхсен культурисемпе ыррăн çыхăнса ĕçлемелле. Ертсе пыракан вăй вырăнĕнче культура, ăслăлăх, тата вĕрентӳ ĕçĕ пулмалла. Çакă хамăра хамăр ăнланса илме, пулăшма тивĕç.
    Тăван чĕлхене сыхласа хăварасси шкулта тĕпленсе тăрать. Халăхăмăрăн историйĕпе культурине вĕрентесси ялти чăваш шкулĕсенче тĕпленсе пымалла. Ытти вĕрентӳ учрежденийĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнине анлăлатмалла, библиотекăсенче кирлĕ литература пуррипе-çуккине тимлесе тăмалла. Çыравçăсен ку енĕпе ытларах ĕçлемелле, статйисемпе кĕнекисене наци патриотизмĕн идеологине тĕпе хурса çырмалла. Чăвашсем нумай йышпа пурăнакан хуласенче гранит плита çинче ӳнер çырăвĕн паллисене ăнлантаракан палăк лартма сĕнетĕп ( ку енĕпе эпĕ пулăшма пултаратăп).
    Чăвашсем – хастар, ĕçчен, ăслă халăх. Чĕлхе çепĕç те илемлĕ. Шел, юлашки вăхăтра чăвашла вулакансен йышĕ чакса пырать. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Çăлмалла чĕлхемĕре, пĕтĕм тĕнчипе кар тăмалла. Чĕлхемĕре, культурăна, йăла-йĕркесене куç пек упрамалла, пуласлăхшăн тăрăшмалла. Раççей Федерайцийĕн Конституцийĕпе РФ «Вĕрентӳ çинчен» калакан законĕпе килĕшӳллĕн, граждансен хăйсен тăван чĕлхине, культурипе йăли-йĕркисене аталантарма, хăй мĕнле наци çыннине палăртма, шкулсенче тăван чĕлхепе вĕренме (эрнере 5 сехетрен кая мар) ирĕк пур. Аслă çĕршыв тĕрлĕ наци çыннисене пĕрлештерсе тăрать, этнокультурăна аталантарма пĕрешкел майсем туса парать.
    Хамăр халăха упраса хăварас тесен ачасене чăваш йăхĕнчен тухнишĕн мухтанма, çав вăхăтрах ытти халăхсен культурине, тĕнне хисеплеме, туслă пурăнма вĕрентмелле.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 672 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 4.2/11 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)