Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 05:13
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Ака » 24 » Калăм эрни — каялла, мăнкун эрни — малалла
    Калăм эрни — каялла, мăнкун эрни — малалла
    09:39
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Православи тĕнне ĕненекенсем аслă уяв – Мăнкун эрнине паллă тăваççĕ. Мăн кун ыран тенĕ каç çынсем çăмарта хĕретсе чиркĕве кайнă та çĕрĕпех кĕлĕ итленĕ: пĕрле юрланă. Ирхи шуçăмпа килне таврăннă: килти турăш умне çурта çутнă: кукăль-çăмах пĕçернĕ. Ачасене таса тумтир (ытларах çĕннине) тăхăнтартнă. Ĕлĕкхи чăвашсем Мăн куна кĕтсе илме ирех ялтан мал еннелле выртакан тăвайккине чупнă. Унта вĕсем хĕвел тухнине курма кайнă. Хĕвел тухнă чух ваттисем ача-пăча çине тырă сапнă: хăмла вĕçтернĕ. Ачасем яла таврăнсан вĕсене кашни хапха умĕнчех тăванĕсем кĕтсе тăнă: пӳрте кĕме чĕннĕ: кучченеçсемпе пĕветнĕ çăмартасем панă. Ку енчи чăвашсем каланă тăрăх: çур çĕр çитсен (шăп вун икĕ сехет тĕлĕнче) чан айне тăрса мĕн те пулин шухăшласа хурсан çав шухăш пурнăçланать, имĕш. Мăн кун ют çын пырса кĕрсен ăна ĕлĕкренех пӳртре сак е пукан çине латрма тăрăшнă. Çавăн пек тумасан чăх пусма лармасть, тенĕ. Мăн кун тĕлне тата ача-пăчана савăнмашкăн çитĕннисем урам варрине чуччу лартнă. Кăнтăрла вара унта ачасем ярăннă: каçхине хĕр упраçпа яш-кĕрĕм тухнă. Çитĕннисем вара Мăн кун эрнин иккĕмĕш кунĕнче ĕрет çӳреме тытăннă.
    Тăван-хурăнташ тĕп киле пуçтарăнса пичке пуçланă: сĕтел çине ĕçме-çиме кăларса лартнă. Мăн кун кĕреки тулăх пулсан, малашнехи пурнăç та çаплах пулать тесе шутланă. Пӳрте кĕнĕ чухне «Христос чĕрĕлнĕ!» - тенĕ. Пӳртрисем хирĕç «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе савăнса хуравланă. Сĕтел хушшинче Турра мухтаса юрланă.
    Çăкăр ӳстерекен чăвашăн çĕр çинчи чи пысăк пуянлăхĕ — тыр-пул тухăçĕ.
    Авалхи чăвашсен тĕнĕпе çулта пĕрре тĕнче хапхи (кăвак хуппи) – тӳпен тимĕр хапхи - уçăлать те хапха витĕр кĕрекен çутă пайăркасенче çĕр çинчи пуянлăх сăнĕ курăнать. Çак курăм пуш уйăхĕн 21-мĕшĕн ирхине, (Мăн кунра) – тулли Уйăх кунĕ тата çурхи Хĕвелĕн тан кунĕ, çанталăк вăранăвĕ тата Хĕвел çулĕн пуçламăшĕ. Мăн кун умĕн каçхине мунчара çавăнса уявлă шурă тумтир тăхăннă - çак ĕнтĕ ӳт-пĕве тасатакан мешех шутланнă. Мунчаран тухиччен вилнĕ несĕлсен чунĕсем валли валашкана ăшă шыв ярса, пăс парса хăвармалла. Хĕвелĕн пĕрремĕш пайăркисемпе пĕрле тĕнче хапхине Мăн Турă умĕнче тăракан пирĕшти уçать. Эхер те ир ăмăр пулсан, ача-пăча Хĕвеле ыйтса юрлаççĕ:
    Пăх, Хĕвел, пăх, Хĕвел, Мăнкун çитрĕ, хĕрлĕ çăмарта сана паратăп, Хĕвел тӳпере курăнать.
    Çакăн чухне çуралнă ĕмĕт те тӳррипех пурнăçа кĕрет.
    Мăн кун çăмарти – пĕрремĕш çуралу палли. Çăмарта шурри - Çут Тĕнче палли, çăмарта сарри – Хĕвел палли.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 824 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/2 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 mixaj_58   (24.04.2011 09:40) [Материал]
    Çĕр ĕçĕпе пурăнакан халăхсен аслă уявĕсенчен пĕри – Мăнкун, Кивĕ çула ăсатса Çĕнĕ çула хаваслăн кĕтсе илни. Ĕлĕксенче ăна кун таврăнсан чун кĕнĕ кун – юнкун пуçланнă та тепĕр юнкунччен палăртнă. Мăнкун пуçланнă куна Аслă Калăм тенĕ, юлашки кунне – Кĕçĕн Калăм.
    Чăваш тĕнĕ-йĕрки аслă çут çанталăкпа несĕл ваттисене пуç тайнинчен тăрать. Мăнкун эрнинче вĕсене черетпе чысланă. Анатри чăвашсем Мăнкуна кил-йышпа кăна ирттернĕ, вирьялсем шилĕке пысăк кĕлĕ тума пухăннă.
    Аслă Калăм кунĕ – çут çанталăка хисеплемелли вăхăт. Турра пуç тайнă, пăтăпа чӳкленĕ, кĕлĕ каласа, пичке пуçласа ĕрет палăртнă. Этем ывăлĕ-хĕрĕшĕн, выльăх-чĕрлĕхĕшĕн, кăçал ӳсес тыр-пулшăн кĕлĕсем каланă. «Турра асăнас та, хамăрăн та наян пулас мар, вăй пухас та вăр-вар ĕçлес», – тенĕ халăх.
    Вара несĕл ваттисене аса илнĕ, вĕсем вĕрентсе хăварни вырăнлă пуласса пĕлнĕ.
    Ваттисене асăнмалли куна Çурта кунĕ тесе каланă. Вăл Аслă Калăм хыççăн тепĕр кунне пулса иртнĕ. Çапла вара, Мăнкун эрнинче пĕр вĕçрен виçĕ пысăк уяв пырать: Калăм, Çурта кунĕ, Сĕрен.
    Мăнкун хавасне ача-пăча тăванĕсем патне кайса чăх çăмарти улăштарнинчен пуçлать.
    Мăнкун çăмарти пухнă чухне çакăн пек каланă: «Инке, пире çăмарта пар. Пире çăмарта памасан чăххусене тăмана тытса кайĕ. Инке, пире чăкăт пар. Пире чăкăт памасан ĕнӳ хĕсĕр пулĕ. Ырри шалалла, усалли тулалла!».
    Çăмарта паракансем те каламасăр хăварман: «Эй Туррăмăр! Çак ачасене сывлăхне-малашне пиллесе пар! Пусарлăх чĕпписем пек йышлă пулччăр, салтак ачисем пек çирĕпĕ тухтăр. Илĕр, ачамсем, пĕр тиркĕ çимĕç. Пĕрререн пин тухтăр – хăвăра çитсе ваттисем валли те юлтăр».
    Çăмарта пĕçернĕ-сăрланă чухне кил-çурта тĕтĕреççĕ, пухнă çăмартасене пĕрле çинĕ чухне «çăмарта паттăрне» тухаççĕ.
    Мĕн-ха вăл – «Çăмартапа паттăрлатни»? Кун çинчен, тен, нумайăшĕ пĕлмеççĕ те?
    Ытларикун ратнепе çăмарта паттăрлатмалли мешехе ирттернĕ. Ăна çăмарта хăпартмипе тунă. Унсăр пуçне питĕ нумай çăмарта пĕçернĕ. Пӳртри çынсене пурне те пĕрер çăмарта валеçсе панă. Паттăра юлнин алăк урати çинче шăпăр çине ларса виçĕ курка сăра ĕçмелле, виçĕ çавра юрă юрламалла пулнă. Паттăра тухайманнисене «çĕрĕк» тенĕ.
    Тасисен çĕрĕккине пуççапмалла, çĕрĕккисен пĕрер курка сăра ĕçмелле. Кам паттăра юлать, вăл алăк çине шăпăр хурса хăпарса ларса виç курка сăра ĕçмелле, виç çавра юрă юрламалла.

    ■ Светлана ЭЛШЕЛ.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)