Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
free clock for website часы для сайта
Архив

2018 Çул - аСЛă ВĕРЕНТЕКЕНĕМĕР и.я.яКОВЛЕВ çУЛĕ



Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 32
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпани
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 20.04.2018, 19:37
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2017 » Юпа » 30 » Федор Павлов драматург çуралнăранпа 125 çул çитрĕ
    Федор Павлов драматург çуралнăранпа 125 çул çитрĕ
    20:57
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Федор Павлов ячĕ чăваш искусствин историйĕнче пысăк вырăн йышăнать. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ аталаннă. Вăл — драматург, поэт, актер, композитор, дирижер, публицист, ăсчах, общество деятелĕ. Ку кăна-и? Вĕрентекен, тĕпчевçĕ, миравай судья... Çав вăхăтрах пĕр музыка кăна унăн пурнăçĕн тăршшĕпе татăлмасăр тăсăлать. Ку унăн юратнă та тĕп ĕçĕ пулса тăрать. Музыкант пек те тĕрлĕ енлĕ аталаннă вăл: сĕрме купăс каланă, халăх юррисене пухнă-кăларнă, вĕрентнĕ, хорпа оркестр йĕркеленĕ, чăваш музыкин теорийĕпе историне тĕпченĕ... Пĕр-пĕринпе пачах шайлашман тивĕçе пурнăçланă — ăслăлăх, пе-дагогика, общество ĕçĕ, пултарулăх. Çав вăхăтрах пур енĕпе те ăнăçлă та тухăçлă тăрăшнă. Пултаруллă чăваш ывăлĕ çуралнăранпа авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче 125 çул çитрĕ.

    Федор Павлович Çĕрпÿ районне кĕрекен Патăрьелĕнче 1892 çулта çуралнă. Павловсем пуян пурăнман. Ашшĕ хресчен пулнă. Эппин, ывăлне вĕрентесси ыйту çуратнă. Вăтам хресченсене вăл вăхăтра ачисене шкула яма ирĕк панă-ха, пĕтĕмпех çемьери лару-тăруран килнĕ. Ашшĕ ватă пулнăран Хветĕр çине хуçалăхри нумай ĕç тиеннĕ. Ашшĕ-амăшне итленĕ ывăлĕ, вĕсен сăмахĕнчен иртмен. Çапах та арçын ача вĕренме туртăннă. Килте кĕнеке сахал пулин те пĕчĕклех вулама хăнăхнă. Чăваш халăх юррисене итлеме те вăл ачаран юратнă. Ун чухнех хăйĕн пурнăçне çак икĕ пултарулăхран: музыкăпа литературăран — пĕринпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Вăхăт иртсен çутă икĕ ĕмĕчĕ те пурнăçа кĕнĕ.

    Пултарулăх енне туртăнасси Хветĕре ашшĕ-амăшĕнчен куçнă-тăр. Уйрăмах — кил хуçинчен. Павел Станиславович питех те илемлĕ ташланă. Кĕсле те каланă вăл. Пурнăç пăрăнăçĕсене ăнланакан, хăй ăсĕпе пурăнакан хресчен çынсемпе хутшăнма юратнă. Уçă кăмăллă та тараватскер юрăсемпе халапсем нумай пĕлнĕ. Çаксене курсах тĕрлĕ енлĕ атланса çитĕннĕ-тĕр Федор Павлович.

    Хресчен йывăр пурнăçне пайтах ылханнăскер ывăлне епле пулсан та вĕрентме шухăшлать çемье пуçĕ. 1901 çулта ашшĕ- амăшĕ ывăлне шкула — Патăрьелĕнчи земство ущилищине — ярать. Унта Павлов хăйне питех те лайăх енчен çеç кăтартать: пур предметпа та ĕлкĕрсе пырать. Уйрăмах юрлас ăсталăх урокĕсенче палăрать. Пуçламăш класран вĕренсе тухсан арçын ача Шупашкар районĕнчи Иккассинчи икĕ класлă шкулта ăс пухать. Кунта та вĕрентекенсем вăл музыкăпа литература енне туртăннине сисеççĕ.

    Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Федор Павлов 1907-11 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренет. Хветĕр музыкăпа литературăра пуринчен те ирттернине вĕрентекенсем çеç мар, тусĕсем те асăрхаççĕ. Кунта Павловшăн пултарулăх анинче тивĕçлĕ пĕлÿ илме пĕтĕм май уçăлать. Вырăс классикĕсен литература тата музыка произведенийĕсемпе паллашать.

    Вĕренсе пĕтерсен те шкултах юлать Федор, кĕçĕн классене музыка вĕрентет. Ку тивĕçе вăл пысăк хавхаланупа, юратса пурнăçлать.

    Федор Павлович палланă композицисене итлеме-калама кăмăлланă. Ачасемпе çĕннине те хăпартлансах вĕреннĕ вăл. Пĕр самантра унăн пуçне ырă шухăш кĕнĕ — чăваш музыка культурин никĕсне хывмалла. Çитес ăру тăван халăх юррисене пĕлме пултартăр. Павлов хăйĕн тĕллевне майĕпен пурнăçа кĕртме тытăнать: манăçа тухма тытăннă халăх юррисем çĕнелсе тăраççĕ. Чăваш халăх кăмăл-туйăмне палăртакан партисем, музыка пьесисемпе симфонисем çуралаççĕ. 1911-13 çулсенче вăл тĕппипех çак ĕçе путать.

    Çамрăк вĕрентекен «тупăннăранпа» шкул пурнăçĕ çĕнĕлле вĕреме тытăнать. Çутă самантсенчен пĕри — вĕрентекенсем «Иван Сусанин» сыпăкне шкул сцени çине кăларни. Унăн сценарине, паллах, Федор Павлович çырнă. Тĕп сăнарсенчен пĕрне те вăлах калăпланă. Çапла Павлов сцена çине кăларма пĕчĕк пьесăсем çырма тытăнать, анчах вĕсем сĕтел сунтăхĕнче упранаççĕ. Константин Иванов унăн çывăх тусĕ пулса тăнине те асăнмалла. Иккĕшĕ чăваш опери çырма ĕмĕтленеççĕ вĕсем.

    1913 çулта Федор Павлов Чĕмпĕрти тĕн семинарине вĕренме кĕрет. Тĕн патне туртăнман-ха вăл, пĕтĕмĕшле культурине ÿстерме ăнтăлнă. Аслă шкула каймалли çул хупă пулнă-çке — çакă кăмăлне хуçнă. 1916 çулта кунта семинарирен псаломçă пулса тухнăскер музыка темиçе учрежденийĕнче вĕрентекенре тăрăшать.

    1917 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш уесĕ Павлова чăваш культурине аталантарассинче пысăк ĕç туса ирттернĕшĕн хисеплесе миравай судьяна лартать. Шăпах кунта курни-илтнине никĕсе хурса «Сутра» камит çырать, ăна тÿрех сцена çине кăлараççĕ. Çемйипе Шупашкар районĕнчи Шемшерте тĕпленнĕскер республикăри тĕрлĕ кĕтесе çитсе халăх чунне пуянлатма ĕмĕтленсе пултарулăх труппи йĕркелет. Ун валли тĕрлĕ ытти пьеса та çырать.

    Федор Павлов музыка произведенийĕсенче чăваш халăх йăли-йĕркине çутатма тăрăшнă. Литература хăйĕн чи пысăк произведенине те — «Ялта» драмăна — вăл халăх юррисемпе илемлетет.

    «Чăвашсен наци искусствинче юрăран та ытла тыткăнлаканни мĕн пур-ши?» — çырнă вăл професси шайĕнчи хор чăваш музыкин лабораторийĕ, чăваш оперин никĕсĕ пулмаллине çирĕплетсе.

    1920 çулта вăл Чăваш музыка училищине йĕркелессишĕн нумай тăрăшать. Усси пулатех. Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче уçăлать вăл. Миравай судьяра ĕçленине пăхмасăр Федор Павлович тусĕсемпе пĕрле унта музыка вĕрентет. Ăна пулах хорсем, дуэтсем йĕркеленеççĕ. Сцена çине кăларма халăх юррисене те çĕнетеççĕ.

    Темĕн те тума ĕлкĕрнĕ Федор Павлов биографийĕ часах çĕнĕ çитĕнÿпе пуянланнă. Шупашкарта пĕрремĕш оркестр йĕркеленĕ. Павлов хăй вара пултарулăхне питех те сăпайлăн хакланă — музыка çырма юратнă, çĕннине шырама кăмăлланă. Унăн чун киленĕçĕ Чăваш Ен культурин пурнăçне тĕпрен улăштарнă.

    «Федор Павлов пурăннă тăк теорие, музыкăпа этнографи специальноçне лăпкăнах куçăттăм та чылай çăмăлрах пулĕччĕ», — çырнă Степан Максимов Василий Воробьев патне 1931 çулта. Иккĕшĕ те, чăваш музыка искусствин деателĕсен ятне илтме тивĕçнĕскерсем, Федор Павлов ячĕ 20-мĕш çулсенче вĕсенчен çÿллĕрех тăнине ăнланнă.

    Чăваш искусствине аталантарассишĕн ниме пăхмасăр пĕрлех тăрăшнă вĕсем. Пурнăçри пăтăрмахсем /сăмах мĕн пирки пыни каярах уçăмланĕ. — Авт./ Максимовпа Павлова ĕçре пĕр-пĕринчен уйăрман.

    Пултаруллă композитор, драматург пурнăçĕ пĕрре пăхсан ăнăçу хыççăн ăнăçу патне выртнă такăр çул пек курăнать-ха, анчах шăпа тени ăна силленĕ те, лăсканă та.

    Композиторсен, çыравçăсен, ÿнерçĕсен çемье пурнăçне маларахри çулсенче халăх çине кăларман. Пултарулăхра ăнăçасси вара чылай чухне юратуллă хутшăнусенчен килет. Федор Павлов пурнăçĕ ăнманни çинчен те нумай сас-хура çÿренĕ.

    Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ чухне Федор Павлов унтах вĕренсе ĕçлекен Капитолина Эсливановăпа паллашнă. Хăйĕн пĕрремĕш сăввисене те Павлов шăпах ăна халалланă. «Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт» юрра та шăпах ун валли çырнă.

    Федор Павловшăн поэзи яланах чун уççи пулнă. Вăл çын çине кăлармасăр, вăрттăн çырма кăмăлланă. Тен, ăшри, чун патĕнчи шухăш-туйăма палăртма альбом е кун кĕнеки валли юравлă жанр суйланăран та килнĕ ку? Поэзи Павловшăн шурă акăшăн хăрах çуначĕ пулнă, тепĕр çуначĕ, паллах — музыка.

    «1913 çулхи ака уйăхĕнче пĕрле вĕренекен тÿрех икĕ каччă — Ф.Павловпа С.Максимов — качча тухма ыйтрĕç. Ун чухне иккĕшĕ те шкулта вĕрентекенре тăрăшатчĕç. Çынсене уйăрма пĕлменрен, опыт çитменрен эпĕ Степана суйларăм, унăн арăмĕ пулма килĕшрĕм. Федор кăмăлĕ питех те хуçăлнăччĕ. Эпĕ хирĕçленине питех те йывăррăн йышăннине каласа кăтартрĕç кайран. Максимов ман пÿлĕмрен кайсанах чупса çитрĕ пĕррехинче Павлов. Чĕркуçленсе йышăнăва улăштарма ыйтрĕ. Тусĕпе эпĕ телей курмасса каларĕ... Анчах эпĕ шухăша улăштармарăм, Федор тухса кайрĕ. Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче хамăр чиркÿре венчете тăтăмăр. Туя шкулта ирттертĕмĕр. Максимов Павлова туя кĕртмерĕ. Çĕрĕпех чÿрече айĕнче пире сăнаса тăнă-мĕн», — çырнă каярах Капитолина.

    Юратнă хĕрĕ качча тухсан Хветĕр сăввисене Лидия Фадеевăна халаллать. Чĕмпĕр шкулĕнче вăл алă ĕçĕ тума хăнăхтарнă, библиотекарьте тăрăшнă. Лидия Николаевна вырăс майри пулнă, чăвашла пĕлмен. 1916 çулхи çулла пĕрлешнĕ вĕсем. Ун чухне Павлов 24-ра пулнă. Хĕр — 4 çул çамрăкрах.

    Каярах Павлов ентешĕсем аса илнĕ тăрăх, хĕрарăм хытанка пулнă. Хуçалăха йĕркелеме пĕлмен, вăй хурса ĕçлеймен. Кил-тĕрĕшри ĕçсем патне те алли пыман унăн. Çавăнпах хунямăшĕ те килĕштермен ăна.

    Часах Федор Павлович мăшăрĕпе Шемшерте тĕпленнĕ. Шăпах унта вăл драмкружок, хор йĕркелет, поэт, драматург, композитор пек нумай ĕçлет. Шемшер уншăн Пушкиншăн ырăлăх кĕтесне çаврăннă Болдино пек вырăн пулса тăрать.

    Мăшăрĕ Лидия вара çак тапхăрта нимĕн те тумасть, илемлĕ тăхăнса капăрланма кăна юратнă вăл.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 112 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/2 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)