Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 05:10
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Раштав » 3 » "Ĕмĕтсен çăлкуçĕ" литература ăмăртăвĕ вĕçленчĕ
    "Ĕмĕтсен çăлкуçĕ" литература ăмăртăвĕ вĕçленчĕ
    22:04
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Тăваттăмĕш çул шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче иртекен литература ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвне тума вăхăт çитрĕ. Кăçал çак конкурс «Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» ятпа пулчĕ — хутшăнакансен хăйсен сăвă-калавне шывпа çыхантарса хайлама тиврĕ. Хушма темăна та суйланăччĕ — Атăлçи Пăлхарстан.
    Тĕнче тетелĕнчи çак конкурса эпир ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăклантарас, литература пултарулăхне аталантарас, çутçанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕччĕ.
    Кăçал хутшăнакансем пĕлтĕрхи пек йышлăн пулмарĕç — 50 яхăн хайлав çеç килчĕ.
    Вырăнсене çапла уйăрма май килчĕ:

    6-7 классенчи ачасен сăввисем

    • 1-мĕш вырăн: Анна Данилова çырнă «Çутă кӳлĕ» сăвă. Елчĕк районĕ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул (пĕлтĕр те вăлах мала тухнăччĕ).
    • 2-мĕш вырăн: Галина Енейкина çырнă «Патраккел çăлкуçĕ» сăвă. Елчĕк районĕ, Патраккел шкулĕ.
    • 3-мĕш вырăн: Александра Афанасьева çырнă «Асамлă çăлкуç» сăвă. Вал вара Элĕк районĕнчен, Вутлан шкулĕнчен.

    6-7 классенчи ачасен калавĕ-юмахĕ

    • 1-мĕш вырăн: Надежда Козлова çырнă «Шыв пики» пьеса. Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕ. Тĕппипе илсен, ку пайра мала тухакансем пурте çак шкултан пулчĕç тесен те йăнăш мар.
    • 2-мĕш вырăн: Кристина Аркадьева çырнă «Виртуаллă экскурси» калав.
    • 2-мĕш вырăн: Лидия Кузнецова çырнă «Ылхан кӳлли» калав.
    • 3-мĕш вырăн: Владислав Савельевăн «Чутах акула пулса тăраттăм» халапĕ. Ку ача вара Хĕрлĕ Чутай районĕнчен, Штанаш шкулĕнчен.
    • 3-мĕш вырăн: Анастасия Харитонова çырнă «Çичĕ хĕр» калав.
    • 3-мĕш вырăн: Елена Григорьева çырнă «Çăлкуç хуçи» калав. Вăл та Красноармейски шкулĕнчен.

    8-9 классенчи ачасен хайлавĕсем

    Ку ӳсĕмри ачасен хайлавĕсем çителĕксĕр пулнипе сăввине те калавне те пĕрле ушкăнласа хакларăмăр.
    • 1-мĕш вырăн: Инесса Шашкина çырнă «Хура тинĕс вăрттăнлăхĕ» калав. Вăл Элĕк районĕнчи Мăн Вылă шкулĕнче вĕренет.
    • 2-мĕш вырăн: Мария Ершова çырнă «Икĕ тĕнче хушшинчи туслăх» калав. Ку ача Çĕрпӳ районĕнчи Кăнар шкулĕнче пĕлӳ пухать.
    • 2-мĕш вырăн: Дмитрий Макаров çырнă «Юратнă шывăм — Пушанар» калав та 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Шупашкарти 49-мĕш шкулта вĕренет.
    • 3-мĕш вырăн: Оксана Журавлёва çырнă «Кӳлĕре» калав. Красноармейскинчи шкулта пĕлӳ пухать.
    • 3-мĕш вырăн: Дмитрий Макаровăн «Туслă çемье» калавĕ. Вăл та Красноармейскинчи шкулта пĕлӳ пухать.
    • 3-мĕш вырăн: Кристина Шемякина хайланă «Юрату Паркĕ» калавĕ. Канаш районĕ, Янкăлч шкулĕ.

    10-11 классенчи çамрăксен хайлавĕсем

    Ку ӳсĕмрисене те пĕрлештерсе хакларăмăр.
    • 1-мĕш вырăн: Анна Евдокимова çырнă «Юханшыв арçурийĕ» калав. Элĕк районĕ, Мăн Ямаш шкулĕ.
    • 2-мĕш вырăн: Галина Дмитриева çырнă «Çырмасен асамлăхĕнче» калав. Канаш районĕ, Вăтакас Татмăш шкулĕ.
    • 3-мĕш вырăн: Екатерина Майкова çырнă «Арман пĕви» сăвă. Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕ.

    Вĕрентекенсен сăввисем

    • 1-мĕш вырăн: Алина Петровăн «Асамлă каç» сăвви. Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмĕнчи шкулĕ.
    • 2-мĕш вырăн: Светлана Никитинăн «Суя çăлпа чăн çăл» сăвви. Патарьел районĕ, Пăлапуç-Пашьел шкулĕ.
    • 3-мĕш вырăн: Любовь Шашкина çырнă «Выла шывĕ хĕрринче» сăвă. Элĕк районĕ, Мăн Вылă шкулĕ.

    Вĕрентекенсен калавĕ, юмахĕ

    • 1-мĕш вырăн: Зинаида Михайлова хайланă «Çăмарта кӳлли» калавĕ. Красноармейски шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
    • 2-мĕш вырăн: Антонина Михеева çырнă «Туйпике» пьеса. Елчĕк районĕ, Энтепе шкулĕ.
    • 3-мĕш вырăн: Майя Никитинăн «Шыв çинчи хĕр» калавĕ. Элĕк районĕнчи Шĕмшеш шкулĕ.

    Ăмăртăва хутшăнакансем пурте маттур! Вырăнĕ кашнине лекмерĕ пулсан та эсир мухтава тивĕç!
    Çĕнтурӳçĕсем парнесĕр юлмĕç — 1-мĕш вырăн йышăнакансене 60х40 см пысăкăш карттин, иккĕмĕш вырăна тухнисене 40х30 см пысăкăшши, ыттисене 30х20 пысăкăш рамкăри сăнӳкерчĕк лекĕ. Асăнмаллăх юлаççех пулĕ тесе шутлатпăр. Кашни хутшăнакана унсăр пуçне ĕнентерӳ хучĕпе тивĕçтерĕпĕр (сире электронлă вариант та çитет пулсан — amartu@chuvash.org адреспа çыру ярăр).
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 629 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: Ĕмĕтсен çăлкусĕ | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)