Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 24.04.2024, 08:26
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Нарăс » 1 » Эпĕ: “Учитель”, — тетĕп
    Эпĕ: “Учитель”, — тетĕп
    18:46
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Пурнăçра теме те вĕрентекен пур. Шкулта ĕçлекен çынна хисеплесе эп: "Учитель", — тетĕп. Юлашки вăхăтра шкул пурнăçне телевиденипе те нумай кăтартрĕç, хаçат-журналсенче те чылай çырчĕç. Кун пирки хаçат вулаканĕ пĕлетех ĕнтĕ. 
    Эпĕ И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан Канаш районĕнчи Ачакассинчи вăтам шкулта директор çумĕ пулса ĕçлеме тытăнтăм. Пĕррехинче "9-мĕш класри Иванов туалета кайса килет те урокĕпех çывăрса ларать", — терĕ Николай Матвеевич учитель. Ун çинчен вăл ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче каларĕ. Ку Николай Матвеевичшăн ахаль иртсе каймарĕ. Ун чухне шкул ачи учитель пичĕ çине суран та лартса янăччĕ. 
    Тепрехинче тата учительсен пÿлĕмне вăтам çулсенчи вăрăм арçын вирхĕнсе кĕчĕ. "Физкультура учителĕ ăçта?" — тÿрех ыйтрĕ вăл, хĕвĕнчен хĕрлĕ кирпĕч кăларса. Юрать-ха ун чухне Валерий Степанович куç тĕлне пулмарĕ. Кам айăплă кунта? Учитель-и? Ашшĕн ывăлĕ йĕркелĕхе пăснă, вĕрентекене киревсĕр сăмахсем каланă. Ан чĕн! Пÿрнепе те ан тĕкĕн, учитель! Атту! 
    Пĕр çулхине вăтам шкулти 10-мĕш класра чăваш литературине вĕрентме тÿр килчĕ. Пысăк класчĕ. Унта парти райкомĕн секретарĕн, район прокурорĕн, район судйин ывăлĕ-хĕрĕсем пурччĕ. Вĕсене "Нарспи" авторĕ К. Иванов та, Çеçпĕл Мишши те кирлĕ марччĕ. "Урока мĕншĕн кĕрсе лараççĕ-ши?" — теттĕмччĕ ăшра. Кайран çав ачасене чылай сăнаса пурăнтăм. Çавсенчен нимĕн те пулмарĕ. 
    Кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Çĕрулмипе кишĕре хĕлле лартмаççĕ-акмаççĕ. Халĕ шкулсенче А. Макаренко теорийĕпе ĕçлеме май çук. Лайăх вĕренекенсене япăххисемпе ăс пама хăтланатпăр, япăх вĕренекенсене класран класа куçарса пыратпăр, класс журналĕ çине суя "пиллĕксем" лартатпăр. Мĕншĕн çапла? Ирĕклĕх çук! 
    Учитель ĕçĕ — пархатарлă ĕç. Ĕлĕкренех çапла каланă. Питех те йывăр вăл. Вĕрентекене хурламалли, унăн кăмăлне хуçмалли темĕн чухлех. Пĕррехинче манăн урока шкул директорĕпе районти вĕрентÿ пайĕн инспекторĕ кĕтмен çĕртен кĕрсе ларчĕç. Каярах канашлу ирттерчĕç. "Урок япăх мар", — пĕлтерчĕ хаяр инспектор. Çавăнта "япăх мар" тесе калас вырăнне "лайăх" темелле марччĕ-ши ĕнтĕ. 
    Пĕр вăхăтра учителе токарьпе те танлаштарчĕç. Япăх деталь пулчĕ — токарь бракĕ, ача начар вĕренет — учитель бракĕ. 
    Учитель çинчен сăмах тапратнă май çакна та калас килет. Эпĕ Красноармейскинчи вăтам шкула вĕренсе пĕтерсе алла аттестат илнĕ. Эпир çав тапхăрта шкул ачисемпе вĕрентекенсем шкул çуртне купаланă.Ун чухне шкул директорĕнче Ф. Н. Рекеев ĕçлетчĕ. Пĕр кунхине вăл, кармашса, мана иккĕмĕш хутран пуртă илсе пама хушрĕ. Пуртта, кăпăлĕнчен тытса, аялалла парасшăн пултăм. Федор Николаевич пуртта каялла хуртарчĕ. Эпĕ, çамрăк пулин те, мĕншĕнне тавçăрса илтĕм. Хальхинче кăпăлĕпе аялалла туса пуртта директора тыттартăм. "Вăт кун пек юрать", — терĕ вăл. 
    Халĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, аслă ăру çыннисем пурте паллакан Федор Николаевич Рекеев пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Вăл Красноармейскинчи вăтам шкула çĕклессишĕн мĕн чухлĕ тăрăшман-ши, тар юхтарман-ши? Унтанпа, паллах, чылай шыв-шур юхрĕ. Федор Николаевичăн калама çук пысăк ĕçне хисеплесе вăл çĕкленĕ шкул çине Асăну хăми çаксан питĕ аван пулĕччĕ. Кун пирки район ертÿçисем мĕн шутлаççĕ-ши?

    Николай Карай ("Ял пурнăçĕ")
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 774 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.8/5 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)