Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 16.04.2024, 11:31
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Утă » 23 » ЧР ВĔРЕНТŸ МИНИСТРĔН ÇУМĔ СВЕТЛАНА ПЕТРОВА: "АЧАСЕНЕ ВĂЛТИНЕ ÇЕÇ ПАРАР, ПУЛЛИНЕ ХĂЙСЕМ ТЫТМА ВĔРЕНЧЧĔР" («Самант»)
    ЧР ВĔРЕНТŸ МИНИСТРĔН ÇУМĔ СВЕТЛАНА ПЕТРОВА: "АЧАСЕНЕ ВĂЛТИНЕ ÇЕÇ ПАРАР, ПУЛЛИНЕ ХĂЙСЕМ ТЫТМА ВĔРЕНЧЧĔР" («Самант»)
    11:11
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Шкул пĕтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекен çамрăксемшĕн халĕ чи хĕрÿ те яваплă тапхăр. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытса малашлăха палăртакан професси суйласа илмелле. Тепĕр хут пуç тавра шутлани те, аслисен сĕнÿ-канашĕ те ытлашши пулмĕ кун пек чух.
    Уçă калаçăва чĕнсен Чăваш республикин Вĕрентÿ-пе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Владимировна Петрова та тÿрех çакăн пирки сăмах пуçарма ыйтрĕ. Ахальтен мар, паллах. Республикăри кашни вĕренекеншĕн, унăн пуласлăхĕшĕн хăйĕн ачисем пек пăшăрханни, яваплăха туйни ăна пĕр вĕçĕмсĕр ĕç çинчен шухăшлама хистет.
    – Юлашки вăхăтра хăйсен пурнăçне информаципе коммуникаци технологийĕсемпе çыхăнтарас, инженер, врач профессийĕсене, экономикăна çĕклеме кирлĕ ытти специальноçа илес текен йышланса пырать, – яланхиллех ăшшăн те кăмăллăн сăмахлать Светлана Владимировна. – Кăçал шкул пĕтерекен 7747 çамрăкран кашниех вырăс чĕлхипе тата математикăпа патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытрĕ, ыттисене хăйсен кăмăлĕпе, малалла вĕренме кĕнĕ чух кирлĕ пулаканнисене суйласа илчĕç. Хими, технологи, физика, биологи, ИКТ предмечĕсемпе экзамен парас текенсен шучĕ те çулсерен ÿсет. Эппин, профильлĕ вĕрентÿ, профориентаци ĕçĕ тĕрĕс пулса пырать, хăйне тÿрре кăларать.
    – Юрист, экономист пулас ĕмĕтлисем унчченхинччен сахалланнă апла?
    – Вĕсене ытлашшипех хатĕрлесе çитернĕ пулин те асăннă профессисене суйлакан çав-çавах чылай – обществознанипе экзамен тытакан нумаййи те çакнах кăтартать. Малашне лару-тăру тата улшăнасса шанатпăр. Ашшĕ-амăшне те чĕнсе каласшăн: мĕнле те пулин вăй çитерсе ачана аслă пĕлÿ парас-ха тесе шутламалла мар. Çак специальноçпе ĕç вырăнĕ тупма, мĕнлерех шалу илме пултарнине шута илмелле. Экономика майĕпен кризисран тухса пырать, предприятисем ĕçлеме тытăнаççех – лайăх рабочисем, сварщиксем, газовиксем, строительсем, ЖКХ валли çĕнĕлле вĕреннĕ специалистсем кирлĕ. Ĕç укçи те пĕчĕкех мар вĕсен. Çавăнпа рабочи профессийĕсене суйлама, техникумсемпе училищĕсене кайма хăрамалла мар. Ачан ăс-тăнĕ пулсан кайран та, ĕçленĕ вăхăтра та, аслă пĕлÿ илме пултарать.
    – Чылай пуçлăх, паллă çын хăйĕн ĕç биографине шăпах рабочирен пуçланă...
    – Эпĕ хам та малтан педагогика училищи пĕтернĕ, кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулнă. Ĕçленĕ хушăрах икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Çакă мана ăнăçлă ĕçлеме пулăшса пырать кăна. Юлашки вăкăра сутса ывăл-хĕре аслă пĕлÿ панин мĕн усси; Дипломлă çамрăк Мускава е пасара çул тытать, хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеменни тĕрлĕ йывăрлăх кăларса тăратать. Кăмăлĕ те хуçăлать: аслă пĕлÿллĕ, анчах ăнăçуллă пулаймарăм тесе пăшăрханать.
    – Паян шкулсенче хăш предмет вĕрентекенĕсем çитмеççĕ-ха?
    – Ют чĕлхе, физкультура, ИКТ учителĕсем çулсерен сахаллансах пыраççĕ. Уйрăмах – ял шкулĕсенче. Ĕç укçи пысăках мар пулин те вăхăтра тÿлеççĕ, ялсенче вĕсен чухлĕ илекен те сахал.
    – Учитель шалăвне шутланă чух вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсене пăхнине кура (вырăсла ăна стимулирующая часть теççĕ) кашни педагог хăй предмечĕпе тарăнрах пĕлÿ парасшăн. Çавна май ача çур çĕрччен урок туса ларнине те куратăн...
    – Питĕ çивĕч ыйту. Кунта пурне те тивĕçтерекен йышăну тупмалла. Пахалăхпа кăтарту тата ача пурнăçламалли ĕçпе ытти тиев (нагрузка) хушшинче шайлашу кирлĕ. Учебник çыракансенчен кашниех хăйĕн предмечĕ чи кирли тесе шутлать, çавна май шкул кĕнекисенче кирлĕ-кирлĕ мар информаци, задани темĕн чухлех. Вĕсене пурне те профильлĕ вĕрентÿ валли кăларнă. Çавăнпа учителĕн хăйĕн предметне икĕ пая: база шайĕ тата профильлĕ вĕрентÿ валли пайламалла, класри ачасене те икĕ ушкăна уйăрмалла. Пĕрисене база пĕлĕвĕ çеç кирлĕ, шкулти пек каласан «виççĕлĕх» пĕлни çителĕклĕ. Теприсемпе, çак предметпа ППЭ тытас текенсемпе, малалла ку енĕпе вĕренме каяс текенсемпе уйрăммăн ĕçлемелле. Кашнин мĕн-мĕн пĕлмеллине учителĕн хăйĕн палăртмалла, ăслăн, творчествăлла ĕçлеме хăнăхмалла. Паянхи чи пысăк йывăрлăхсенчен пĕри çакă.
    – Шупашкарти 61-мĕш шкулта математикăпа вырăс чĕлхине çавăн евĕрлĕрех вĕрентнине илтнĕ эпĕ. Çак предметсене тарăнрах пĕлес текенсемпе хушма занятисем йĕркелеççĕ. Класри 6-7 ача çеç çÿрет вĕсене.
    – Унран ытла пулмалла та мар. Кĕçĕн классенчен пуçласах çавăн пек ĕçлемелле. Физикăпа экзамен тытакан республикипе 27 процент, класри 20-25 ачаран 6-7-шĕ тейĕпĕр. Вĕсене хушма заданисем памалла, уйрăммăн ĕçлемелле. Ыттисене урокра вĕрентни те çитет, киле ĕç хушмасан та юрать, уйрăмах 10-11-мĕш классенче. Малашлăха пăхса тăрăшакан, пысăк интеллектуаллă учительсем хăйсен предметне пайласа вĕрентме пуçланă. Анчах 90 проценчĕ кун пек ĕçлеме хăнăхман-ха.
    Тепĕр анлă сарăлнă пулăм: ача пĕр темăна вĕренет те «пиллĕк» илет, кайран темиçе урока хатĕрленмесен те пултарать, пур пĕрех унран ыйтмаççĕ-çке. Çавăнпа хăш-пĕр темăна ăнланмасăрах юлать. Ку пачах та тĕрĕс мар методика. Пур темăпа та кашнинех база шайне тĕрĕслемелли заданисем памалла. Пĕрне пĕлмесĕр, пирвайхи пусми çине çирĕп тăмасăр теприн çине хăпарма çук, ÿкетĕн.
    – Унччен шкулта ĕçлеме чылай ансатрах пулнă пулĕ. Программи те, учебниксем те улшăнман. Халĕ çĕнĕлĕх хыççăн çĕнĕлĕх. Çак улшăнусене хăнăхма, вĕсем хыççăн ĕлкĕрме çăмăлах мар-тăр вĕрентекенсене.
    – 2011 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пĕрремĕш классем валли çĕнĕ стандартсем пулаççĕ. Ачана унчченхи пек конкретлă датăна, пулăма ас туса юлма, задача шутлама кăна хăнăхтармалла мар, ВĔРЕНМЕ ВĔРЕНТМЕЛЛЕ. Çакăнта унăн тĕп улшăнăвĕ. Сăмахран Пушкинăн, Лермонтовăн çав-çав сăввисене пĕлмелле пулнă. Малашне чи малтан вĕсен хайлавĕсене тишкерме, вулама кăсăклантарса ямалла. Хăш сăввине пăхмасăр калассине вăл хăй суйлатăр, кирлĕ информацие шырама, тупма пултартăр. Заданийĕсем те урăхларах унта. Калăпăр, санăн 20 метр шланг пур, йăрансем çурт йĕри-тавра çавăн пекрех вырнаçнă, шыв пички – çав тĕлте. Калчасене шăварма санăн шланг çитет-и? Виç кĕтеслĕх, тăваткал лаптăкне, периметрне тупма тÿрремĕн ыйтман унта. Çакна ачан хăйĕн тавçăрса илмелле. Пĕр сăмахпа, вĕренекенсене вăлтине кăна памалла, пуллине хăйсем тытма хăнăхчăр. Математика, вырăс чĕлхи, природоведени урокĕсенче илнĕ пĕлÿпе кашни кун кирлĕ пек усă курма вĕренччĕр. Пĕлÿ хăй тĕллĕн ниме те пĕлтермест, унпа пурнăçа çăмăллатма, йывăрлăхсене çĕнтерме усă курмалла.
    – Пĕтĕмпех «чăмласа» памалла мар эппин...
    – Тĕрлĕ проекта пула тĕрлĕ çĕр-шывра пулма тÿр килет. Пур çĕрте те лайăххи те, япăххи те пур. Малта пыракан вĕрентÿ системине тишкерсен ачасене хăй тĕллĕн нумай ĕçлеттерни курăнать. Çĕнĕ темăна пирĕнни пек «чăмласа» памаççĕ, урокра хатĕрленÿ ĕçĕ пырать, ыйтусем, заданисем тăрăх ача ун патне хăех çитет. Лаборатори занятине учитель пырса та курмасть: ятарлă тетраде задани çырса хăварать, ача вулать, пурнăçлать, хăй мĕн ăнланманнине те тÿрех курать. Унтан пĕтĕмпех тетрадьре палăртса хăварать. Пирĕн хальлĕхе мĕнлерех-ха? Вĕрентекен пулăшнипе пĕри çав ĕçе тăвать, ыттисем пăхса тăраççĕ. Пĕри ăнланса ĕлкĕрет, тепри çук.
    – Шкулсене тухса çÿренĕ май вĕрентекенсем хут ĕçĕ нумайланни çинчен пăшăрханса калаçнине илтме пулать. Тепĕр чух ачасемпе ĕçлеме вăхăчĕ те юлмасть теççĕ...
    – Чăнах та çапла. Патшалăх пур тăк хут ĕçĕ пулать ĕнтĕ. Темле вăйлă аталаннă çĕр-шывра та çавах. Чиновник квалификацийĕ мĕн чухлĕ пĕчĕкрех, хут шучĕ çавăн чухлĕ нумайрах тенине те пытарма çук. Халĕ çĕр-шывра патшалăх, муниципаллă управленийĕ администраци реформин тапхăрĕнче. Пĕтĕмпех йĕркене кĕрсе çитсен ун пек пулмĕ. Тата çакна уйрăммăн палăртас килет: хут ĕçне ăста, лайăх кăтартусемпе савăнтаракан учителĕн пурнăçламалла мар. Нумай çĕр-шывра çакна пĕчĕкрех квалификациллĕ специалист, вĕрентекен пулăшаканĕ туса пырать. Ăна ятарласа штата кĕртеççĕ.
    – Эпир çакăн патне хăçан çитейĕпĕр?
    – Хальлĕхе татăклăн хуравлама çук. Пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Пирĕн шкулсенче учительсен шучĕ çав-çавах пысăк. Европăра пĕр педагога 15 вĕренекен лекет. Пирĕн республикăра – 13 (хуласенче – 16, ялсенче – 11). Çавăнпа ăслă директорсене чĕнсе каласшăн: пысăк квалификациллĕ вĕрентекенĕн хут ĕçне май пур таран чакарма тăрăшăр. Ăста специалист – хаклă тупра, ăна упрама пĕлмелле. Шăпах вĕсем шкулти вĕренекенсен йышне ÿстерме пулăшаççĕ.
    – Паянхи педагог вĕренме вĕрентекен терĕмĕр. Директор вара?
    – Менеджер, управленец. Хăйĕн шкулне тĕрлĕ рессурспа (педагогсемпе, укçа-тенкĕпе, пурлăхпа, техникăпа) тивĕçтерекен. Унччен пуçлăха чи лайăх учительсене лартма тăрăшнă. Анчах директор профессийĕ вĕрентекен профессийĕ мар. Хальлĕхе вĕсен квалификацийĕ пĕчĕк пулни те пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратать.
    – Пирĕн шкулсем, педагогсем вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсемпе ĕçлеме хатĕр теме пулать-и?
    – Кун пирки Раççейри чи паллă экспертсем, методистсем те питĕ пăшăрханаççĕ, учительсем çĕнĕ стандартсем çине куçма хатĕр мар теççĕ. Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме чи малтан вĕсене хăйсене вĕрентмелле. 2011 çулта пĕрремĕш класс илекенсене пурне те Вĕрентÿ институтне ярасшăн. Нумай учитель хăйĕн шайне мĕнле палăртмаллине пĕлмест, çавна май ача пĕлĕвне те тĕрĕс хаклаймасть, темăна пĕлнине пăхса оценка лартать. Ку каллех тĕрĕс мар. Чи малтан вĕренекен шухăшлама, тишкерсе пĕтĕмлетÿ тума пĕлнине шута илмелле. Конкретлă темăна вĕренсе калани кăна ниме те пĕлтермест, ăна вăл ыранччен манма та пултарать.
    – Тÿлевлĕ вĕрентÿ тытăмĕ çине куçасси пирки те тĕрлĕрен сас-хура çÿрет...
    – Никамăн та, нимĕншĕн те хăрамалла мар, пăшăрханма сăлтавĕ çук. Кашни предметпах базислă вĕрентÿ планĕ хатĕрленĕ (вăл ЧР Вĕрентÿ министер-ствин сайтĕнче те, ятарлă баннерта, пур – А.Г.). Кашни класра хăш предметпа миçе сехет вĕрентмеллине унта йăлтах кĕртнĕ. Вĕсем пурте сыхланса юлаççĕ, хальхи пекех малашне те тÿлевсĕрех пулаççĕ. Пĕр-пĕр ташă кружокĕ, программăра çук хушма ют чĕлхе вĕренесси укçаллă пулма пултарать.
    – Паянхи çамрăксем компьютер умĕнче ытларах ларни, кĕнеке, хаçат-журнал сахалрах вулани сисĕнет. Çакă йĕркеллĕ пек туйăнать-и?
    – Йĕркеллех мар пулĕ те, анчах ытла пысăк трагеди тесе те калас килмест. Мĕнех тăвăн – кашни ĕмĕрĕн хăйĕн палли. Ачасене интереслине, усăллине суйлама, лайăххине япăххинчен уйăрма вĕрентмелле, аслисен хăйсен тĕслĕх кăтартмалла. Япăх кăларăмшăн телевидени ĕçченĕсене ятланин мĕн усси? Паллах, çакăн патне пĕр кунта, эрнере çитме çук, çав вăхăтрах шанăçсăрах та мар. Ачасем валли çыракан журналистсем, писатель-поэтсем умĕнче пысăк яваплăх: укçа-тенкĕ хыççăн хăваласан та кăмăл-сипет çинчен манма юрамасть. Усаллине, киревсĕррине сивлесе çамрăк ăрăва ырри енне туртăнма хăнăхтармалла.
    – Светлана Владимировна, кирлĕ информацие хăвăр ăçтан илетĕр: Интернетран, хаçат-журналтан е кĕнекерен?..
    – Ĕçре кирлĕ журналсене кашни кунах тишкеретĕп, Интернета та кĕретĕп. Çĕр-шыври вĕрентÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене сăнаса тăмалла, кулленех вуламалла. Хамăн вĕренмелле, унтан йăлтах ыттисене ăнлантарса памалла. Унсăрăн май çук.
    – Юлашки вăхăтра мĕн вуласа тĕлĕнтĕр-ха?
    – Пермь тăрăхĕнчи хăйне евĕр çĕнĕлĕх питĕ килĕшрĕ. Хушма пĕлÿ паракан тытăмра тăрăшакансем тĕрлĕ кружока, секцие çÿрес текенсене ваучерсем валеçсе панă. 
    – Ун пек пулсан унччен ниçта та çырăнман ача та ваучерне сая ярас темĕ...
    – Паллах.
    – Эсир пуçĕпех ĕçе парăннă, çемье валли вăхăт юлмасть те пулĕ. Пушă самант тупăнсан мĕнпе аппаланма кăмăллатăр-ха?
    – Хула çывăхĕнче пурăннăран пахча пур пирĕн, чечексем ÿстерме юрататăп. Мăшăрăмпа килĕштерсе пурăнатпăр, хĕрсем ÿснĕ ĕнтĕ. Асли Катя юристра тăрăшать. Çемьеллĕ, икĕ мăнук парнелерĕ. Пĕчĕкренех чирлĕ чĕр чунсене киле илсе килме, сыватма юратнă Настя медицина енĕпе кайрĕ, Мускавра вĕренет.
    – Çемье ăшшисĕр, тĕревĕсĕр хĕрарăм хăйне чăннипех телейлĕ туяймасть пуль?
    – Паллах. Лайăх карьера, килĕшекен ĕç пулсан та ачасемсĕр, юратнă мăшăрсăр телей тулли пулаймасть.

    Алина ГЕРАСИМОВА
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 674 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.7/24 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)