Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 03:02
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Раштав » 7 » "Чĕвĕлти чĕкеç-2011" вăйă конкурс нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче пулать!
    "Чĕвĕлти чĕкеç-2011" вăйă конкурс нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче пулать!
    21:51
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    "Чĕвĕлти чĕкеç" вăйă конкурс сайчĕ

    Район (хула) вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхне
    Район (хула) методика кабинечĕн ертÿçине
    Шкул директорне
    Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене

    Хисеплĕ ĕçтешсем!


    Математикăпа халăхсем хушшинче ирттерекен „КЕНГУРУ” тата вырăс чĕлхипе „Вырăс упа çури – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ” Раççейри шкул ачисем хушшинче чăннипех те юратакан, паллă, сумлă вăйă конкурссем пулса тăчĕç.
      «Хĕрарăмсем наукăра тата вĕрентÿре» Регионсем хушшинчи обществăлла организацин Чăваш регион уйрăмĕ (ЧРО МОО ЖНО), И.Н.Ульянов ячĕллĕ университет тата Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхипе Пĕтĕм Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс йĕркелерĕ.
    Чĕлхе пĕлĕвĕ чылай шкул ачишĕн кичем те тунсăх йĕрке пек туйăнать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, „кичем те йывăр” ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси. Вăйă конкурс шкулсенче иртет, вĕренекене нимĕнле йывăрлăх та кÿмест, ыйтусемпе ĕçсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене „ăслă” ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать.
    Сирĕн вĕренекенĕрсене эпир „Чĕвĕлти чĕкеç -2011” вăйă конкурса хутшăнма йыхравлатпăр. Вăл 2011 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, иртет. Ку вăййа 2-11 классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ (2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вĕренекенсем уйрăмшарăн тупăшаççĕ). 
    Шкулсенче вăйă конкурс ирттерес тĕллевпе шкул директорĕсен комисси туни çинчен ятарлă хушу кăлармалла. Вăйă конкурс материалĕсене чикнĕ пакета комисси членĕсен вăйă пуçланас умĕн çеç ачасем умĕнче уçмалла, унччен уçма юрамасть! Вăйă вăхăтĕнче нимĕнле справочниксемпе, словарьсемпе, кĕнекесемпе тата ытти хушма материалсемпе уса курма юрамасть!
    Вĕренекенсене чăваш чĕлхипе пурĕ 30 тĕрлĕ ыйтусемпе ĕçсем сĕнетпĕр, вĕсене кашни шкул ачиех пурнăçлама пултарать. Хуравĕсене çырмалла мар: сĕннĕ 5 хуравран тĕрĕссине (1 тĕрĕс хурава) суйласа илсе ятарлă бланк çинче хура гель ручкăпа паллă тумалла çеç. Ĕçе пурнăçлама 1 сехет те 15 минут уйăрнă, çак вăхăт ывăнмалăх та çук. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем кашни класпа уйрăммăн пулаççĕ. Ака уйăхĕнче, бланксене тĕрĕсленĕ хыççăн, кашни вăййа хутшăнакан шкул пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата вĕренекенсен Раççей шайĕнче хăйсен ушкăнĕнчи вырăнĕсене палăртнин протокол ведомоçĕсене илеççĕ, вăййа хутшăнакан кашни вĕрентекен тивĕçлĕ сертификат илет.
    Ытти çулхи конкурссемпе танлаштарсан кăçал мĕнпур парне фондне вăййа хутшăнакан кашни ача валли сувенирсем илнĕ çĕре усă куратпăр (ку вăл е логотиплă ручка е тата ытти пулма пултарать). Çавăнпа та çĕнтерÿçĕн тата тĕрлĕ шайра мала тухнисен çакна пĕлме тивĕç: çĕнтернĕшĕн вĕсене диплом çеç параççĕ. Раççей шайĕнче хăйсен ушкăнĕнче 100 ытла балл пухнисенчен чи маттуррисене палăртма куçăнлă тура Шупашкара чĕнсе илетпĕр.
    Ыйтусемпе ĕçсене хатĕрлекенсем вăййа хутшăнакана кăсăклантарма вăйă хыççăн та вĕренÿ кĕнекисене, словарьсемпе справочниксене тата энциклопедисене уçса пăхтарас тĕллевпе тунă. Акă хăш-пĕр тĕслĕхсем (тĕрĕс хуравсене чалăш шрифтпа паллă тунă):

     * Айăпа кĕрсен мĕнле мунча кĕртеççĕ?
    (А) тутлă; (Б) хаяр; (В) йĕпе; (Г) тип; (Д) ăшă.
    * Мăран сăмахăн антонимне тупăр.
    (А) хитре; (Б) вăйлă; (В) çивĕч; (Г) ăслă; (Д) хăравçă.
    * Çыру, çырă, çырла, çырăну, çырăнтар, çырулăх, çыруçă, çырма-çатра сăмахсем хушшинче çыр (писать) тымартан пулнисем миçе? (А) 3; (Б) 4; (В) 5; (Г) 6; (Д) 7.
    * Пайта сăмахăн синонимне палăртăр. (А) пыйтă; (Б) усă; (В) лаша; (Г) пил; (Д) уçланкă.

    Вăййа хутшăнма 1 ачан 40 тенкĕ (3 тенки шкула юлать) тÿлемелле.
    Вăййа хутшăнма кăмăл тăвакансен, раштавăн 25-мĕшĕччен регионти йĕркелÿ комитетне 9.00 пуçласа 16.00 сехетчен (ĕç вăхăтĕнче) çак телефонсемпе шăнкăравламалла: (8352) 45-03-01 (35-56), 37-32-27, федераллă номер 8-927-667-32-27 (е merlina@chuvsu.ru электрон адреспа вăййа хутшăнакансен шутне (кашни класпа уйрăммăн), шкулăн адресĕпе телефонне, шкул директорĕн тата вăйăшăн яваплин хушамачĕпе, ятне тата ашшĕ ятне кăтартмалла. Çавăн пекех ку хыпара çак адреспа ярса памалла: 428015, Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, физикăпа математика факультечĕ, математикăна вĕрентес меслет кафедри (I-327 ауд.) (ку заявкăна вăййăн ыйтăвĕсемпе ĕçĕсене илме пынă чухне те парса хăварма юрать). Çавăн пекех заявкăсене http://www.schoolgames.ru/ сайтра та пама пулать. 
    «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă конкурс çинчен тĕплĕнрех http://chuvlast.ucoz.ru сайтра тупма пулать. «Вăййа хутшăнакансем валли» страницăра вăйăшăн банк е почта урлă тÿлемелли бланк вырнаçтарнă. Çав бланка уçласа илмелле те кашни шкулăн хăйĕн реквизичĕсене алăпа çырса тултармалла. Тÿлени çинчен ĕнентерекен квитанцисене вăйă материалĕсем патне килнĕ чух пĕрле илсе пымалла. 
    Вăйă ирттермелли материалсене (ыйтусемпе ĕçсен варианчĕсене, хурав бланкĕсене, ятарлă инструкцие) шкулсене вăйă пуçланиччен 2-3 кун малтан регионăн Тĕп комитетĕнче çак адреспа паратпăр: 428015, Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, физикăпа математика факультечĕ, МПМ кафедри (I-327 ауд.).
    Вăйă ирттернĕ хыççăн пĕтĕмлетÿсене 2011 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен çак адреспа пырса илмелле: 428015, Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, физикăпа математика факультечĕ, МПМ кафедри (I-327 ауд.). Вăйă пĕтĕмлетĕвĕсем йĕркелÿ комитетĕнче 1 çул упранаççĕ.
    2010 çулхи вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе (ыйтусемпе ĕçсен хуравĕсемпе ăнлантарăвĕ, çĕнтерÿçĕсен списокĕ тата вĕрентекенсен сĕнĕвĕсем) кĕнеке тухнă.

    «Чĕвĕлти чĕкеç»  вăйă конкурсăн Тĕп йĕркелÿ комитечĕ

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1163 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.3/31 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 2
    +1   Спам
    1 Марзия   (16.01.2011 21:15) [Материал]
    Шупашкарта ачасен тепĕр хут укçа тӳлесе вăййа хутшăнмалла-и?

    2 mixaj_58   (22.01.2011 18:33) [Материал]
    Положени тăрăх - кирлĕ мар.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)