Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 24.04.2024, 04:10
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Юпа » 17 » Чĕлхене упрас тесен пурин те кар тăма вăхăт çитрĕ...
    Чĕлхене упрас тесен пурин те кар тăма вăхăт çитрĕ...
    21:45
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Паян, юпан 17-мĕшĕнче, чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче факультет ĕçченĕсемпе Ăслăлăх канашĕн анлăлатнă ларăвĕ иртрĕ. Лару факультет деканĕ В.Г. Родионов профессор сăмах илнинчен пуçланчĕ. Тĕрĕссипе, ларура хускатнă ыйту – чăваш филологийĕпе культура факультечĕн малашнехи шăпи – паян пурне те хытă хумхантармалла-ха, профессортан тытăнса шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен таранах. Хуть мĕн кала та, чăваш культурипе, сăмахлăхĕпе, чĕлхипе, историйĕпе тарăн пĕлÿ илнĕ специалстсене факультет шайĕнче паян хатĕрлеме пăрахсан пĕтĕм чăваш халăхне ним ырри те кĕтес çук. Паллă ĕнтĕ, чи малтан пултарулăх интеллигенцийĕ пĕтет, унтан халăхĕ те сапаланса каять. Кăçал факультетăмăра 16 бюджет вырăнĕ панă та пĕтĕмпе 16 студент вĕренме илнĕ. Малашне мĕн кĕтет пире? Çак ыйтусем тавралла сăмах пуçарчĕ В.Г. Родионов. «Пирĕн пата вĕренме килес текенсене ура хураканнин пысăк сăлтавĕ – шкул ачисен вырăс литературипе ППЭ (вырăсла - ЕГЭ) тытасси. Чăваш ачин те вырăс литературипе тытмалла. Тен, тăван литературăпа аванрах тытнă пулĕччĕ вăл, анчах Чăваш Республикинче апла тума ирĕк çук. Тутарсем çак ыйтăва татса панă, вĕсен тутарла калаçакан шкул ачисен тутар литературипе те экзамен тытмалли йĕрке кĕртнĕ верентÿ министерстви. Ку вăл ППЭ йĕркине хирĕçлемест, мĕншĕн тесен унта «Литературăпа» тытмалли çнчен çеç каланă (Письмо Федеральной службы по надзору в сфере образования и науки от 12.03.2009 №01-44/08-01 «Об использовании в работе метод.рекомендаций по вопросам подготовки и проведения ЕГЭ в субъекте РФ»), хăш чĕлхепе тытассине вырăнта татса пама пулать. Эппин пирĕн те çак çула суйласа илмелле – чăваш ачисене шкулта чăваш литературипе ППЭ тытма ирĕк памаллах, министерстваран çакăн пирки ыйтмалла», - пĕр хĕрÿленсе те, пĕр пăшăрханса хăй шухăшне пĕлтерчĕ хисеплĕ профессор. Малалла М.Р. Федотов ячĕллĕ чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ А.С. Егорова сăмах илчĕ. Вăл та ку шухăша ырларĕ. Тăван чĕлхепе нимле экзамен та çуккине пула чылай шкулти ачасен тăван чĕлхе вĕренĕвĕ çине çиелтен пăхни палăрнине асăнчĕ. Çак çитменлĕхе (чăваш ачи чăвашла калаçасран ютшăнни çитменлĕх ĕнтĕ) пĕтерес тесен пурин те кар! тăма вăхăт çитнине палăртрĕç ларăва хутшăннисем. Ку ыйтăва Наци радиовĕнче вăй хуракан Леонид Антонов та «Çивĕч калаçу» рубрикăра çĕклеме шантарчĕ.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 825 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.9/9 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)