Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 01:08
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 29 » Чăваш тетелĕн хастарĕсем пухăнчĕç
    Чăваш тетелĕн хастарĕсем пухăнчĕç
    22:18
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Паян Лапсарта чăваш тетелĕн хастарĕсем тĕл пулчĕç. Нумайăнах пухăнаймарĕç пулин те, сахал мар ыйту сӳтсе яврĕç. Пухăва Admin (Николай Плотников), allboru (Александр Блинов), ned (Эдуард), alex-net (Алексей Михайлов), mixaj_58 (Виталий Михайлов) килчĕç, ыттисем тĕрлĕ сăлтава пула килеймерĕç.
    Чăваш тетелне аталантармалли cĕнÿсем чылай пулчĕç: пĕрисем влаçран пулăшу ыйтмамасăрах, халăха тÿрремĕн йĕркелесе ĕçлеме сĕнчĕç (тĕслĕхрен, студентсене явăçтарсан питĕ лайăх), теприсем вара, влаçри çынсемсĕр (адмресурссăр) аякка кайма çукки пирки пĕлтерчĕç — вĕсемпе тачăрах çыхăну тытма сĕнчĕç. Чăваш тетелне малалла аталантармашкăн çĕнĕ организаци тумалли пирки нихăшĕ те хирĕçлемерĕ — ку ыйтăва Атăл леш енче ирттерме палăртнă чăваш чĕлхине вĕренме кăмăл тăвакансен çуллахи лагерĕнче татса пама тĕв турĕç.
    Чăваш халăх сайчĕн ĕçне тишкерчĕç — канашлура калаçу сӳнме пуçлани, ыйтусене сахалрах сӳтсе явни халăх ывăннинчен килет тесе палăртрĕç. Сайтра хăнасене тытса тăмашкăн ытларах хыпарсем пичетлеме, курмасем (видео) вырнаçтарма сĕнчĕç. Хыпарсене рассылка урлă пĕлтерсен те япăх пулмĕ терĕç.
    Хыпарсене сӳтсе явассине сайтран канашлăва куçарма сĕнчĕç — ку канашлăва та, сайта та усă парĕ терĕç. Чăваш халăх сайчĕ ĕçлеме тытăннăранпа 5 çул çитнĕ май ун кĕпине, дизайнне кăшт улăштарсан питĕ усăллă пулĕччĕ тесе палăртрĕç. Сайт ĕçлеме пуçланăранпа 5 çул çитнĕ тĕле конференци е çавра сĕтел йĕркелеме сĕнчĕç.
    Ачасене чăваш чĕлхипе интереслентересси пирки те калаçу пычĕ — чăваш ачисем чăвашла калаçчăр тесен компьютер вăййисем тусан питĕ лайăх пулĕччĕ терĕç. Вăйăсене тума студентсем хушшинче конкурс ирттерсен меллĕ пулнине палăртрĕç. Малтан вăййи пĕчĕк пулсан та хăрушă мар — пысăкраххине каярах, вăй илсен тума сĕнчĕç. Мульфильмсене чăвашла куçарни те ачасене чăваш чĕлхи патне туртăнма пулăшĕ тесе палăртрĕç. Çапах та куçарнă чухне вырăсла куçарăвĕ çуккине çеç чăвашлатмалла терĕç — унашкал темиçе мультфильма суйласа та илнĕ иккен, куçару ĕçĕ пырать.
    Çак ыйтусене сӳтсе явнă хыççăн хăнасем килĕсенелле саланчĕç.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 667 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.7/17 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)