Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 20.04.2024, 07:22
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2014 » Юпа » 23 » Чăваш наци конгресĕ чăваш чĕлхине хӳтĕлемелли мелсем шырать
    Чăваш наци конгресĕ чăваш чĕлхине хӳтĕлемелли мелсем шырать
    12:50
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕнче пысăках мар ушкăнпа — пурĕ те 15 çынна яхăн пулчĕç — чăваш чĕлхине мĕнле майпа хӳтĕлеме пуласси тавра калаçрĕç. Тĕп ыйтусем шутĕнче шкулсенче пилĕк кунлăха куçнă май чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсене чакарма май парас марри тата чăваш чĕлхине упраса хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе 2–3 çулталăклăх план хатĕрлеме тытăнасси пулчĕ.

    Ларăва Валерий Клементьев ертсе пычĕ. Вăл ЧНК Президенчĕ чăваш чĕлхин шăпишĕн пăшăрханни пирки пĕлтерчĕ. Чăн та юлашки вăхăтра тăван чĕлхене «тапăнни» уйрăмах уçăмлăн курăнма тытăнчĕ — ку шутра шкулсенче вĕренĕве 5 кунлăха куçарнă май чăваш чĕлхин сехечĕсене чакарнине те, Шупашкарта спорт канашлăвĕ умĕн чарăну ячĕсенче чăваш чĕлхине «маннине» те илсе кăтартма пулать. Çавăн пекех Валерий Леонидович çакна та палăртрĕ — иртнĕ Аслă Пухуранпа вăхăт чылай иртрĕ пулин те вăл ытларах хут ĕçĕсемпе пулчĕ имĕш. Халĕ вара, вăл ыйтусене татса панă хыççăн, ĕçлеме те вăхăт çитнĕ.

    Егорова Анна Семёновна (вĕренӳ институтĕнче чăваш чĕлхи кафедрин ертӳçи) шкулти вĕрентӳпе çыхăннă йывăрлăхсем пирки кĕскен каласа пачĕ. Çавăн пекех хăйсен шухăшĕсене Иванов Виталий Петрович ăсчах, ЧНК-ан Шупашкарти уйрăмĕн ертӳçи Бахмисов Эдуард Константинович, Никифоров Геронтий Лукианович тата ыттисем пĕлтерчĕç. Вĕсен сĕнĕвĕсене кĕскен илсе парсан çаксене палăртмалла:

    • пирĕн Чăваш чĕлхине аталантарма йышăннă патшалăх программи пур. Çывăх вăхăтрах ăна тишкерсе тухса министерствăсене (ăна вĕренӳпе культура министерствисем хатĕрленĕ пулас) ыйту тăратмалла: мĕн пурнăçланнă, ĕçсем епле пыраççĕ, мĕн туманнине хăçан пурнăçа кĕртме шухăшлаççĕ т. ыт. те.

    • ФГОС текен япала шкул программине шкулсене хăйсене йĕркелеме парать пулсан директорсене пухса калаçмалла.

    • хăшĕ-пĕри çыру çырнин усси çук терĕ пулин те теприсем вĕсен витĕмĕ пурри çинчен аса илтерчĕç. Ку ыйтупа пуçлăхсем патне çырусем çитермеллех терĕç.

    Çавăн пекех ларура чăваш чĕлхипе çыхăннă шкулсенчи тĕрлĕ пăтармахсене илтме май пулчĕ. Хăшĕ-пĕри сăмахран, 6 кунлăха хăварнă пулин те чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсене çавах чакарнă (сăмах Канаш районĕнчи пĕр шкул пирки пулас, хăшĕ пирки тӳррĕн каламарĕç). Элĕк районне илес пулсан, шăв-шав çĕкленнĕ хыççăн вĕсен патне вырăнта тĕпчесе пĕлес тĕлĕшпе вĕренӳ институтĕнчен пырса кайнă хыççăн чăваш чĕлхипе литературин учителĕсене пухса ĕçрен кăларса ярассипе асăрхаттарнă имĕш. Красноармейскинчи тĕп шкулта тата пуçламăш класра пушшех те чăваш чĕлхине вĕрентесшĕн пулман имĕш, анчах шăв-шав хыççăн лару-тăру улшăннă пулас.

    Пĕтĕмлетнĕ май пухăннисем ытти сĕнӳсенчен ытларах Николай Угаслова Чăваш Ен Элтеперĕпе тĕл пулса калаçмаллине ырларĕç. Вăл пуринчен те ытларах витĕм кӳрĕ терĕç.

    Чăваш чĕлхине упраса аталантармалли план валли сĕнӳсем пулчĕç, анчах тĕплĕн çырса илме май килменрен хальхи самантра вĕсемпе паллаштармăпăр. Вĕсене каярахпа ЧНК сайтĕнче вырнаçтараççех пулĕ, унта паллашма пулĕ.

    Чăваш чĕлхине вĕрентесси тавра çывăх вăхăтра тата та мероприятисем пулмалла: ку ыйтăва çитес Президиум ларăвĕнче хускатмалла (вăл тепĕр эрнере пулмалла пулас, унта министр тавраша та чĕнесшĕн); чӳкĕн 27-мĕшĕнче гуманитари институтĕнче наци шкулĕн методисчĕсене пухасшăн, вĕсемпе канашлу ирттересшĕн.

    Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/7276.html

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 701 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/2 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)