Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 01:05
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Чӳк » 22 » Чăваш халăх академийĕн черетлĕ çулталăк пухăвĕ пуçтарăнать
    Чăваш халăх академийĕн черетлĕ çулталăк пухăвĕ пуçтарăнать
    19:23
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    2012 çулхи чÿкĕн 24-мĕшĕнче ЧР Наци вулавăшĕнче Чăваш халăх академийĕн черетлĕ çулталăк пухăвĕ пуçтарăнать. Унта Халăх хуралĕ /Народный фронт/, Ваттисен канашĕ /Совет старейшин/, Ял мухтарĕсен пуххи /Сход сельских старост/, Ентешлĕхсен канашĕ /Совет чувашских землячеств/ тата ытти элтешлĕх пĕрлĕхĕсем /гражданские объединения/ ĕç-хĕлĕ пирки сăмах пулатех.
    Чăваш халăх хуралĕн тĕп ĕçтăвкомĕн ертÿçин Д.В.Гордеевăн шухăшĕпе - вырăнти Ваттисен канашĕсемпе, старостăсемпе, ентешлĕхсемпе, союзсемпе, партисемпе, хунтăсемпе ĕçлеме йĕркеленĕ Халăх хуралĕ /Народный фронт/ кирлĕ мар, мĕншĕн тесен вăл ĕçлемест. Йăлтах ЧНК çумĕнчи Ваттисен канашĕпе пĕрлештермелле-мĕн. Çĕр-шывра граждан обществи тăвас тесе тапаçланнă вăхăтра общество пĕрлешĕвĕсене пĕтерес тесе мар, вĕсене йĕркеллĕ ĕçлеттерсе ярас тесе шухăшламалла. Халăх хуралĕ /Народный фронт/ 1988 çулта чăмăртанчĕ, Политпросвет çуртĕнчи «Тĕпел» /Трибуна/ урлă самай витĕмлĕ ĕçсем туса ирттерчĕ. Ун чухне Халăх хуралĕн положенийĕ пичетре тухаймарĕ, 2001 çулта тин /«Тăван Атăл», 11// Ваттисен хуралĕпе Ял мухтарĕсем çинчен каланисем пичетленчĕç. Н.В.Федоров Президентпа М.А.Михайловский Председатель Ял мухтарĕсемпе Ваттисен канашĕсене шута хумарĕç /эпĕ вĕсемпе ку ыйтупа ЧНК съездĕнче калаçнăччĕ. «Тăван Атăл» кăларăмне панăччĕ/. Патшалăх шута хуман пулсан та Ваттисен канашĕсемпе старостăсем нумай-нумай ялта чиперех ĕçлеççĕ. Ентешлĕхсем те саланса каймарĕç. Фондсем те /К.В.Иванов, Çеçпĕл, Сувар хунтисем/ ырăпа палăрчĕç. Эппин, вĕсем кирлĕ, вĕсен пурнăçри вырăнĕ пур. Тăван халăх ывăлĕсем тетпĕр пулсан, пирĕн хамăра шанса панă ĕçре сÿрĕк пулма тивĕç çук.
    Паллах, ун чухнехи палăртусенчен чылайăшĕ пурнăçланнă, теприсем кивелнĕ. Унтанпа пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Республика ертÿлĕхĕ тĕпрен улшăнчĕ. Кирлĕ те татăклă ĕçсем тăвайман тĕрлĕ ушкăнсем «Эпир чăваш мар, эпир - сувар!» тата вĕсене хирĕç тепĕр ушкăн «Эпир чăваш мар - эпир пулкар!» теме пуçларĕç. Чăваш Республики вырăнне «Атăлçи Пăлхар» тесе йышăнма хистекенсем пур. Капла пăтранма пуçласан Жириновскипе Прохоров капиталистсем хыççăн «Тавай пире Чебоксарски уес!» тесе кăшкăрмалли çеç юлать. Халăха шалтан пайлама шутлани ăнсăртран сиксе тухнă пулăм мар.
    Хальхи лару-тăрăва сÿтсе явса нацин чăмăртану ĕçне тата лайăхрах çул çине тăратмалла, тĕлсĕр турткаланса каймалла мар тесе шухăшлатăп.
    ЧР Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Общество палати турĕ. Вăл палата мĕн хапăллине тата халăх хушшинче мĕн ĕçленине пĕлместĕп. Влаç çумĕнче палата пурри е большевиксем урамра ялавпа çÿрени чăваш хура халăхĕн нуши пĕтнине, Халăх хуралĕ кирлĕ мар тенине пĕлтермест.
    Эпĕ сире Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнерĕсен серепĕн /Чувашская народная академия наук и искусств/ çулталăк пухăвĕнче хăвăрăн шухăшăра калама ыйтнă пулăттăм. Пĕр чĕлхе тупса канашлаятпăр пулсан Халăх хуралĕн, Ваттисен канашĕсен, ентешлĕхсен, культура автономийĕсен, тĕрлĕ партипе фондăн çыхăнуллă тытăмне чăмăртама пултаракан йĕрке тупăнассăн туйăнать. Вара ăна ЧНК черетлĕ Аслă пухăвĕнче çирĕплетсе хăварма, пысăк ĕçсен планне патшалăх органĕсен умне тăратма май пулĕччĕ.

    Çăлкуç: http://hypar.ru/nws/show/32/17604/index.php?id=s221616445572
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 781 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 mixaj_58   (30.11.2012 19:31) [Материал]
    Шупашкарта наци вулавăшĕнче чăваш халăх ăсчахĕсен черетлĕ Пухăвĕ иртрĕ. Кăçал Академие çĕнĕ Президент ертсе пынипе, влаçрисем хистенипе çĕнĕ Устав йышăннипе тата кашни ăсчахăн аттестаци витĕр тухмаллипе Пухăва халăх йышлă пуçтарăннăччĕ.
    - Хальлĕхе чăваш наци академийĕнче 194 ăсчах хисепленет, - терĕ пухăва ертсе пыракан И.С.Дубанов. - Паян тата 17 çынна илме хатĕрленетпĕр.Çитмĕл ăсчахăн докуменчĕсем йĕркеллĕ, ыттисен вара - заявленийĕ те, пичетленнĕ ĕçĕсен списокĕ те, автобиографийĕ те, сăн ӳкерчĕкĕ те çук.
    ЧНАНИ Президенчĕ Е.Е.Ерагина Академири лару-тăрупа тата паянхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ.
    P.S. Хастар чăвашсене пĕлме. Халăхра тата ăсчахсем хушшинче час-часах тĕл пулакан пăтăрмахсенчен пăрăнас тесен ЧНАНИче пур виçĕ сумлă ят çинчен çырса ăнлантарни вырăнлă. Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ӳнер академийĕ «Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ», «Хисеплĕ ăсчах» тата «Чăваш халăх ăсчахĕ» ятсем парать. Паллах вĕсене тивĕçлĕ çынсем академийĕн президиумĕ, вырăнти уйрăмпа филиал сĕннипе анчах илме пултараççĕ. Ун валли çак документсемпе хутсене тăратмалла: автобиографи, пичетленнĕ ĕçсен списокĕ тата чăваш историйĕпе, культурипе, таврапĕлĕвĕпе, ăслăлăхĕпе, ӳнерĕпе, халăх йăли-йĕркине чĕртессипе, юрри-ташшине сыхласа хăварассипе, ал ĕç ăсталăхĕпе çыхăннă çыру ĕçĕсем.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)