Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 24.04.2024, 08:26
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 18 » Чăваш Ен - 2013: паллă кунсем тата пулăмсем
    Чăваш Ен - 2013: паллă кунсем тата пулăмсем
    21:20
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш Республикинчи пĕлтерĕшлĕ пулăмсен тата асра юлнă кунсен «Çулталăк кĕнеки» календарĕ политика, экономика, культура пурнăçĕнчи, ăслăлăхри курăмлă пулăмсем, наукăн, культурăн, вĕрентĕвĕн паллă ĕçченĕсем пирки каласа кăтартать. Вăл ЧР Наци библиотекин сумлă кăларăмĕсенчен пĕри пулса тăрать. 2013 çулхи календарьте паллă мĕнле пулăмсене çутатнă-ха, камăн юбилейĕсене палăртнă?
    Çĕрпÿ уесĕнчи Мами Салинче кун çути курнă Николай Сергеевич Арцыбышев историк-фактолог Хусанти тата Чăваш Енри чăваш халăхĕн историне тĕпчес ĕçе пысăк тÿпе хывнă. Вăл Чăваш Енĕн вăтам ĕмĕрсенчи историне тĕпченĕ, истори, фольклор, этнографи материалĕсене ăслăлăх çаврăнăшне кĕртнĕ. 2013 çулта Н.Арцыбышев çуралнăранпа 240 çул çитет. 
    Кăçал общество культурăн тата çут ĕçĕн паллă деятелĕ Иван Яковлевич Яковлев кун çути курнăранпа 165 çул çитнине палăртма хатĕрленет. И.Яковлев Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнă, чăваш çырулăхне никĕсленĕ, чăваш букварьне хатĕрленĕ. Хĕрарăмсене вĕренме çул уçса панă, нумай чĕлхеллĕ пуçламăш шкул вĕрентĕвĕн теорине хатĕрлесе пурнăçа кĕртнĕ. Çĕр ытла кĕнекепе брошюра пичетлесе кăларнă. «Н.Ф.Бунаков меслечĕпе хатĕрленĕ чăваш букварĕ», «Чăвашсен пĕрремĕш вырăс чĕлхи учебникĕ», «Вырăс азбукине кĕртнĕ чăваш букварĕ», «Манăн пурнăç. Аса илÿсем» т.ыт.те... Вĕсем чăваш халăхĕн пĕлÿ, культура шайне ÿстерме, хуçалăх ĕç-хĕлне лайăхлатма, тавра курăмне анлăлатма, наци хăйне евĕрлĕхне вăйлатма пулăшнă.
    2013 çулта çавăн пекех чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, историкĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа - 135, Гурий Комиссаров ăсчах-тавра пĕлÿçĕ кун çути курнăранпа - 130, Николай Золотов фольклорист тата çыравçă çут тĕнчене килнĕренпе - 115, вăрман хуçалăхĕн институтне никĕсленĕ Прокопий Васильевич çуралнăранпа - 110, чăваш фольклорĕн, теорийĕн тата чăваш литературин тĕпчевçи Михаил Сироткин çуралнăранпа 105 çул çитет. Евдокия Андреева, Юдит Димитриева-Салантои чĕлхеçĕсемшĕн, Николай Зорин, Светлана Недвигина этнографсемшĕн, Михаил Скворцов ăсчах-лигвистшăн, Лев Кураковшăн, Геннадий Матвеевшăн, Геннадий Тафаевшăн, Атнер Хусанкайшăн, Валентина Хлебниковăшăн, Петр Тимофеевшăн, Василий Пушкиншăн та кăçалхи çул - юбилей çулталăкĕ. 
    А.Кузьмин, Ю.Айдаш, Л.Маяксем, Д.Гордеев, Г.Юмарт, А.Аттил, И.Егоров, П.Эйзин, З.Романова, Н.Ишентей, В.Элпи çыравçăсемшĕн те 2013 çул - паллă çул. Литература общественноçĕ çавăн пекех Василий Лебедев çыравçă, этнограф çуралнăранпа - 200, «Арçури» баллада авторĕ Михаил Федоров кун çути курнăранпа - 165, Митта Ваçлейĕ тата Мария Ухсай çуралнăранпа 105 çул çитнине паллă тума хатĕрленет. Иван Тенюшев, Иван Краснов, Вера Кузьмина кăçал 90 çул тултараççĕ. К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ йĕркеленнĕренпе - 95, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ ĕçлеме пуçланăранпа 80 çул çитет. 
    Республикăри чылай предприяти - Етĕрнери спирт завочĕ, Улатăрти механика завочĕ, Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики - 2013 çулта юбилей кунĕсене паллă тăвать. Шупашкарти «Акконд» кондитер фабрики халăха 70 çул пылак çимĕçпе савăнтарать. 
    «Çулталăк кĕнеки» тăван тăрăхри пултаруллă çынсен кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарать, паллă пулăмсене туллин çутатать.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 666 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)