Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 01:22
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 3 » Чăваш чĕлхине вырăс класĕнче вĕрентекенсен республикăри семинарĕн 2-мĕш тапхăрĕ иртрĕ
    Чăваш чĕлхине вырăс класĕнче вĕрентекенсен республикăри семинарĕн 2-мĕш тапхăрĕ иртрĕ
    19:16
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарти 27-мĕш шкулта чăваш чĕлхине вырăс класĕнче вĕрентекенсен республикăри семинарĕн 2-мĕш тапхăрĕ  иртрĕ. Унăн пĕтĕмĕшле теми: "Тăван чĕлхене вĕрентессипе тата сарассипе çыхăннă çĕнĕ меслетсем". Иккĕмĕш лару "Шкулта чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри электронлă хатĕрсем" темăпа иртрĕ. Семинара йĕркелекенсем - хулари 27-мĕш шкулпа "Язык успеха" ("Ăнăçу чĕлхи") ют çĕр-шыв чĕлхисен шкулĕ. Семинара Красноармейски районĕнчи учительсен пĕр ушканĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем - салари 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем З.П.Михайловăпа В.М.Михайлов, Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕрентекенĕ И.Н.Антонова тата Пикшик шкулĕн вĕрентекенĕ Л.А.Тихонова.

    Семинара хутшăннисем асăннă шкулăн 2, 3 тата 5-мĕш класĕсенчи чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă ÿкерчĕклĕ словарьпе, телекоммуникаци технологийĕсемпе, информаципе коммуникаци ресурсĕсемпе тата Чăвашла интернетпа усă курас ыйтусемпе çыхăннă  уçă уроксем итлерĕç. Уроксене Сармосова Г.Л. - пĕрремĕш категориллĕ учитель, Кузмина О.И. - иккĕмĕш категориллĕ учитель, Еслюкова Е.И. - пĕрремĕш категориллĕ учитель, Гурьева Т.Н. - 5-мĕш гимназири пĕрремĕш категориллĕ учитель пачĕç.

    Уроксене сÿтсе явнă хыççăн вĕрентекенсем шкулăн пысăк залне пуçтарăнса канашлу ирттерчĕç. "Вики тата Google серверсен верентÿ ресурсĕсемпе усă курасси" темăпа 5-мĕш гимназири пĕрремĕш категориллĕ учитель Гурьева Т.Н. тухса калаçрĕ. Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн аслă категориллĕ учителĕ Михайлов В.М. "Компьютерпа усă курса чăвашла текст çапасси, ăна Интернета вырнаçтарасси тата чăвашла сайт тăвасси" темăпа тухса калаçрĕ, хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. Унтан "Язык успеха" ют çĕр-шыв чĕлхисен шкулĕн коммерци пуçлăхĕ Блинов А.В. " Электронлă почтăпа ăнăçлă усă курасси, пĕр-пĕр темăпа çыхăннă рассылкăпа форум ĕçне хутшанасси" темапа тухса калаçрĕ. Кофе-тăхтав хыççăн "Курăмлă пособи хатĕрлесси" тата "Чăвашла пĕлнин кирлĕлĕхне ачасене ĕнентересси" пайăр темăсемпе уйрăм ушкăнсене пайланса миме штурмĕ ("мозговой штурм") иртрĕ.

    Семинар ларăвĕ ăнăçлă иртрĕ. Унта хутшăннисем хăйсен пĕлĕвне ÿстерни çинчен ĕнентерекен сертификат илчĕç. Ку семинарăн 3-мĕш ларăвĕ пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар хулин 4-мĕш гимназийĕнче иртĕ.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 710 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.9/18 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)