Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 22:57
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Чӳк » 28 » Чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн пурте пĕрле тăрăшар!
    Чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн пурте пĕрле тăрăшар!
    23:56
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чÿкĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Шупашкарти 5-мĕш гимназине тухса хăйсен ларăвне ирттерме палăртаççĕ. Унта вĕсем чăваш чĕлхи аталанăвĕн тата унăн пуласлăхĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явма пухăнаççĕ. Çавна май Чăваш халăх сайчĕ Чăваш Патшалăх Канашĕнче чăваш чĕлхин аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухма шутланине, ăна сӳтсе явнине ырласа канашлăва чĕнет. 

    Чăваш чĕлхишĕн чи пĕлтерĕшлĕ утăмсем: 
    ● чăваш чĕлхине усă курассине ӳстересси — компьютера Windows вырнаçтарнă май унта тӳрех чăвашла çырмалли майсем пулмалла (шрифтсем, раскладка), пользователь вĕсене уйрăммăн лартмалла мар (пушкăртсен пек) /Microsoft ахаль çынсене итлесшĕн мар, патшалăх шайĕнче тухсан — ку ĕçе вĕсем тума тивĕç/; тавар упаковкинче чăвашла çырни пач та курăнмасть — çырмалла ман шутпа («Акконд» кăларакан канихвет курупки çине, тĕслĕхрен, вырăсла та, казахла та çырнă — чăвашла вара çук).
    ● чăваш наци радио ĕçне вăйлăлатасси. 50-60% мар, 100% пулмалла — мĕншĕн тесен ытти радиосемпе чăвашли çавах çук.
    ● чăвашла телевидени пуçарса ярасси.
    ● республикăн официаллă тĕп сайтне чăвашлатасси.
    ● чăваш чĕлхине популяризацилесси.
    ● хăçан та пулин чăваш чĕлхи çулталăкне ирттересси.

    Пăшăрхантарни: чăвашла реклама пач çукки (юлашки вăхăтра уявсемпе çыхăннă пĕлтерӳсене те чăвашла Шупашкарта сахалрах çакнă пек); вокзалсенче маршрутсене чăвашла сайра-хутра çеç пĕлтерни (20 çул каялла кашни рейса чăвашла та вырăсла та пĕлтеретчĕç); пульницасенче чăвашла çырни пи-и-и-тĕ сайра тĕл пулни (Шупашкар район пульницинче, сăмахран, эп курмарăм); ялсемпе ытти пурăну вырăнĕсен ячĕсене çул хĕрринче, чарăнусенче (районсенче) чăвашла çырманни; чăвашла картта çукки (ял халăхĕ хăйĕн тăван ялăн ятне манать!)

    Çавăн пекех кӳршĕсен опытне усă курма вăтанса тăмалла мар.
    Хăшĕсем калĕç — чăваш чĕлхи мĕн тума вăл кирлĕ? — тесе. Унашкал шухăшсене итлесе тăмалла мар. 100 çул каялла «Хыпар» хаçата кăларма пуçланă чухне те çапла каланисем пулнă — мĕн тума чăваша хаçат? — тенĕ. Анчах та хастарсем кăларнă-кăларнах. Вăл та кăна мар — чăваш халăхĕ СССР патшалăхĕнче чи нумай вулакан наци таран çĕкленме пултарнă. Хальхи вăхăтра та пирĕн тăван чĕлхе çĕнĕ технологисене кĕрсе каймаллах. Компьютерта, интернетра, сайтсенче чăваш чĕлхи кирлех.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 687 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 4.8/5 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)