Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 08:38
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Юпа » 9 » Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен конкурсĕн çĕнтерÿçи Мускава каять
    Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен конкурсĕн çĕнтерÿçи Мускава каять
    21:24
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Юпа уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче Чăваш Республикин шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенсен конкурсĕ ĕçлерĕ.

    Конкурсăн тĕп тĕллевĕ чăваш чĕлхи учителĕсен ятне çĕклесси пулчĕ. Задачăсем те тĕрлĕрен пулчĕç:
    1) пултаруллă учительсене палăртасси,
    2) учительсен опытне пĕтĕмлетесси,
    3) чăваш чĕлхине лайăхрах вĕрентме пулăшакан мелсемпе меслет пуххине тăвасси.

    Конкурса 14 учитель хутшăнчĕ:
    1) Леонтьева Марина Михайловна, Элĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учителĕ;
    2) Родионова Ружена Владимировна, Патăрьел районĕнчи Турханти вăтам шкул учителĕ;
    3) Абрамова Галина Васильевна, Шупашкар хулинчи 59-мĕш №-лĕ вăтам шкул учителĕ;
    4) Ядрицова Алена Андреевна, Йĕпреçри 2-мĕш №-лĕ вăтам шкул учителĕ;
    5) Иванова Валентина Михайловна, Канаш районĕнчи Сухайкассинчи вăтам шкул учителĕ;
    6) Ермакова Надежда Васильевна, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкул учителĕ;
    7) Петрова Татьяна Николаевна, Çĕрпÿ районĕнчи «Опытный» поселокри вăтам шкул учителĕ;
    8) Николаева Алина Михайловна, Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи вăтам шкул учителĕ;
    9) Семенова Людмила Алексеевна, Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ;
    10) Степанова Галина Алексеевна, Тăвайри вăтам шкул учителĕ;
    11) Александрова Лира Вениаминовна, Çĕмĕрле хулинчи 2-мĕш №-лĕ вăтам шкул учителĕ;
    12) Кудряшова Татьяна Григорьевна, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи вăтам шкул учителĕ;
    13) Осипова Надежда Ивановна, Муркаш районĕнчи Нискассинчи вăтам шкул учителĕ;
    14) Албутова Надежда Михайловна, Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăньри вăтам шкул учителĕ.
    Шел пулин те, Красноармейски районĕнчи шкулсенчен никам та çук.

    Конкурсантсем жюрире пăхса тухма урок фрагменчĕн видеороликне, хăйсемех хатĕрленĕ вĕренÿ хатĕрĕсене, «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе текстне тăратрĕç.
    Вĕренÿ хатĕрĕсем тенĕрен, вĕсен выставки пĕтĕм конкурс тăршшĕпе ĕçлерĕ.
    Конкурс вăхăтĕнче «Паллаштару карточки» презентаци, «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе паллаштарăвĕ тата ăста урокĕсем иртрĕç.
    Жюри конкурс çĕнтерÿçи ятне Галина Васильевна Абрамовăна (Шупашкар хули, 59-мĕш шкул) пама йышăнчĕ.
    Чи лайăх тĕпчевçĕ учитель ятне Алена Андреевна Ядрицова (Йĕпреç, 2-мĕш вăтам шкул) тивĕçлĕ пулчĕ.
    Чи лайăх новатор учитель ятне Марина Михайловна Леонтьева (Элĕк вăтам шкулĕ) çĕнсе илчĕ.
    Пултаруллă новатор учитель тесе жюри Людмила Алексеевна Семеновăна (Шăмăршă районĕ, Виçпÿрт Шăмăршă вăтам шкулĕ) йышăнчĕ.
    «Куракансем килĕштернĕ учитель номинацире Алина Михайловна Николаева (Шупашкар районĕ, Чăрăшкасси вăтам шкулĕ) палăрчĕ.
    Конкурс çĕнтерÿçи Г.В.Абрамова Тăван чĕлхе вĕрентекен пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурсне мускава каять.
    Мĕн пур конкурсанта, уйрăмах çĕнтерÿçĕсене, тавлашура ăсталăх, пултарулăх, хастарлăх кăтартнăшăн тав тăватпăр, ĕçре ăнăçу, пурнăçра çирĕп сывлăх, пысăк телей сунатпăр.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 787 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.1/21 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    +1   Спам
    1 ewnik140255   (13.10.2009 18:52) [Материал]
    Галина Васильевнăна конкурсра çĕнтернĕ ятпа саламлатăп. Ырлăх-сывлăх,телей,ăнăçусем сунатăп. Мускавран та ăнăçупа таврăн.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)