Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 22:42
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Раштав » 27 » Чăваш чĕлхи пур çĕрте те янăратăр ("Хыпар")
    Чăваш чĕлхи пур çĕрте те янăратăр ("Хыпар")
    17:58
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕнче чăваш наци радио вырăнне «Чăваш Ен наци телерадиокомпани» автономи учрежденийĕ туса хурас ыйтăва пăхса тухнă. Çакăн çинчен республикăн культура министрĕ Роза Лизакова каласа пачĕ.
    - Ерипен малалла утатпăр, - терĕ Роза Михайловна. - Кăçал Наци радиовĕ çумĕнче телеушкăн туса хунăччĕ. Ман шухăшăмпа - вăл аван ĕçлесе пычĕ. Республикăри тĕп хыпарсене cap.ru порталта пăхма май пурччĕ. Халĕ вара наци телекуравне йĕркелеме йышăнатпăр. 2011 çулта кабель телекуравĕнче тулли телехыпарлав пулмалла.
    Паллах, йĕркелÿ ыйтăвĕсене татса пама вăхăт кирлĕ. Директор пуканне йышăнма та конкурс ирттермелле вĕт. Çурт ыйтăвне татса панă ĕнтĕ. Пĕр 4 уйăх иртет-тĕр. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хыпарлав эфира тухасса шанатпăр.
    Чи пысăк пĕлтерĕшли - çывăх вăхăтра республика, Атăлçи округĕн территорийĕнче федерацин цифра телерадиохыпарлавне ĕçе кĕртмелли программи пурнăçланма пуçлать. Цифра мультипликсĕн 9-мĕш каналне регионсен телеканалĕсене вырнаçтарма параççĕ. Чăн та, çак майпа усă курас тесен тăрăшма тивет - конкурс витĕр тухмалла. Ку енĕпе халĕ çине тăрса ĕçлетпĕр. Республика территорине 100 проценчĕпех «хупăрлакан» телекурав пулмалла. Малтан темиçе варианта тишкертĕмĕр: хумсене спутник урлă парса тăрасси, çĕр çинче инфратытăм туса эфир йĕркелесси... Анчах ку майсем ытла та хаклă. РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерстви пуçарнă программа пирĕншĕн питех те вăхăтлă пулчĕ, çак майсене вĕçертме юрамасть. 
    Цифра оборудованийĕ туянма 2011 çул валли 11,3 млн тенкĕ тупмалла. Финанс министерствипе ĕçлетпĕр. 
    Тĕрĕссипе, сăмах ВГТРК йышши тепĕр канал, республикăн кашни кĕтесĕнчех пăхма май пурскер, пирки пырать. Раççей телеканалĕ юлашки çулсенче регионсене паракан вăхăт пĕчĕкленсех пычĕ, çак туртăм упранса юлать-тĕр. Çав вăхăтрах республикăра пурăнакансенчен хамăрăн телекурав пулмалли пирки питĕ нумай ыйту килет, кун пирки уйăхсерен иртекен информкунсенче те çине-çинех ыйтаççĕ. Чăваш чĕлхи яланах янăрамалла - радиопа, телевизорпа. Çынсем тăван сăмаха яланах илтесшĕн. 
    Çакна тÿрре кăлармалли майсем пур тăк - çав майсемпе усă курмаллах. Ку чăваш чĕлхине упраса хăварма кирлĕ.

    Николай КОНОВАЛОВ
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 815 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.9/10 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 2
    +1   Спам
    1 Migulaj   (06.01.2011 19:18) [Материал]
    Чăваш чĕлхине Çĕр çинче çăлса хăварас тесен нумаях та тумалла мар. Ăна тĕнчери ытти çĕршывсенчи пек тăван чĕлхене хӳтелес ĕçсене çеç туса пымалла. Вĕсенчен чи кирлисем:
    1. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче (çĕршывĕнче) тепĕр 5 çултан тĕп чĕлхе пулать текен саккуна йышăнса çирĕплетмелле. Çав 5 çул хушшинче Патшалăх çурчĕсенче, шкулта, суту-илӳре ĕçлекенсен кам чăвашла пĕлмест чăваш чĕлхине вĕренмелле те экзамен памалла. Çавăнта ĕçлекенсен чăваш чĕлхине çителĕклĕ шайра пĕлет текен хут пулмалла. Кам чăваш чĕлхине пĕлмест вĕсем çав вырăнта ĕçлеме пултараймаççĕ
    2. Ун хыççăн чăваш чĕлхине сыхлакан (тĕрĕслекен) инспекци тумалла. Çав çуртсенче ĕçлекенсем чăваш чĕлхипе усă курмаççĕ пулсан вĕсене малтан штраф памалла тата тепре тытсан ĕçрен кăларса ямалла. Штрафĕ пĕчĕк пулмалла мар.
    3. Чăвашсен Аслă Канашĕнче, судра, шкулта тата ытти Патшалăх çурчĕсенче халех ырана хăвармасăр чăваш чĕлхипе усă курма тытăнмалла.
    4. Шкул программине улăштармалла. Унта чи кирли чăваш чĕлхи тесе палăртмалла. Кам чăваш чĕлхине вĕренмест е япăх вĕренет тепĕр класа куçармалла мар. Чăваш республикинчи Аслă шкула, техникума вĕренме кĕрес экзамен чăваш чĕлхипе пулмалла.
    5. Чăвашсен инçекуравне (television), радиова аталантармалла. Инçекуравĕ 10 сехетрен кая мар, радио чăвашла çĕрĕн-кунĕн (24 сехет) ĕçлемелле.
    6. Рекламăсем пысăк саспаллипе чăвашла, ют чĕлхепе пĕчĕк саспаллипе пулмалла.

    Эпĕ ĕçре час-часах Швеци, Анатри çĕршыв (Kingdom of the Netherlands) çыннисемпе тĕл пулса калаçатăп. Вĕсем хăйсем нумай чĕлхепе калаçаççĕ, анчах та чи мала вĕсем тăван чĕлхене хураççĕ. Вĕсем тăван чĕлхене пĕлменскерсене çын вырăнне хурса шутламаççĕ. Тăван чĕлхене пĕлменни вĕсемшĕн чи пысăк çылăх шутланать.


    2 mixaj_58   (16.01.2011 16:44) [Материал]
    чăваш чĕлхине сыхлакан (тĕрĕслекен) инспекци тумалла. Çав çуртсенче ĕçлекенсем чăваш чĕлхипе усă курмаççĕ пулсан вĕсене малтан штраф памалла тата тепре тытсан ĕçрен кăларса ямалла. Штрафĕ пĕчĕк пулмалла мар.

    Килĕшетĕп!



    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)