Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 20.04.2024, 01:10
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Юпа » 15 » Чӑвашлӑх: «Чӑваш чӗлхи те тимӗр татӗ...» (УҪӐ ҪЫРУ)
    Чӑвашлӑх: «Чӑваш чӗлхи те тимӗр татӗ...» (УҪӐ ҪЫРУ)
    22:30
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш ҫыннисене, ял мухтарӗсене, ЧНК, ЧТП, хӗрарӑмсен, пенсионерсен, ҫамрӑксен тата ытти пӗрлешӳсен районсенчи пайташӗсене, Патшалӑхӑн республикӑри тата вырӑнти ертӳҫисене, Вӗрентӳ шаралӑхне, шкул директорӗсене янӑ ҪЫРУ.

    Тӑван чӗлхемӗр кӑвайт ҫинчи хӗртнӗ хурҫӑ пек тӗлкӗшсе тӑрать. Таптаса килекен пӗрпеклетӳ тискерлӗхне ӑнланмасӑр, лайӑх шалуллӑ вырӑнти хӑшпӗр чӗлхеҫӗсемпе аслӑ тӳресем тӑван чӗлхене пӑтратма пӑрахаймаҫҫӗ. Хӑватлӑ халӑхсем хӑйсен чӗлхисене хӑюллӑн хӳтӗлеҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра чӑвашсем тӑван сӑмаха упрассишӗн ҫине тӑма пуҫларӗҫ. «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш тӗнчи» хаҫатсенче, Чӑваш халӑх сайтӗнче, «Идель.Реалии» сайтра ҫивӗч статьясем тухрӗҫ. Тӑван чӗлхене хӳтӗлесе ҫынсем судсене ҫитрӗҫ. Ыйтӑва Патшалӑх Канашӗн шайӗнче ятарласа сӳтсе явнӑ пулин те, Чӗлхе комиссийӗ каллех унталла-кунталла турткаланнипе шкул ӗҫне пӑтратса тӑрать. Татах капла хӑтлансан чӗлхемӗре тепӗр ӑру ӗмӗрӗнче сӳнтерсе лартатпӑр.

    Пирӗн пӗрремӗш сӑмах — ачасемпе тӑван чӗлхепе калаҫасси ҫинчен. Тӑван чӗлхене, халӑх йӑлисене сӗвӗрӗлтерсе ярсан наци малашӗ хупланать. Кам чӑваш чунне ҫухатнӑ, эпир вӗсене ӳкӗтлесе пуҫ ҫапмастпӑр. Петӗр Хусанкай унашкал каҫрашкасенчен йӗрӗнсе иртме хушнӑ «Кам хӑй чӑвашшинчен намӑсланса чӑваш ятне ҫӗртнӗ - ҫавсене эпир кутран тапса ывӑтатпӑр»,- тенӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫӗр ҫул ӗлӗкех.

    Чӑваш чӗлхине юратса упракан кил-ҫурт хуҫисене калатпӑр: кӳршӗ-арша, ял-йыша тӑван тымара упрама пулӑшӑр. Ку - халӑх ӗҫӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Тӑван Ҫӗршыва хаяр тӑшманран хӳтӗленӗ чухнехи пекех сӑваплӑ ӗҫ. Ҫак хӳтӗлевре «мана мӗне кирлӗ» тесе тӑракан ҫын сутӑнчӑкпа пӗрех. Кам тӑван йӑх чысне хисеплеме пӑрахман, кам халӑх шӑпи ҫинчен шухӑшлама пултарать, ҫавсене калатпӑр: паянтан пурсӑмӑр та килте те, урамра та вырӑсла, тутарла, акӑлчанла, китайла лайӑх пӗлекен ача-пӑчапа ҫине тӑрсах тӑван чӗлхепе калаҫӑпӑр, вӗсемпе хӗлле те, ҫулла та пӗрлехи вӑйӑсем, ӗҫсем, юрӑ-ташӑ ӗлӗкхи пекех ирттерме пӑрахмӑпӑр. Хамӑрӑн ята упракан, халӑх эткерне аталантарма пултаракан ӑру пӑхса ӳстересси - пирӗн, ашшӗ-амӑшӗсен, хамӑр ачасемпе халӑх умӗнчи пӑрӑнми таса тивӗҫӗмӗр.

    Пирӗн иккӗмӗш сӑмах – ача пахчипе шкулта чӑвашла вӗрентесси ҫинчен. Саккунсем, вӗрентӳ планӗсемпе программӑсем чӑваш чӗлхипе сӑмахлӑхне ытти чӗлхесемпе тан вӗрентме май туса панӑ. Анчах хамӑр айванлӑха пула ҫав ирӗкпе усӑ кураймастпӑр.. Хуласемпе поселоксенче, ял урамӗсенче ятсене чӑвашла-вырӑсла тирпейлӗ ҫырнӑ паллӑсемпе палӑксем, вырӑсла калаҫакан ачасем чӑваш чӗлхине хавасланса вӗреннӗ тӗслӗхсем нумай, ҫав хушӑрах таса чӑваш ялӗсенчи хӑшпӗр шкулта чӑваш сӑмахӗ курӑнмасть те, илтӗнмест те. Республикӑри темиҫе шкул чӑвашлӑха хирӗҫле юхӑм тума пуҫлани курӑнать.

    Хӑшпӗр шкул директорӗсем ашшӗ-амӑшӗ ҫине, укҫа-тенкӗпе сехет сахалли ҫине йӑвантарса е хӑйсен мӑнтӑр кӑмӑлне кура чӑваш чӗлхине таптанипе эпир килӗшсе тӑма пултараймастпӑр. Хытарсах калатпӑр: чӑваш халӑхӗ тӑван чӗлхене юратма пӑрахман, малашне те ӑна упрама пӑрахмӗ!

    Республикӑри тата вырӑнти ертӳлӗхсенчен, Вӗрентӳ шаралӑхӗнчен хытарсах ҫапла ыйтатпӑр:

    - ӗҫе чи ҫӑмӑл пулӑмран – кӑтартмӑшсене (вывескӑсене) йӗркене кӗртессинчен пуҫласа, вӗсене кӑҫалах пур шкулта та Чӗлхесен саккунӗ хушнӑ пек тата тирпейлӗ туса ҫитермелле;

    - ҫак вӗренӳ ҫулӗнче республикӑри мӗнпур шкулта тата ача пахчинче чӑвашла вӗрентӗве саккун хушакан шая ҫити хӑпартмалла, укҫа-тенкӗне ячӗшӗн тӑккаланипе ҫырлахма ҫук. Шкул директорӗсен ӑнланас пулать: русификаци теорийӗ чи хаяр ӗмӗрсенче те пурнӑҫа кӗреймен, халӗ ӑна витерме хӑтланни халӑхсене хирӗҫтерни кӑна пулать.

    - Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин Вӗрентӳ шаралӑхӗсем умне тӑратнӑ пирӗн ыйтусемпе сӗнӳсем ҫӗнӗ мар: пултаруллӑ чӑваш ачисен гуманитари лицейне чӗртесси; чӑваш вӗрентӗвӗн ӑсталӑх лабораторине уҫасси; чӑвашла пӗлӳ тӗрӗслевне йӗркелесси; чӑваш культурин вӗренӗвне тавӑрасси, чӑваш ӑспурлӑхне кӑтартакан энциклопедисем, пӗлкӗчсем, кӑтартупа меслет хатӗрӗсем кӑларасси – пӑрӑнмасӑр тумалли ӗҫсем.

    Халӑх сӑмахне тӳресем илтмӗше переҫҫӗ е алай-алай тесе шӑлса хӑвараҫҫӗ. Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин шаралӑхӗ пирӗн ыйтусене мӗнле тивӗҫтернине Аксакалсен тӗп канашӗнче Наци Конгресӗпе тата Халӑх академийӗпе пӗрле вӗренӳ ҫулӗ вӗҫӗнче ятарлӑ пӑхса тухма, саккунсене пӑсакан тӳре-шарана Халӑх Хуралӗн Намӑс хӑмийӗ ҫине кӑларма палӑртатпӑр.

    Ҫырӑва Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ 2016- ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн ӗҫтӑвкомӗпе, Чӑваш халӑх академийӗпе, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗпе килӗштерсе йышӑннӑ.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1141 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)