Фоторепортаж
2015 çулăн нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш наци конгресĕ тата вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе чăваш чĕлхи вĕрентекенсен республика шайĕнчи «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» ăсталăх конкурсĕ иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвне хăйсен районĕсенче çĕнтернĕ Албутова Надежда Михайловна (Çĕмĕрле районĕ, Якуртушкăнь шкулĕ), Ефимова Альбина Николаевна (Муркаш районĕ, Чуманкасси шкулĕ), Ермошкина Раиса Николаевна (Вăрнар районĕ, Уравăш шкулĕ), Иванова Алевтина Афанасьева (Елчĕк районĕ,Кĕçĕн Таяпа шкулĕ), Назарова Светлана Михайловна (Красноармейски районĕ, Мăн Шетмĕ шкулĕ), Петрова Алина Геннадьевна (Элĕк районĕ,Чăваш Сурăм шкулĕ), Токарева Марина Васильевна (Етĕрне районĕ, Чирĕккасси шкулĕ), Тяхмусова Светлана Вячеславовна (Шупашкар хули, 43 шкул), Шерки Эльвира Николаевна (Канаш районĕ, Шăхасан шкулĕ) хутшăнчĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе чăваш чĕлхине тĕрлĕ меслетпе вĕрентессипе, сăвва илемлĕ калассипе, халăх юррине, ташшине ăста юрласа-ташласа панипе, чăваш халăх тумне кăтартма пĕлнипе, ăста урок кăтартассипе, тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух усă куракан çĕнĕлĕхсемпе усă курассипе ăмăртрĕç.Чăваш чĕлхи учителĕсем ăсталăх урокĕсенче тăван чĕлхене ачасем вырăс чĕлхине вĕренсе илнĕ пĕлĕве тĕпе хурса çĕнĕ мелсемпе вĕрентме пултарнине, чăваш тата вырăс халăхĕсен культура хутшăнăвне мĕн таран шута илме пултарнине кăтартма мехел çитерчĕç.Çивĕч тупăшура «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе» номинацире – Ермошкина Р.Н.:,«Новатор учитель» номинацире – Петрова А.Г, «Ăста урок» номинацире – Албутова Н.М.,«Паллаштару карточки» номинацире – Тяхмусова С.В. «Ертÿçĕ учитель» номинацире – Ефимова А.Н., «Тĕпчевçĕ учитель» номинацире -- Иванова А.А., «Сăпайлăх çăл куçĕ» номинацире – Токарева М. В., «Ташă-юрă ăсти» номинацире – Ермошкина Р.Н., «Ăста вулавçă» номинацире – Назарова С.М. палăрчĕç. Ăмăртакансен йышĕнчен чи ăстараххи хальхи вĕренÿ ĕçĕн тĕллевĕсемпе задачисене тивĕçтерекен, професси ăсталăхĕ пысăк шайра пулнине кăтартма пултаракан Канаш районĕн Шăхасан шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекен Эльвира Николаевна Шерки пулчĕ. Вăл конкурсра чи нумай бал пухма пултарчĕ.Çĕнтерÿçĕ Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Диплом тата компьютер техникин сертификатне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Унăн кăçал Мускавра юпа-чÿк уйăхĕсенче иртекен тăван чĕлхене вĕрентекенсен Раççей конкурсне хутшăнма тивет. Шерки Э.Н. ĕçтеше эпир тĕп хуларан çĕнтерсе таврăнма вăй-хал, çирĕп ăс-тăн, тĕрлĕ лару-тăрура тăн-тăн пулма сунатпăр.
2016 çулта вара Республика чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлекен – Шупашкар хулин 43 шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекен С.В. Тяхмусова пулĕ. Çыпăçтарнисем: |