Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 08:22
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2015 » Чӳк » 3 » Чӑваш чӗлхи вӗренекенсем Тутарстанран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ
    Чӑваш чӗлхи вӗренекенсем Тутарстанран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ
    20:05
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Тутарстан Республикинче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ тата Раҫҫей халӑх шкул ачисен иккӗмӗш вулавӗ иртнӗ. Ӑна Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи тата «Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ.

    Юпан 28-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине ҫичӗ халӑх (вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш, мари, удмурт тата ирҫе-мӑкшӑ) ывӑл-хӗрӗ пуҫтарӑннӑ. 600 ытла ӗҫрен 94 шкул ачин ӗҫӗ малтанхи тапхӑрта ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Вырӑс, тутар, чӑваш халӑх ачисем уйрӑм секцисем тӑрӑх пайланса ӗҫленӗ.

    Ҫак сумлӑ конференцие Чӑваш Республикинчен виҫӗ вӗренекен йыхрава тивӗҫни пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтерет. Вӗсен шутӗнче Шупашкар районӗн Тутаркасси вӑтам шкулӗн 10-мӗш класс вӗренекенӗ Марина Васильева (вӗрентекенӗ — А.В. Ишова), Кӑшавӑш вӑтам шкулӗн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Татьяна Карамаева (вӗрентекенӗ — Е.А. Майков) тата Шупашкар хулин 59-мӗш шкул вӗренекенӗ Екатерина Антошина (вӗрентекенӗ — Е.Л. Чернова) пулнӑ. Чӑваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ӗн тупӑшнӑ. Кунта Тутарстанта чӑвашла тӑрӑшса вӗренекенсем те хӑйсен тӗпчев ӗҫӗсене хӳтӗленӗ. Кӑшавӑшри Татьяна Карамаева ҫӗнтерӳҫӗн II степеньлӗ дипломне тата 7 пин тенкӗлӗх сертификата ҫӗнсе илнӗ. Марина Васильева конференцин лауреат дипломне тата 3 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен чи лайӑх ӗҫӗсене — пурӗ 50 статьяна — «Развитие и сохранение национальных языков в поликультурном обществе» (чӑв. Поликультура обществинче наци чӗлхисене аталантарасси тата упрасси) кӗнекене пухса-пичетлесе кӑларнӑ, вӗсене парне вырӑнне кашниех панӑ.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1502 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 4.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)