Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 24.04.2024, 02:39
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Раштав » 30 » ÇĔНĔ ÇУЛ КАÇĔН КĔРЕКИ
    ÇĔНĔ ÇУЛ КАÇĔН КĔРЕКИ
    19:55
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Хĕвел тухăç календарĕпе 2010 çул – Тигр çулĕ. Апла-тăк Çĕнĕ çул сĕтелне хатĕрленĕ чух хăвăрăн фантазипе усă курма ан манăр. Ара, вăйлă характерлă Тигр пултаруллă çынсене кăмăллать. Уяв сĕтелĕ тутлă апат-çимĕçпе «авăнса тăтăр» – çитес çул сирĕн пурнăç пыл та çу пулĕ. Çăткăн чĕрчун нумай аш юратнине шута илмелле: аш-какайран хатĕрленĕ тĕрлĕ апат йышлă пултăр.
    ĂШНЕ ПАНУЛМИПЕ МĂЙĂР ТУЛТАРНĂ ХУР
    Кирлĕ: хур тушки, пырши-пакарти, 1 стакан вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ, 3-4 панулми, тăвар тата пăрăç, хăйма.
    Хур тушкине лайăх çумалла, йĕри-тавра тăварпа тата пăрăçпа сăтăрмалла. Хурăн пырши-пакартине 2-3 минут вĕрекен шывра пĕçерсе илмелле те шывран кăларса сивĕтмелле. Унтан ваккăн турамалла. Хур çуне тураса вăйсăр çулăм çинче ăшаламалла, ун çине пыршă-пакартасене, мăйăр тата туранă панулми хушса пăтраштармалла, тăвар тата пăрăç сапмалла. Пулнă хутăша хур ăшне тултарса çĕлесе хумалла. Хура противень çине хурса духовкăна лартмалла. Кашни 15-20 минутра хура хăйĕнчен тухакан çуллă сĕткенпе шăварсах тăмалла. Хатĕр пуличчен кăшт маларах хура хăймапа сĕрсе каллех духовкăна лартмалла, кăштахран кăлармалла.
    ПЫЛЛĂ КĂВАКАЛ
    Кирлĕ: кăвакал тушки, 3 кашăк пыл, 3 кашăк майонез, 4-6 панулми, 350-400 г йӳçĕтнĕ купăста, тăвар тата пăрăç.
    Лайăх çуса тасатнă кăвакал тушкине тултан та, шалтан та пыл, майонез, тăвар тата пăрăç хутăшĕпе сĕрмелле. Пĕрер каçлăха холодильнике лартмалла. Вара кăвакала духовкăра малтан пĕр енчен, кайран тепĕр енчен 20-25 минутшар ăшаламалла. Унтан ăна духовкăран кăларса сивĕтмелле. Кăвакал ăшне темиçе пая каснă 2 панулми хумалла. Кăвакала ăшаланă савăт çине йӳçĕтнĕ купăста, юлнă панулмисене (тураса) хумалла, ун çине – кăвакал (çурăмĕпе аялалла). Кăштах шыв хушмалла, кăвакала фольгапа витмелле те духовкăна лартса вăтам çулăм çинче 1 сехет пĕçермелле. Пĕр сехетрен фольгана илмелле те кăвакала духовкăра тата çур сехет тытмалла.
    ЧĂХ АШĔПЕ ШАМПИНЬОН САЛАЧĔ
    Кирлĕ: 200 г пĕçернĕ чăх ашĕ, 200 г пĕçернĕ е ăшаланă шампиньон, 75 г сельдерей тымарĕ, сарă тата хĕрлĕ пылак пăрăç (çуршар), 1 чĕрĕ тата 1 тăварланă хăяр, 200 г майонез, 0,5 чей кашăкĕ горчица, тăвар тата пăрăç.
    Чăх ашне тата шампиньона турамалла. Ытти компонентсене те турамлла, пĕрлештермелле, тăвар тата пăрăç, горчицăпа хутăштарнă майонез хушса пăтраштармалла.
    «ÇĔНĔ ÇУЛ» САЛАТ
    Кирлĕ: 3 пĕçернĕ çĕр улми, 2 тăварланă хăяр, 100-150 г краб ашĕ (палочки), 1 панулми, 3 пĕçернĕ çăмарта, çур стакан консервăланă оливки (вăррисĕр), 1 банка консервăланă симĕс пăрçа, 1 банка майонез.
    Çĕр улмипе панулмие теркăпа хырмалла. Краб ашне, хăяра, çăмартана, оливкине турамалла, пĕтĕмпех пĕрлештермелле. Майонез хушса пăтраштармалла. Салата укроп тураттисенчен «чăрăш» туса илемлетмелле. «Чăрăш» тăррине хĕрлĕ кăшманран е кишĕртен çăлтăр касса хумалла.
    ПИЦЦА – ЯЛТИ ПЕК
    Кирлĕ: çĕпреллĕ чуста, çĕр улми нимĕрĕ, ăшаланă купăста, кăлпасси, помидор е томат соусĕ, çăмарта, майонез, тип çу, сыр, вĕтетнĕ хура пăрăç.
    Чустана йĕтĕрлесе çу сĕрнĕ противень çине хумалла. Чуста çине майонезпа сĕрмелле, çĕр улми нимĕрне тикĕс çӳхе сийпе сармалла. Ун çине – купăста, кăлпасси, помидор çаврашкисем хумалла, вĕтетнĕ хура пăрăç сапмалла. Çиелтен майонезпа пĕрле лăканă çăмарта сĕрмелле, теркăпа хырнă сыр сапмалла. Пиццăна духовкăра 20 минут пĕçермелле.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 709 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.1/27 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)