Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 11:23
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Юпа » 5 » "Çавра сĕтелте" ЧНКан çитес Аслă Пухăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç
    "Çавра сĕтелте" ЧНКан çитес Аслă Пухăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç
    12:36
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш наци вулавăшĕнче паян, юпан 4-мĕшĕнче, ЧНК çитес Аслă Пухăвĕн ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç. Çавăн пекех 2010 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвне те тишкерчĕç, чăвашлăха упрамалли мелсене палăртса хăварчĕç. 
    Çавра сĕтеле Тимĕр Тяпкин ертсе пычĕ. Тухса калаçакансем шутĕнче Виталий Станьял, Николай Егоров, Фёдор Мадуров, Константин Портнов, Николай Максимов, Николай Лукианов тата ыттисем пулчĕç. 
    Чи малтанхи ыйтура 2010 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Халăх йышĕ епле улшăнни çинчен Николай Иванович Егоров каласа пачĕ. Вăл 20 çул хушшинче чăвашсен йышĕ çур миллион таран чакса ларнине асăнчĕ, лару-тăру улшăнмасан тепĕр 20 çултан тата çавăн чухлĕ çухатас хăрушлăх тăни пирки те пĕлтерчĕ. Республикăра чăвашсем çурри ытла пулин те хальхи вăхăтра чăвашла йĕркеллĕ калаçакансене тупма йывăрлансах пыни те пур иккен. Деэтнизаци (чăв. халăхран писсе пыни) те пирĕн халăха хавшантарать — эпир чăваш пулма пăрахатпăр имĕш. Лару-тăру уйрăмах ача-пăча шайĕнче йывăр — хулара çеç мар, ялта та ачана чăвашла калаçса ӳстерме йывăр. Ашшĕ-амăшĕ те аслашшĕ асламăшĕ те питĕ ĕçлĕ пулнипе ачасем мĕн пĕчĕкрен телевизор кутĕнче вырăсла мультфильсем кураççĕ. Ача пахчисенче воспитани ĕçĕ вырăсла пулни шăпăрлансене тăван чĕлхене ăса хывма, юратса ӳсме майсем туса памасть. Шел те, ача пахчисенче чăвашла воспитани пама хальхи вăхăтччен те программăсем хатĕрлемен. Çук вĕсем. Николай Иванович хăйĕн сăмахĕнче çак пулăма та асăнчĕ — енчен те пĕр 20–30 çул каялла хула ачисене чăвашла вĕрентес тесе яла яни пулăшатчĕ пулсан, хальхи вăхăтра вара çав ачасем хăйсем ялтисене вырăсла вĕрентеççĕ. Чĕлхепе усă курмалли майсем çителĕксĕр пулни те тăван чĕлхене вăйла такăнтарать. Виталий Петрович тепĕр сăнланакан пулăма пĕлтерчĕ — çамрăк ăру аслисенчен ют пулнине, аслисене хисеплеме пăрахнине. Тăван чĕлхерен писни те йăлт çакăнтан килет имĕш. 
    Фёдор Иванович Мадуров хăйĕн сăмахĕнче чăваш чĕлхине йăла-йĕркене тытса пынипе вĕрентме сĕнчĕ. «Кашни ял çумĕнче киреметсем пур, мĕншĕн вăратмастпăр? Чиркӳ хăй политикине тăвать пулсан пирĕн хамăрăн та тумалла», — пĕлтерчĕ вăл. 
    Николай Иванович патшалăх политики пирки те сăмах хушрĕ. Çĕршывсене халăхсене хӳтĕлеме тунă пулсан пирĕн патшалăх ăсчах шухăшĕпе, шел пулин те, тӳре-шарасене çеç упрать. «Патшалăх хăй халăхĕ çине пăхма пуçласан çеç унăн малашлăхĕ пур», — тесе палăртрĕ Николай Егоров. — «Патшалахăн наци политики пулмалла. Патшалăх ун пирки шухăшламĕ, çавăнпа та ку ĕçе ЧНК тумалла — тӳре-шарана хистесе тăмалла». Çитес аслă пухура Николай Иванович ЧНК статусне палăртма тата унан стратегипе тактикине хатĕрлесе çитерме сĕнчĕ. Чи малтанах унăн шухăшĕпе республикăра наци политикин министерствине йĕркелемелле — кӳршĕри халăхсен пурин те тенĕ пекех вăл пур, пирĕн вара çук, пулман та. 
    Николай Иванович патшалăх чĕлхи çинчен те хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: вăл пĕрре кăна пулмалла, вырăс чĕлхи вара халăхсем хушшинче хутшăнмалли чĕлхе шайĕнче юлмалла. 
    Малалла Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ-хĕлне тата çитес Аслă пухăва сӳтсе яврĕç. Виталий Петрович Станьял Чăваш наци конгресĕн малтанхи çулĕсене аса илчĕ, вăл хăйĕн ĕçне лайăх пуçланине палăртрĕ. Кайран çеç, Атнер Петровичпа Николай Васильевич Фёдоров пĕр-пĕринпе сăмах тупайманнине пула унăн ĕçĕ чăхăмлана пуçланă, хальхи вăхăтра вара пач та чăранса ларнă теме пулать. Конгресăн хăйĕн ĕçне улăштарма вăхăт çитни пирки каларĕ Виталий Станьял — ак, аслă пуху умĕн виçĕ эрне çеç юлнă пулин те, ни кун йĕркине халĕ те палăртман, ни депутатсен йышне те халăх патне çитермен. Ку вăхăталла резолюцисен проекчĕсем те хатĕр пулмалла — анчах вĕсем те çук. Таврапĕлӳçĕсен обществин хисеплĕ председателĕ çавăн пекех çĕнĕ уставăн проекчĕ кирлине палăртрĕ — хальхи нимĕнле енпе те тивĕçтерме пултараймасть имĕш. 
    Виталий Петрович Станьял çавăн пекех Патшалăх Канашĕпе тачăрах ĕçлеме сĕнчĕ. Вĕсем наци конгресне пымаççĕ пулсан, конгресăн хăйĕн каймалла. Укçа енчен те ЧНК пăхăнман организаци пулмалла. Хальхи вăхăтри лару-тăру, конгресăн хысни патшалăх шучĕпе тулса пынăран тӳре-шара майлă «ташлама» хистет имĕш. 
    Çак çавра сĕтелти сĕнӳсене пухса патшалăх канашне кайма сĕнчĕ Виталий Петрович. «Юхакан шыва чарма çук. Кунта чараççĕ пулсан тепĕр енче татса тухăпăр», — вĕçлерĕ хăй шухăшне Виталий Петрович. Çирĕпрех пулмалли пирки Николай Максимов çыравçă та пĕлтерчĕ. Вăйсăр çынна никам та хисеплеменни пирки вăл каларĕ. Пĕрле канашласа Патшалăх Канашне тăватă çынна яма йышăнчĕç — Виталий Станьяла, Николай Егорова, Фёдор Мадурова, Николай Максимова. 
    Малалла Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки Константин Портновăн каласа памалла пулчĕ. ЧНК ĕçне вăл хурласах каймарĕ, йышăнусене иккĕн-виççĕн пухăнса туманни пирки ĕнентерчĕ. Депутатсем пулма чарнине те хирĕçлерĕ — чăвашлăхшăн ĕçлекен пур çын та тивĕçлĕ пулнине каларĕ. Аслă пухура депутатсен йышĕ 322 çынпа танлашать имĕш. Мандадсен комиссине те вăл хăйех шалу илмесĕр ертсе пырать иккен. Чару çук имĕш — организацисенче лару протоколĕсене ярса памалла çеç имĕш. Сăмах май, вырантах ăна «Хавал» пĕрлешӳ хăйĕн хутне тыттарчĕ. 
    Çавра сĕтел вĕçленес умĕн Николай Егорович Лукианов сăмах илчĕ. Вăл кĕскен уçă çырури тэзиссене пĕлтерчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл ЧНК институтне сӳнесрен сыхласа хăвармалли пирки каларĕ — лару-тăру улшăнмасан çитес аслă пуху юлашки пулма пултарассин хăрушлăхĕ тăрать имĕш. Хастарсен пассионарлăхĕ çак съезд умĕн пиçсе çитнине шута илсе çак юхăма сӳнме памалла мар терĕ. 
    Сĕнӳсем те пулчĕç Николай Егоровичăн: 8-мĕш аслă пухăва тивĕçлĕ шайра ирттерес шухăшпа эрне маларах 300–400 çынлăх умпуху ирттерни аван пулнине пĕлтерчĕ. Унта вара паянхи çавра сĕтеле пухнă чи хисеплĕ çынсене кăна мар, пурне те пуçтарма сĕнчĕ — çав шутра тулай чăвашсене те. Официаллă пухура çав-çавах 4 сехет хушшинче ыйтусене кирлĕ шайра татса пама май пулмĕ, ку умпуху вара шăп та шай çавăн валли кирлĕ пулĕ терĕ. Тухса калаçакансене малтан палăртма — проблемăллă докладсене çеç суйлама (унччен тезиссене ярса памалла) — сĕнчĕ. Ку шухăша пурте ырларĕç (умпуху хăçан тата ăçта пулнине ун валли пӳлĕм тупнă хыççăн палăртма май пулĕ). 
    Çавра сĕтеле хутшăнакансем аслă пуху резолюцинн проектне хатĕрлесе хума йышăнчĕç — наци конгресĕн ĕçченĕсем çырма мехел çитереймеççĕ пулсан вĕсем те пулин тусан аван пулмалла. Кашни пайпа ятарлă çынсене суйларĕç. Пĕр спорт валли çеç çак çавра сĕтелте тивĕçлĕ çын тупăнаймарĕ.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 492 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)