Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 09:18
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Авăн » 6 » Андриян Григорьевич Николаев космонавт çуралнăранпа 80 çул çитрĕ
    Андриян Григорьевич Николаев космонавт çуралнăранпа 80 çул çитрĕ
    20:08
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Паян, авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче,  паллă ентешĕмĕрсенчен пĕри – Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, СССР космонавт-летчикĕ Андриян Григорьевич Николаев – çуралнăранпа 80 çул çитрĕ.

    А.Г.Николаев 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕ, 1950 çулччен Карелире вăрман хатĕрлес ĕçре мастерта тăрăшнă. 1950 çултанпа Андриян Григорьевич Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. 1954 çулта Фрунзери çар авиаци училищине пĕтерсен Мускав çар округĕн сывлăшран тапăнасран хÿтĕлекен чаçĕнче истребитель-летчик пулнă. 1960 çулта Ю.А.Гагаринпа, Г.С.Титовпа тата ыттисемпе пĕрле А.Г.Николаева космонавтсен ушкăнне илнĕ. 

    1962 çулхи çурла уйăхĕнче А.Г.Николаевпа П.Р.Попович пĕрремĕш хут «Восток-3» тата «Восток-4» спутник-карапсемпе космоса парăнтарас енĕпе çĕнĕ тапхăра палăртакан паттăрла тата нумай вăхăта тăсăлакан вĕçеве ушкăнпа тухнă. Çак паттăрлăхшăн А.Г.Николаева СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1962 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн Совет Союзĕн Геройĕн ячĕпе пĕрле Ленин орденĕпе «Ылтăн Çăлтăр» медаль панă, çавăн пекех «СССР космонавт-летчикĕ» ята та. 1962 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче ăна Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине пĕрремĕш кĕртнĕ. 

    1963 çултан пуçласа 1968 çулччен А.Г.Николаев космонавтсен ушкăнĕн командирĕ пулнă, 1968–1974 çулсенче – Космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн çумĕ тата çав вăхăтрах «уйăх программипе» килĕшÿллĕн Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ. 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1–19-мĕшĕсенче вăл В.И.Севастьяновпа пĕрле «Союз-9» космос карапĕн командирĕ пулса орбитăна иккĕмĕш хут çĕкленнĕ. Çав вăхăтри чи нумай вăхăта тăсăлнă экспедици пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх космос медицининче «Николаев эффекчĕ» – космосра нумай вăхăт пулнă хыççăн организм çĕр гравитацине мĕнле йышăнни çинчен ăнлану пулса кайнă. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1970 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнчи Указĕпе Андриян Григорьевича Совет Союзĕн Геройĕн «Ылтăн Çăлтăр» медальне иккĕмĕш хут панă. 1974 çултан пуçласа 1992 çулччен А.Г.Николаев Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă. 

    Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн А.Г.Николаева Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе тата ытти медальпе наградăланă. Ăна Болгари Халăх Республикин Социализмла Ĕç Геройĕн, Демократиллĕ Вьетнам Республикин Ĕç Геройĕн, Монголи Халăх Республикин Геройĕн ячĕсене панă. Георгий Димитров, I степень Кирилпа Мефодий (Болгари) орденĕсемпе, бриллиантлă I степень Революци Ялавĕпе (Венгри), Сухэ-Батор (Монголи) Революци Ялавĕпе, Индонези Республикин II класс Çăлтăрĕпе, Непалăн I степень наци орденĕпе, Египетăн “Нил вăчăри» чи пысăк орденĕпе наградăланă. Вăл СССР Наукăсен академийĕн К.Э.Циолковский ячĕллĕ ылтăн медальне, Пĕтĕм тĕнчери астронавтика академийĕн чи пысăк наградине – Даниэль тата Флоренс Гуггенхеймсен ячĕллĕ премие, «Космос» ылтăн медале, де Лаво медальне, Ю.А.Гагарин ячĕллĕ ылтăн медале тивĕçнĕ. Андриян Григорьевич Пĕтĕм тĕнчери астронавтика академийĕн хисеплĕ членĕ, Раççейĕн 16 хулин хисеплĕ гражданинĕ, çав шутра – Шупашкар хулин, çавăн пекех çывăх тата инçет патшалăхсен. 

    Андриян Николаев пурăннă чухнех легенда пулса тăнă. Карапсем, урамсем, икĕ шкул, Шупашкар хулинчи ача-пăча паркĕ А.Г.Николаев ячĕпе хисепленсе тăраççĕ. Уйăх çинчи кратера унăн ятне панă. Вăл – «Встретимся на орбите», «Космос – дорога без конца», «Притяжение земли» кĕнекесен авторĕ. 

    А.Г.Николаев 1963–1993 çулсенче Чăваш Республикинчен Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн депутачĕ пулса республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли ыйтусене татса парассишĕн нумай тăрăшнă. 

    Хăйĕн паттăрла ĕçĕсемпе А.Г.Николаев пирĕн çĕршыва тата чăваш халăхне чапа кăларчĕ. Ракета техникине аталантарма тата космоса алла илме нумай вăй хунăшăн, çĕршывăн патшалăх тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Президенчĕн 1997 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнчи Указĕпе Андриян Григорьевича Чăваш енĕн чи пысăк хисеплĕ ятне – Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ – панă. 

    Чăваш енре Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавта асăнса сентябрьте çăмăл атлетсен чупăвне ирттересси йăлана кĕнĕ. Унта вĕрентÿ учрежденийĕсенче, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче вĕренекенсем, сывă пурнăç йĕркин тусĕсем хутшăнаççĕ. 

    2007 çулта Шупашкарта 1993–1995 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче дзюдо енĕпе Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш турнир иртнĕ. 

    2004 çултанпа Чăваш енре çамрăк космонавтсен юхăмĕ ĕçлет. Республикăра паян çамрăк космонавтсен отрячĕсем 30 ытла. Вĕсенчи 400 ытла ача астрономие, физикăна тата авиацие тарăннăн вĕренеççĕ, наукăпа тĕпчев, астрономилле фотосъемка ĕçне хăнăхаççĕ, çăлтăрлă тÿпене сăнаççĕ. 

    Шупашкарти 10-мĕш вăтам шкул А.Николаев ячĕпе хисепленет. Андриян Григорьевич ку вĕренÿ заведенийĕнче нумай хутчен пулнă. Вĕренекенсемпе пĕрремĕш хут 1963 çулхи мартра курнăçнă. Космонавт ачасене вĕçеве епле хатĕрленни тата вĕçни çинчен каласа панă, вĕренекенсен чылай ыйтăвĕ çине хуравланă. 

    Шупашкарти «Байконур» микрорайонта космонавтика музейĕ ĕçлет. Чăваш енĕн «çăлтăрлă ывăлĕ» çинчен вара космонавт çуралнă ялĕнче йĕркеленĕ Раççейри пĕртен-пĕр Космонавтика Музейĕ яланах аса илтерĕ. Вăл 1972 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче уçăлнă. Малтан шкул музейĕ шутланнă. Вăл вăхăтра музей фондĕнче 350а яхăн экспонат упраннă. 

    Туристсем нумай çÿренĕрен 1978 çулта музея Чăваш АССР Культура министерствин хÿттине панă, вăл Чăваш Республика музейĕн филиалĕ пек ĕçлеме пуçланă. Музея хамăр çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, ют çĕршывсенчен те килсе çÿреме тытăннă. 

    1985 çулта музейра реэкспозици туса ирттернĕ. Николаевсен çуртне реставрацилесе музей кил картине куçарнă, космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕ хыççăн А.Николаева Чăваш енре кĕтсе илнĕ ЗИС–110 автомобиль валли павильон çĕклесе лартнă, тăватă экспозици залĕ йĕркеленĕ. 

    1993 çулхи апрельте музей Чăваш наци музейĕн филиалĕ пулса тăнă. 2001 çулта Шуршăлти Космонавтика Музейне çĕнĕ çурта куçарнă, унта тăватă экспозици залĕ йĕркеленĕ тата планетарипе астрономи класне уçнă. 

    2006 çулхи октябрьтен музей «СССР летчик-космонавчĕн А.Г.Николаевăн мемориал комплексĕ» ятпа ĕçлеме тытăннă. Хальхи вăхăтра кунта 600 ытла экспонат шутланса тăрать, вĕсен шутĕнче «Восток» космос карапĕн анакан аппарачĕ, космос тумĕсем, А.Г.Николаевăн япалисем, Раççей Геройĕн Н.М.Бударин летчик-космонавтăн космос скафандрĕ т.ыт.те. 

    Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров хăйĕн пĕр калаçăвĕнче çапла пĕлтернĕччĕ: «Андриян Григорьевич Николаев – чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсенчен пĕри, вăл хăйĕн пурнăçĕпе нумай нациллĕ республикăри чылай çынна çĕнĕ вĕçевсем тума, пурнăç шайне çÿлерех хăпартма илĕртрĕ». 

    Андриян Григорьевичăн чĕри 2004 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта чарăннă. Çапах та унăн ырă ĕçĕсем ăна чăннипех те вилĕмсĕр тăваççĕ. Чăваш халăхĕ мухтавлă çыннăмăр – çĕршыв тата республика патриочĕ, Тăван çĕршывшăн ырми-канми тăрăшнă Андриян Григорьевич Николаев – вăхăтсăр вилнĕ пирки чун-чĕререн хурланать. Андриян Григорьевич Чăваш ен мухтавĕ пулнă, пулĕ те. Унăн çутă сăнарĕ яланах халăх асĕнче упранĕ. 

    И.ПАВЛОВА ("Çĕнтерÿ çулĕ", Вăрнар )

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1866 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.2/30 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 3
    1 mixaj_58   (06.09.2009 20:08) [Материал]
    Космонавт России. Родился 5 сентября 1929 года в деревне Шоршелы Мариинско-Посадского района Чувашской АССР (ныне Чувашской Республики). В 1947 году закончил Мариинско-Посадский лесотехнический техникум и по распределению был направлен на работу мастером треста «Южкареллес» на заготовке леса в Карелии. В Карелии проработал до 1950 года, когда был призван в ряды Советской Армии. Первоначально занимался на курсах воздушных стрелков, а в августе 1951 года был принят во Фрунзенское военное авиационное училище летчиков. После окончания в 1954 году училища служил в авиационных частях в Подмосковье. В 1960 году был зачислен в отряд советских космонавтов (1960 Группа ВВС № 1). Прошел полный курс подготовки к полетам на кораблях типа Восток. Являлся дублером Г. С. Титова во время полета корабля Восток-2 (август 1961 г.). 11 - 15 августа 1962 года совершил свой первый космический полет на корабле Восток-3. Впервые в мире был совершен групповой космический полет двух пилотируемых кораблей (Восток-3 и Восток-4). Полет продолжался 3 суток 22 часа 22 минуты. После полета продолжал подготовку в отряде космонавтов, с 1963 по 1968 год являлся командиром отряда космонавтов. В 1963 году женился на первой в мире женщине-космонавте Валентине Владимировне ТЕРЕШКОВОЙ. Без отрыва от основной работы в 1968 году закончил Военно-воздушную инженерную академию имени Н. Е. Жуковского.

    В 1968 - 1974 годах - заместитель начальника Центра подготовки космонавтов имени Ю. А. Гагарина. Проходил подготовку к полету по «лунной» программе, являлся командиром одного из экипажей. После закрытия советской «лунной» программы готовился к полетам на кораблях типа Союз. Являлся командиром дублирующего экипажа при полете космического корабля Союз-8 (октябрь 1969 года). 1 - 19 июня 1970 года совершил свой второй космический полет в качестве командира корабля Союз-9. На тот момент это был самый длительный космический полет. После приземления из-за того, что космонавты мало занимались физическими упражнениями во время полета, возникли проблемы с адаптацией организма к земным условиям. Космонавты себя плохо чувствовали, не могли ходить. Это состояние в медицинской литературе получило название «эффект Николаева». Полет продолжался 17 суток 16 часов 58 минут 55 секунд. За два рейса в космос налетал 21 сутки 15 часов 20 минут 55 секунд. В 1974 году был назначен первым заместителем начальника Центра подготовки космонавтов и прослужил в этой должности до выхода в отставку.

    Депутат Верховного Совета РСФСР 6 - 11-го созывов. Народный депутат РСФСР с 1990 г. по 1993 г.

    Дважды Герой Советского Союза. Награжден двумя орденами Ленина, орденами Трудового Красного Знамени, Красной Звезды, медалями. Награжден золотой медалью имени К. Э. Циолковского, золотыми медалями «Космос», де Лаво и имени Ю. А. Гагарина (FAI). Герой Социалистического Труда НРБ. Герой Труда ДРВ. Герой МНР. Награжден орденами Георгия Димитрова, Кирилла и Мефодия (Болгария), Знамени I степени с бриллиантами (Венгрия), Сухэ-Батора (Монголия), Звезды II класса (Индонезия), Ожерелье Нила (Египет). Удостоен премий имени Даниэля и Флоренс Гуггенхеймов. Почетный член Международной академии астронавтики. Лауреат Государственной премии СССР (1981 г.). Почетный гражданин городов Калуга, Смоленск, Ржев, Махачкала, Нальчик, Каспийск (Россия), Караганда (Казахстан), Дархан (Монголия), София, Петрич, Стара-Загора, Варна, Плевен (Болгария), Карлови-Вари (Чехия), Буира (Алжир). Именем Николаева назван кратер на Луне.

    Автор книг «Встретимся на орбите» и «Космос - дорога без конца».


    2 Римма   (08.09.2009 11:12) [Материал]
    Ус

    3 Римма   (08.09.2009 11:16) [Материал]
    Усăллă сайт! Маттур чăвашсем!!!


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)