Тĕп страница » 2010 » Ака » 16 » Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, кĕçнерникун, 16 сехетре, каçхине Чăваш тетелĕн хастарĕсен пухăвĕ пулать!
Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, кĕçнерникун, 16 сехетре, каçхине Чăваш тетелĕн хастарĕсен пухăвĕ пулать!
17:48
Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, кĕçнерникун, 16 сехетре, каçхине Чăваш тетелĕн хастарĕсен пухăвĕ пулать!
Пуху Шупашкарта иртĕ. Пуху уçă — кам килес тет килме пултарать. Сӳтсе явмалли ыйтусем: - Чăваш халăх сайчĕ 5 çул тултарнине паллă тăвасси; - Чăваш тетелĕн аталанăвĕ; - Компьютера чăвашлатас ĕçе мĕн чăрмантарать; - Chuvash.Org пĕрлĕхĕн малашлăхĕ; Пуху чăвашла иртет. Хăнасене чей ĕçтерĕпĕр. Хальлĕхе пухăва Лапсарта ирттерме палăртса хунă. Урăх сĕнӳсем пулсан — пăхса тухăпăр. Аякрисем пулсан — пĕр-иккĕшĕ валли вырăн тупма пулать. Килейменнисем пухăва инçет майпа (Скайп урлă) хутшăнма пултараççĕ. Енчен те ытларах 30-мĕшĕнче ирттерме кăмăл тусан — вăл куна та куçарма пулать. //анчах шута илĕр — вăл кун çынсем ытларах яла кайма хатĕрленме пултараççĕ.
Çыпăçтарнисем:
Категори: |
Миçе çын пăхнă: 670 |
Кам хушнă: mixaj_58
| Тегисем: Чăваш халăх сайчĕ
| Рейтинг: 3.8/24 |