Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 08:18
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 7 » Ачан ÿсĕмĕн куçăм тапхăрĕ çитсен...
    Ачан ÿсĕмĕн куçăм тапхăрĕ çитсен...
    16:10
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ҫулсем иртеҫҫӗ, анчах сирӗн ывӑлӑр е хӗрӗр пӗртте «ӳсесшӗн» мар: ҫав-ҫавах хӑйне пӗчӗк ача пек тытать, яваплӑ-ха пачах туймасть, шкула ҫӳресшӗнех мар, килти ӗҫсене тӑвас вырӑнне сехечӗ-сехечӗпе выляма е урамра чупма пултарать. Урокра учителе итлесе ларас вырӑнне юлташӗпе калаҫать, ӳкерсе ларать е ӗмӗчӗсемпе Африкӑна ҫитсе килет... Суйма кӑмӑллать, тӳрре тухас тесе пӗчӗк ача евӗр ытла айван сӑлтавсем шырать. Малтанлӑха ҫакӑ аслисемшӗн кулӑшла пек туйӑнать, вӑхӑт иртнӗҫемӗн ашшӗ-амӑшӗ ачи хӑйсен ӗнси ҫине хӑпарса ларнинчен тӗлӗнсе пӗтереймест.
    13-14 ҫула ҫитнисен хӑйсен мӗн тӑвас килнине кӑна тумалла мар. Япалисене, вырӑн таврашне пуҫтарма, уроксене хӑй тӗллӗн пурнӑҫлама, йӑмӑкӗсемпе шӑллӗсене пулӑшма хӑнӑхтармалла ӑна. Ӳснӗҫемӗн ачасен те тивӗҫӗсем хушӑннине, яваплӑрах пулмаллине ӑнлантармалла.
    Анчах хӑшӗ-пӗри пачах улшӑнасшӑн мар, хӑй ҫине яваплӑх илме хӑрать. Кун пек ачан ӳсерехпе те ӗҫе вырнаҫас шухӑш ҫуралмӗ, ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстересси те хытах хӑратӗ. Ҫырӑнмасӑр пурӑнма (гражданла мӑшӑрлану) ытларах килӗшет ӑна: ун пек никам умӗнче те яваплӑ мар, кирек хӑш вӑхӑтра та тухса кайма пулать. Ҫӳҫӗ шуралма пуҫласан та пӗтӗмпех ыттисем туса парасса кӗтсе ларать ун йышши.
    Генерал ачисен хӑйсене мӗн кирли йӑлтах пур, ҫавӑнпа вӗсем мӗн пирки ӗмӗтленмеллине пӗлмесӗр ухмаха тухаҫҫӗ тенинче те тӗрӗслӗх пурах. Ашшӗ-амӑшӗ ноутбукран пуҫласа чаплӑ ҫурт таран туянса парсан ывӑлӗ-хӗрӗн мӗншӗн тар тӑкса ӗҫлемелле-ха?
    Ватлӑхра ҫуратнӑ, чылайранпа кӗтнӗ ачишӗн уйрӑмах тем тума та хатӗр ашшӗ-амӑшӗ, вӗсен ҫинчи кашни тусан пӗрчине шӑлса тӑманни ҫеҫ. Нумай ачаллӑ ҫемьере чи кӗҫӗнни ачаш та наянрах пулнинчен, ытларах хӑйне юратнинчен тӗлӗнме кирлех-и? Аслӑ пиччӗшӗсемпе аппӑшӗсем те уншӑн тӑрӑшнине хӑнӑса ӳснӗ вӑл.
    Тӑтӑш чирлекен пепкене аслисем шӑнса пӑсӑласран кӑна мар, йывӑр ӗҫрен те сыхлама ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем йӑлтах аслисем туса парасса кӗтеҫҫӗ.
    Кун пек ан пултӑр тесен мӗн тумалла-ха?
    Ачана пӗчӗкрен хӑй тӗллӗн ӗҫлеме хӑнӑхтарӑр, вӑл тума пултаракан ӗҫсен списокне хатӗрлӗр. Хӑйӗн тивӗҫӗсене мӗнле пурнӑҫланине сӑнаса тӑрӑр, ҫапах унӑн кашни утӑмне сыхлани ытлашши. Пӗрремӗш хут ҫӑмарта ӑшаларӗ, ӑна та ҫунтарса ячӗ пулсан та ан вӑрҫӑр, хавхалан-тарма тӑрӑшӑр.
    Ачана психолог патне илсе кайма хистекен сӑлтавсем те пур:
    -   ывӑлӑр е хӗрӗр нимӗнпе те кӑсӑкланмасть е унӑн интересӗсем тӑтӑшах улшӑнса тӑраҫҫӗ;
    -   ӑна вӗренӳ пачах кӑсӑклантармасть, уяв-семпе ташӑ каҫӗсем ҫинчен кӑна шухӑшлать;.
    -   тӑтӑш суйма, хӑйне тӳрре кӑларассишӗн ыттисене айӑплама кӑмӑллать;
    -   кашни вак-тӗвек ыйтупах аслисем патне чупса пырать;
    -   кӑмӑл-туйӑмӗ улшӑнать, кулнӑ вӑхӑтрах йӗрсе яма пултарать;
    -   питӗ тимсӗр, урок вӗҫлениччен ларма чӑтӑм ҫитереймест пулсан психологпа канашламаллах.

    "Тантăш" хаçатран
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 477 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.1/16 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)