Хусансен «Идель Реалии» сайтĕнче нарăсăн 20-мĕшĕнче «Чувашский продержится не более 50 лет?» интервью тухнă, ăна пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Ваттисен канашĕн ларăвĕнче сÿтсе яврĕç, калаçăва канаш ертÿçи Виталий Станьял ăсчах ертсе пычĕ. Мĕншĕн эпир, XX ĕмĕрте 2 миллиона яхăн çынлă пулнă халăх, юлашки 15-20 çулта çур миллиона яхăн чакрăмăр? Вырăсланса пырассине чарас, чăвашлăха, чĕлхене упраса хăварас, аталантарас тесен мĕн тумалла? Мĕншĕн чăваш ялĕнчи ача та вырăсла калаçма пуçларĕ? Çак ыйтусем тавра йĕркеленчĕ калаçу. Чи малтан сăмах илнĕ «çирĕп шăнăрлă пайташ» еврейсем, тутарсем, ытти халăх çыннисем чăваш чĕлхине вĕреннĕ тахçанхи тĕслĕхсене илсе пачĕ. Анчах хальхи вăхăтра чăвашла вĕренекенсем пур-ши? Чăвашла вĕренме çынна мĕнпе кăсăклантармалла? Чăваш пичетĕнче чылай çул тăрăшнă, «Хыпар» ИÇ ертÿçи пулнă Алексей Леонтьев шкулсенче, уйрăмах хуласенче, чăваш чĕлхине кирлĕ пек вĕрентменни, чăваш чĕлхипе ППЭ тĕрĕслевĕ туса хумалли пирки каларĕ. «Чăваш тĕнчинче, чĕлхере эпир йĕркелесе çитереймен ĕç-пуç пулса иртет. Хăй вăхăтĕнче Наци конгресне шăпах чăвашлăха аталантарас тĕллевпе тус
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 894 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 08.03.2017
| Рейтинг:
Официаллӑ статистикӑна ӗненес тӗк, Чӑваш Енри вӗрентекенсемпе воспитательсем ӗҫ укҫи самай илеҫҫӗ. Анчах чӑннипе вара вӗсен шалӑвӗ Раҫҫейре чи пӗчӗккисенчен пӗри-мӗн. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Халӑх фрончӗн эксперчӗсем.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче вӗтентекенсем вӑтамран 20,8 пин тенкӗ шалу илнӗ. Халӑх фрончӗн эксперчӗсем ирттернӗ ыйтӑм вара урӑхла ҫирӗплетет: паян вӗсем вӑтамран 15,6 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Раҫҫейри вӗрентекенсем мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине тишкернӗ танлаштарӑмра ку кӑтарту пиллӗкмӗш йӗркене йышӑнать. Ингушетире, Дагестанра, Мари Элта тата пӗчӗкрех шалу тӳлеҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енри воспитательсен те ҫакнашкалах лару-тӑру. Росстат вӗсем уйӑхне 17,5 пин тенкӗ илеҫҫӗ тесе хыпарлать. ОТР информаци службин эксперчӗсем вара урӑхла пӗтӗмлетнӗ: ку специалистсем вӑтамран 9,2 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ҫапла майпа Чӑваш Ен 10 пинкӗрен сахалрах шалу илекен воспитательсен йышне кӗнӗ.
Чăваш халăх сайчĕ
Миçе çын пăхнă: 776 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 08.03.2017
| Рейтинг: