Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 04:28
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2015 » Чӳк » 03
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне иртнӗ уйӑх вӗҫӗччен ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ректор пулма Сергей Савина шаннӑ.

    Сергей Михайлович пирки институт сайтӗнче педагогикӑра тата ертсе пырас ӗҫре пуян опытлӑ тесе палӑртнӑ. Сергей Савин — педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

    Ҫӗнӗ ректорпа юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Владимир Иванов коллектива паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ректорпа паллаштарма профиль министерствинчен министр ҫумӗ Светлана Петрова та пырса ҫитнӗ. Вӑл хӑй сӑмахӗнче Вӗренӳ институчӗн пӗлтерӗшӗ пирки асӑнса хӑварнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ республикӑри вӗрентекенсен пӗлӗвне, вӗсен професси шайне ӳстерессипе, вӗренӳри ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлет.

    Миçе çын пăхнă: 1588 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Тутарстан Республикинче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ тата Раҫҫей халӑх шкул ачисен иккӗмӗш вулавӗ иртнӗ. Ӑна Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи тата «Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ.

    Юпан 28-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине ҫичӗ халӑх (вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш, мари, удмурт тата ирҫе-мӑкшӑ) ывӑл-хӗрӗ пуҫтарӑннӑ. 600 ытла ӗҫрен 94 шкул ачин ӗҫӗ малтанхи тапхӑрта ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Вырӑс, тутар, чӑваш халӑх ачисем уйрӑм секцисем тӑрӑх пайланса ӗҫленӗ.

    Ҫак сумлӑ конференцие Чӑваш Республикинчен виҫӗ вӗренекен йыхрава тивӗҫни пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтерет. Вӗсен шутӗнче Шупашкар районӗн Тутаркасси вӑтам шкулӗн 10-мӗш класс вӗренекенӗ Марина Васильева (вӗрентекенӗ — А.В. Ишова), Кӑшавӑш вӑтам шкулӗн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Татьяна Карамаева (вӗрентекенӗ — Е.А. Майков) тата Шупашкар хулин 59-мӗш шкул вӗренекенӗ Екатерина Антошина (вӗрентекенӗ — Е.Л. Чернова) пулнӑ. Чӑваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ӗн тупӑшнӑ. Кунта Тутарстанта чӑвашла тӑрӑшса вӗрен ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1503 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркеленипе Геннадий Волковэтнопедагога асӑнса «Ылтӑн cӑпкa» ятлӑ пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш этнокультура форумӗ иртнӗ.

    Унта Калмӑк патшалӑх университечӗн кафедра пуҫлӑхӗ Аркадий Панькин, унти профессор, педагогика наукисен докторӗ Светлана Белова, Воронежри архитектурӑпа строительство университечӗн дизайн кафедрин профессорӗ Елена Губанова, Раҫҫейри тата хамӑр патри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе вӗрентекенсем тӗрлӗ семинарпа ӑсталӑх ypoкӗ йӗркеленӗ.

    Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти 62-мӗш шкулта Раҫҫейри ӑсчахсемпе вӗрентекенсем ӑсталӑх ypoкӗceмne семинарсем ирттернӗ. Унта «Хавхалану» ятпа Раҫҫейри пӗрремӗш фестиваль-конкурс иртнӗ.

    Teпӗp кунне форум культурӑпа ӳнер институчӗнче тӑсӑлнӑ. Унта «Хальхи вӑхӑтра этнопедагогика мелӗпе халӑх культурине сыхласа хӑварасси» темӑпа пӗрремӗш наукӑпа практика конференцийӗ иртнӗ.

    Конференцие хутшӑннӑ ЧНК президенчӗ Николай Угаслов Геннадий Волковӑн эткерлӗхне упранӑшӑн тав тунӑ.

    ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 912 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш Енре демографи лару-тарӑвӗ япӑх темелле мар. Ку енӗпе пӗлтӗр республикӑра хӑйне евӗр ҫитӗнӳ те пулнӑ: ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен нумайрах пулнӑ. Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли ят шырать. Халӗ паллӑ ӗнтӗ мӗнлерех ятсем анлӑ сарӑлни: Анастасия, Мария, София, Елизавета, Виктория… Арҫын ачасене ытларахӑшӗ Максим, Кирилл, Роман, Егор ят хурать. Республикӑра ачасене тӗне кӗмен чӑвашсен ятне паракансем те пур. Ку хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулать. Ҫапах ку та темӗн пекех…

    Чӑваш Енре 2013 ҫул уйрӑмах интереслӗ пулнӑ темелле. Ун чухне ашшӗ-амӑшӗ ачисене чылай ҫыншӑн тӗлӗнмелле ят хунӑ. 2012–2013 ҫулсенче Илемпи, Синерпи, Пинерпи, Пинеслу, Салампи ҫуралнӑ.

    Тӗрӗссипе, ку ятсем тӗлӗнмелле мар. Аслӑ ӑрурисем вӗсене астӑваҫҫех. Ҫамрӑксемшӗн ҫеҫ урӑхла пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем. Тӗнче тетелӗнчи пӗр ҫӑлкуҫран вуласа пӗлнӗ тӑрӑх, чӑваш хӗрӗсен ятӗнчи –ПИ тӗрӗксен «бике» сӑмахне ҫывӑх. Чӑвашла ӑна «пике» тесе вуламалла. Тюркологсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малтан ҫапла хӗрарӑма хисеплесе чӗннӗ. Кайран вара –ПИ ятсене кӗнӗ. Тӗслӗхрен, «Пинерпи& ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 763 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Юпа уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Мускавра тӑван чӗлхене вӗрентекен учительсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Ӑна федерацин тӗллевлӗ программине тӗпе хурса ирттернӗ.

    Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑрта 43 регионти 182 заявкӑна суйланӑ та икӗ ӗҫе хакланӑ: «Мои методические находки» эссене тата уроксен планӗсене.

    Иккӗмӗш тапхӑр витӗр тухнӑ 75 ҫӗнтерӳҫе — 40 финалиста тата 35 хутшӑнакана — куҫӑн майпа иртекен тапхӑра чӗннӗ.

    Икӗ куна тӑсӑлнӑ конкурсра Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан, Макшӑ, Удмурт, Коми республикисен, Тверь, Мускав, Питӗр хулисен, Ханты-Манси автономи округӗн, Кабардин-Балкар, Карели республикисен, Байкал тӑрӑхӗнчи, Ставрополь крайӗнчи, Калуга, Кемӗр, Орел, Омск, Новосибирск, Ӗренпур, Воронеж тата ытти облаҫри педагогсем ӑсталӑхне кӑтартнӑ.

    Чӑваш Республикинчен Шупашкарти 43-мӗш шкулти Светлана Тяхмусова, Куславккари 3-мӗш шкулти Валентина Ефимова, Канаш районӗнчи Сухайкасси шкулӗнчи Валентина Иванова кайнӑ. Вӗсем чӑваш чӗлх ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 621 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнчеИ.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчеисторипе филологи факультечӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа уяв иртнӗ.

    Факультет ҫaк тапхӑрта чӑваш чӗлхипе литератури, истори тата вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентекенсен темиҫе-темиҫе ӑрӑвне хатӗрлесе ҫитернине палӑртнӑ май Чӑваш наци конгресӗнПрезидиумӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров вӗсен йышне М.Я. Сироткин, И.А. Андреев, Н.П. Петров, Г.Е. Корнилов, В.И. Сергеев Л.П. Сергеев, М.Ф. Чернов профессорсен, В.И. Котлеев, Е.Ф. Васильева, А.Е. Горшков, А.С. Канюкова, С.П. Юшков доцентсен ятне асӑнса хӑварать. Уявра, сӑмах май, вӗсене пурне те аса илнӗ.

    Уява пухӑннисене Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн Н.Ф. Угасловӑн ӑшӑ саламне конгресс хастарӗ Геронтий Никифоров вуласа панӑ. Вӑл Н. Угаслов ячӗпе факультета чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе пысӑк ҫитӗну тунӑшӑн тата тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ӗҫpu ҫитӗнӳсемшӗн тав тунӑ, конгресӑн Хисеп хутне чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин ӗҫченӗсене А.И. Мефодьева, Е.А. Андреевӑна тата Т.В. Денисовӑна парса хавхалантарнӑ.

    ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 652 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Республикăра авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен «Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп» («Образ Нарспи – глазами современного школьника») ятлă сочинени конкурсĕ иртрĕ. Сочинени конкурсне К.В. Иванов çулталăкне ирттермелли планпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Конкурсăн тĕллевĕсем – ачасен шухăшлавне, вулав туйăмне аталантарасси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси.

    Вуннăмĕш класра вĕренекенсем сочинени конкурсне малтан шкул, кайран район (хула) шайĕнче хутшăнчĕç. Республика тапхăрне 14 районтан тата 7 хуларан 55 сочинени тăратнă. Вĕренекенсем сочиненисене чăвашла та, вырăсла та çырма пултарнă. Ĕçсене жюри çак критерисене тĕпе хурса хакларĕ: сочинени панă темăпа шайлашса тăни, ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕ, ача хăйĕн шухăшне çыпăçуллă тата ĕнентерÿллĕ çырса пани, пуплев культури. Тарăн шухăшлă, тĕрлĕ стильпе çырнă сочиненисем пулни жюри членĕсене уйрăмах савăнтарчĕ. Ĕçсене жюри члĕнĕсем уйрăммăн пăхса вун икĕ ĕçе уйăрса илчĕç, пĕрле сÿтсе явса çĕнтерÿçĕсене икĕ номинацире палăртрĕç.

    Чăваш шкулĕсем хушшинче 1-мĕш вырăн Евдокимов Роман Николаев ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 800 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)