Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çурла 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 18.04.2024, 09:16
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Çурла » 23
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ĕнер, çурлан 22-мĕшĕнче, Шупашкара вĕренӳ тата ăслăлăх ĕçĕн пайне сыхлакан федераллă службăн çĕнĕ ертӳçи Сергей Кравцов килсе çитнĕ. Талăк хушшинче вăл Чăваш Республикин Элтеперĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă, ача çурчĕпе психологи-вĕренӳ реабилитацийĕпе коррекци центрне кĕрсе тухнă. Унсăр пуçне ĕнер республика тĕп хулинче вĕрентекенсен конференцийĕ иртнĕ, Сергей Кравцов унта та тухса калаçнă. 
    — Чăваш Республикинчи вĕренӳ системи лайăх аталану кăтартать, унсăр пуçне федераллă проектсенчен нумайăшне те хутшăнать. Сирĕн тăрăхра пуçтарнă сăнава çĕршывăн ытти хуласемпе ялсенче те усă курма мелле пулĕ, — тенĕ ертӳçĕ. 
    Сергей Кравцовпа Михаил Игнатьев республикăра вĕренӳ системине аталăнтарас ыйтăва татса панă. Республика Элтеперĕ вĕрентекенсен шалу укçи мĕнлерех ӳсни çинчен ăнлантарса панă тата çĕнӳ вĕренӳ çулĕ тĕлнĕ пĕтĕм шкул ачасене йышăнма хатĕр пулассине шантарса каланă.

    Миçе çын пăхнă: 490 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 23.08.2013 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш шкул ачисем совет самани вăхăтĕнчи шкул формипе çӳреме тытăнĕç. Кун пек пĕтĕмлетӳ патне учительсемпе ашшĕ-амăшĕ пĕр шухăшлăн пырса тухнă.
    Вĕсен шучĕпе, хурапа шурă е хăмăрпа шурă тĕслĕ кĕпепе саппун хĕрачасене питех те илем кӳрет. «Тепĕр тесен, ăна çĕлеттерме те ытлашши тăкакланма тивмĕ», — тĕв тунă вĕсем. 
    Çапах та арçын ачасен форми епле пулĕ-ши — кун пирки информацире асăнман...
    Миçе çын пăхнă: 496 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 23.08.2013 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    7-мĕш интернет педканаш чăваш чĕлхипе литературине, культурипе историне вĕрентекенсене йыхравлать. Вăл çурлан 26-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать те авăн уйăхĕн 29-мĕшĕччен пырать. Ăна Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ йĕркелет. Интернетри канашлу pkanash.chv.su адреспа ĕçлет
    Вĕрентекенсен тĕтел форумне çулсерен çĕршер çын хутшăнать. Вĕсен хисепĕ кăçал та нумай пуласса шанатпăр, форумра çĕнĕ çивĕч ыйтусем хускатасса, вĕсене татса памалли çул-йĕре пĕрле шырасса шанаççĕ канашлăва йĕркелекенсем.

    http://www.chuvash.org/
    Миçе çын пăхнă: 554 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 23.08.2013 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)