Ку конкурса йĕркелӳçĕсем чăвашсен пĕрремĕш букварĕ пичетленсе тухнăранпа 140 çул çитнине халалланă. Унта пур ӳсĕмри çын та хутшăнма пултарать: шкул ачисем те, мăннисем те. Ушкăнпа çырнă ĕçсене те йышăнаççĕ.
«Съешь же ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложенире вырăс алфавичĕн мĕн-пур саспаллийĕ вырнаçнă. Кам та кам чăваш алфавитĕнчи мĕн-пур саспаллипе (37) усă курса чăвашла предложени çырса парать, çавна пысăк ПАРНЕ кĕтет.
Ăмăрту йĕрки:
1) Предложенире чăваш алфавичĕн пур саспаллийĕ те пулмалла.
2) Камăн илемлĕрех предложени пулать тата сас паллисен шучĕ чи сахалли (50-55 сас паллирен ытла мар!) — çав çĕнтерӳçĕ пулать.
3) Предложенисене (Word 2007 форматпа çырнă) çирĕплетнĕ файлпа çак адреспа ярса памалла: Majkl67@mail.ru
Хăвăр çинчен пĕлтерме ан манăр — хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, миçе çултине кăтартăр, ăçтан пулнине те туллин çырăр. Хăвăрпа çыхăнмалли телефона кăтартма ан манăр.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ — 2012 çулхи раштавăн 25-мĕшĕ.
Пурне те ăнăçу сунатпăр. Васкăр!
Ыйтса пĕлмелли телефон — 8-927-860-72-05 Евгений Александрович Майков
Шупашкар районĕ, Кăшавăшри вăтам шкул.