Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 03:49
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Пуш » 29
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    "Мĕн кăна курмарăм ку пурнăçра”, терĕ пĕррехинче атте. Ун чухне вăл тăхăр вунă çул урлă каçнăччĕ. "Ачалăхăм ят çĕрĕ çинче тертленсех иртрĕ. Каярахпа колхоза кĕрсе ушкăнпа ĕçлесе пăхрăмăр. Совхоз хуçалăхĕнче те ĕçлеме тиврĕ. Халĕ тата, ватлăхăм çитсен, хуçалăхсене аркатса çынсене çĕр пайĕсемпе тивĕçтерчĕç. Ĕлĕкхи патне каялла таврăнтăмăр пулас ĕнтĕ”, — тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне. 
    "Ят çĕрĕ çинченех калаçар-ха”, тетĕп аттене. "Миçе ят çĕрĕ пулнă пирĕн, хăш вырăнта вырнаçнă тата мĕнле лаптăк çĕре йышăннă?” — пĕтĕмпех пĕлес килчĕ манăн. 
    "Паян кунчченех ман ĕнсе çинче ларать вăл”, — тесе сăмахне малалла тăсрĕ атте. 
    Ашшĕнчен вунă çултах тăлăха юлнăскерĕн, пайтах нуша курма тивнĕ пуль çав. 
    Вăл каланинчен çакна ăнлантăм эпĕ. Кашни ялăн хăйĕн сухаланакан çĕрсен лаптăкĕ пулнă. Вулăс управленийĕн мишавайĕ унăн чиккисене çирĕп тĕрĕслесе тăнă. Ят çĕрĕпе арçынсене кăна тивĕçтернĕ. Сухалакан çĕрсен лаптăкне ялти арçынсен хисепĕ çине пайласа ят çĕрĕн калăпăшне палăртнă. Сухаланакан çĕрсен лаптăкĕ те, арçынсен хисепĕ те тĕрлĕрен пулнăран кашни ялăн ят çĕрĕсен пысăкăшĕ те тĕрлĕрен пулнă. Пĕр ят çĕрĕпе усă курнă иккен пирĕн хуçалăх. Унăн калăпăш ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 742 | | Комментарисем (2)| Хăш кун хушнă: 29.03.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Май уявĕсенче Раççей çыннисем ытларах канма пултараççĕ. 
    Кун пирки тăрăшса Владимир Путин премьер-министр Правительство постановленине йышăннă. "Çĕр участокĕсемпе пахчасенче ĕçлеме канмалли кунсем ытларах пулччăр тесе, майăн 5-мĕшĕнчи, шăмат кунхи канмалли куна тунти куна, майăн 7-мĕшне, майăн 12-мĕшĕнчи, шăмат кунхи канмалли куна ытлари куна, майăн 8-мĕшне куçарма сĕнеççĕ”, — тенĕ вăл. 
    Çапла вара эпир апрелĕн 29 — майăн 1-мĕшĕсенче тата майăн 6—9-мĕшĕсенче канăпăр.
    Миçе çын пăхнă: 748 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 29.03.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Пилĕк çул хушши ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак ен - Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртрĕ.  Унăн юлашки тапхăрне республикăмăрти районсем хушшинче ирттернĕччĕ.
    Кăçал вара ун вырăнне çĕнĕ вăйă конкурс ирттерме тĕв тытрĕç Трак енри учительсем. "Улăп-2012: Эпир Улăп йăхĕнчен!" ятпа иртĕ вăл. Конкурс малтанхи пекех инçет майпа Интернет уçлăхĕ урлă йĕркеленĕ. Унта чăваш халăх историне тата культурине лайăх пĕлекен ачасем хутшăнĕç. Ăмăрту 5-7, 8-9 тата 10-11 классенче вĕренекенсем хушшинче иртĕ. 
    Вăйă конкурс пĕр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртет. Вăйă конкурс çĕнтерÿçисемпе мала тухнисем  "Улăп-2012" вăйă конкурсăн электронлă Дипломне çĕнсе илĕç. Çĕнтерÿçĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсем Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Хисеп хутне тивĕçĕç. 
    Вăйă конкурса хутшăннăшăн укçа тÿлеме кирлĕ мар.
    Миçе çын пăхнă: 1003 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 29.03.2012 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)