Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 20.04.2024, 08:54
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 03
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Нарăсăн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркеленипе "10-11 классен чăваш литератури учебникĕсемпе хрестоматийĕсем" темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Çавра сĕтел тĕллевĕ - авторсене учебникпа хрестоматисен çĕнĕ кăларăмĕ валли сĕнÿ парасси. Калаçăва кашни районтанах килнĕ вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Форума Чăваш Республикинчи тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Г.Л.Никифоров уçрĕ. Чи малтанах 10-мĕш класăн вĕренÿ кĕнекин авторĕ В.Г.Родионов профессор тата 11-мĕш класс вĕренÿ кĕнекин авторĕ Г.И.Федоров профессор сăмах илчĕç, çĕнĕ кĕнекесен тытăмĕ çинчен каласа пачĕç. Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин тĕп специалисчĕ И.В.Ядранская, Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Ю.М.Виноградов, Чăваш наци лицейĕн вĕрентекенĕ Г.Л.Никифоров, Шупашкар районĕнчи Кăшавăш шкулĕн вĕрентекенĕ Е.А.Майков, Тăвай районĕнчи Йăлтăрчă шкулĕн вĕрентекенĕ Г.П.Васильева, Красноармейски районĕнчи Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕрентекенĕ И.Н.Антонова, Пикшик шкулĕн вĕрентекенĕ Л.А.Тихонова тата ытти тухса калаçакансем ку чухнехи вĕренÿ кĕнекисен тытăмĕпе содержанине тишкерчĕç, вĕсен çитменлĕхĕсене палăртрĕç. Кунсăр пуçн ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 634 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарти 27-мĕш шкулта чăваш чĕлхине вырăс класĕнче вĕрентекенсен республикăри семинарĕн 2-мĕш тапхăрĕ  иртрĕ. Унăн пĕтĕмĕшле теми: "Тăван чĕлхене вĕрентессипе тата сарассипе çыхăннă çĕнĕ меслетсем". Иккĕмĕш лару "Шкулта чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри электронлă хатĕрсем" темăпа иртрĕ. Семинара йĕркелекенсем - хулари 27-мĕш шкулпа "Язык успеха" ("Ăнăçу чĕлхи") ют çĕр-шыв чĕлхисен шкулĕ. Семинара Красноармейски районĕнчи учительсен пĕр ушканĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем - салари 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем З.П.Михайловăпа В.М.Михайлов, Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕрентекенĕ И.Н.Антонова тата Пикшик шкулĕн вĕрентекенĕ Л.А.Тихонова.

    Семинара хутшăннисем асăннă шкулăн 2, 3 тата 5-мĕш класĕсенчи чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă ÿкерчĕклĕ словарьпе, телекоммуникаци технологийĕсемпе, информаципе коммуникаци ресурсĕсемпе тата Чăвашла интернетпа усă курас ыйтусемпе çыхăннă  уçă уроксем итлерĕç. Уроксене Сармосова Г.Л. - пĕрремĕш категориллĕ учитель, Кузмина О.И. - иккĕмĕш категориллĕ учитель, Еслюкова Е.И. - пĕрремĕш категориллĕ учитель, Гурьева Т.Н. - 5-мĕш гимназири пĕрремĕш категориллĕ учитель пачĕç.

    ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 709 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.02.2010 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)