Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 13:45
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Авăн » 21
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ăсчахсем пыл ытти нумай сиплĕхлĕ пахалăхĕсемсĕр пуçне куç сетчаткине йĕркеллĕ ĕçлеттерекен веществосен çăлкуçĕ пулнине пĕлтереççĕ. Çав хушăрах куç вăйĕшĕн чи лайăххи - çăка пылĕ.

    Ăсчахсем пыл ытти нумай сиплĕхлĕ пахалăхĕсемсĕр пуçне куç сетчаткине йĕркеллĕ ĕçлеттерекен веществосен çăлкуçĕ пулнине пĕлтереççĕ. Çав хушăрах куç вăйĕшĕн чи лайăххи - çăка пылĕ. Ăна ирхине выçăлла‚ çăварта чăн микрофлора хуçаланнă чух çимелле. Ун пек тусан организм пылăн сиплĕ япалисене çăмăл йышăнать. Çавăнпа та куç çивĕчрех куртăр тата ытти органсен ĕçне пулăштăр тесен ирхине ыйхăран вăраннă хыççăн‚ шăл тасатиччен 10-15 минут маларах‚ 1 апат кашăкĕ пыл ĕмсе ярăр. Çак ĕçе каçпа çывăрас умĕн те тăвăр.
    Катаракта чирĕ тата куçсем хĕрелнĕ чух сиплекен эмеле килте те хатĕрлесе пулать. Пыл куçăн йăлмака витĕмне (слизистая оболочка) хÿтĕлекен çÿхе сийпе карса илет. Вăл хĕрелнине пĕтерет‚ куç мышцисене кантарать‚ тавралăх сиенлĕхĕнчен сыхлать. Куç эмелĕн рецепчĕ çăмăл: пĕр тумлам шĕвĕ пыла вунă тумлам пăслантарса тасатнă (дистиллированная) е тăрă çăлкуç шывĕпе шĕветĕр. Ирхине çак хутăшăн 1-2 тумламне куçсене ярăр. Икĕ эрне тăршшĕ сипленмелле.

    Миçе çын пăхнă: 765 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 21.09.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Хура слива (чернослив) вар-хырăм чирĕсемпе аптракансене çеç мар‚ кариесран тата шăл туни шыçнă чух та пулăшма пултарать. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн хура сливăра бактерисене хирĕç кĕрешекен хими компоненчĕ пуррине асăрханă. 

    Хура слива (чернослив) вар-хырăм чирĕсемпе аптракансене çеç мар‚ кариесран тата шăл туни шыçнă чух та пулăшма пултарать. Тĕпчев ирттернĕ хыççăн хура сливăра бактерисене хирĕç кĕрешекен хими компоненчĕ пуррине асăрханă. Çакăн пек пĕтĕмлетÿсем патне Мексикăн Наци автономи университечĕн ăсчахĕ Хосе Фаусо Риверо килсе тухнă. Вăл чылай çынна канăçсăрлантаракан çăвар ăш-чикки чирĕсен бактерийĕсене хура слива тĕп тунине асăрханă.
    Риверо пĕлтернĕ тăрăх‚ асăннă веществосем шăл чулĕ тăвакан бактерисене хирĕç те усăллă. 
    Çавă кăсăк‚ ăсчаха тĕпчевсем ирттерме ĕлĕкхи кулинари рецепчĕсем хистенĕ. Вĕсенче хура сливăпа усă курса аш-какая нÿхрепе хумасăр усрама вĕрентнĕ. Çавăн пекех ăсчах асăннă çырлан шывĕпе (настой) хывăнакан шăл протезĕсене бактерисенчен тасатнă чухне те усă курма пулнине çирĕплетет.
    И. ВАСИЛЬЕВА хатĕрленĕ.

    Миçе çын пăхнă: 723 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 21.09.2009 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)