Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 22:31
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Утă » 16
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Альбина АЛИФУЛИНА ("ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ")

    nullÇуркуннехи уяр кун кăнтăрлахи апата Костя /ятне улăштарнă/ Шупашкарти Атăл хĕрринчи “Турист” хăна çурчĕн столовăйне кĕчĕ. Залра халăх сахал. Пĕр сĕтел хушшинче икĕ çамрăк хĕр ларать. Костя юнашаррине вырнаçрĕ. Пĕр хĕрĕ хăй çине куç илмесĕр пăхнине асăрхарĕ. Куçсемпе тĕл пулчĕç, анчах лешĕ пуçне айккинелле пăрчĕ. Пикесем çиçсе тухса кайрĕç. Костя апат вăхăчĕ вĕçленменнипе усă курса Атăл хĕрринче теплоходсем çине пăхса тăчĕ. Çав вăхăтра паçăрхи хĕрсем юнашар килсе тăнине те сисмен. Вĕсем çине ăшă кулăпа пăхса илчĕ те: “Мĕнле лайăх пулĕ Аçтăрхана теплоходпа кайса килме”, - терĕ. Çунатлă ĕмĕтсем çинчен калаçса тăнă хыççăн:

    - Чипер юлăр. Манăн ĕçе васкамалла, - тесе уйрăлчĕ Костя. Çакăн хыççăн Атăл хĕрринче темиçе хутчен те тĕл пулчĕ ку хĕрсене. Кашнинчех ăшшăн калаçрĕç. Костьăн арăмĕ те, пĕчĕк ачи те пур-ха, анчах чĕрене хушаймăн: Вера ятли килĕшме пуçларĕ ăна. Ытла та çепĕç калаçать-çке. Кулнă чухне сылтăм енчи пит çăмарти кăшт путать те хĕр тата илемлĕрех курăнать. Вера юратуллăн тинкерет ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 755 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 16.07.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    nullКашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ. Çамрăклăх илемне кашниех тĕшмĕртет. Ватă çын пурнăçĕ мĕнпе илемлĕ-ха? Пурнăç каçалăкне утса тухнă кинемейсемпе мучисем мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăнаççĕ? Пурнăçпа кĕç-вĕç сыв пуллашмаллине туйса-пĕлсе тăракансене мĕн канăçсăрлантарать? Çак тата ытти ыйту тавра сăмах пуçарасшăн паян.

    Палланă ватă çынсен сăнĕсем куç умне тухаççĕ... Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Хăшĕсем пурăнаççĕ-ха. Вĕсем ватлăха тĕрлĕрен йышăнаççĕ иккен. Кулек аппа /Акулинăна ялта çапла чĕнетчĕç./ пурнăçа тем пек юрататчĕ пулин те сывлăхĕ хавшама пуçласан вилĕм пирки пуплеме тытăнчĕ. “Эпĕ “канма” кайсассăн туслă, килĕштерсе пурăнăр. Ман хĕрĕме ан пăрахăр. Йывăр чухне манран пулăшу ыйтăр. Вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшăп”, - тетчĕ вăл пире, пускилсене.

    Шупашкарта пĕр вăхăт пурнăç çулĕпе 60 çула яхăн пĕрле утакансемпе кÿршĕллĕ пурăнма тивнĕччĕ. Арăмĕпе упăшки ĕмĕрĕпех шкулта ĕçленĕ-мĕн. Коля тете чылай çул директорта вăй хунă. Аран-аран уткаласа çÿретчĕ вăл. Сăнĕ шуранкаччĕ, хăй питĕ хытканччĕ. Коля тете “вилес килмест” тесе ĕсĕкл ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 716 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 16.07.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Дмитрий КУЗЬМИН ("ХЫПАР" хаçат)

    nullШывра уйрăмах тимлĕ пулмаллине асăрхаттарса ватă çынсем çапла каланă. Çуллахи nullшăрăхра шыва кĕрсе уçăлма ĕмĕтленекен чылай. Пĕвесемпе кÿлĕсем, юхан шывсем ачасене çав тери илĕртеççĕ. Халĕ, каникул кунĕсенче, вĕсен пушă вăхăт чылай, çавна май пĕчĕккисем те, пысăкраххисем те шыв хĕрринче кун кунлаççĕ. Паллах, ишсе, хĕвелпе пиçĕхсе вĕсем сывлăха çирĕплетеççĕ, ÿт-пĕве тĕреклетеççĕ. Анчах çак ырлăхпа виçине пĕлсе усă курманни те пулать, кану инкекпе вĕçленет.

    Кăçалхи тăватă уйăхра федерацин Атăлçи округĕнче шывра 89 çын вилнĕ, çав шутра - 4 ача. Пирĕн республикăра çулталăк пуçланнăранпа 6 инкек пулнă, 2 çын /пĕри - улттăри ача/ вилнĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 52 инкеке шута илнĕ, 41 çын, вĕсенчен 16 çула çитмен 5 ача, путнă. Палăртнă тăрăх, чылай чухне ятарласа майламан вырăнсенче шыва кĕни инкекпе вĕçленет. 2008 çулта шăпах çак сăлтава пула 24 çын /4 ача ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 696 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 16.07.2009 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)