Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 15:54
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Çĕртме » 16 » Леонид Антонов çыравçă, район гимнĕн авторĕ - 70 çулта
    Леонид Антонов çыравçă, район гимнĕн авторĕ - 70 çулта
    15:16
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    nullКрасноармейски ялĕнче çуралса ÿснĕ Леонид Антонов сăвăçа пирĕн районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Эпĕ те ун сăввисене час-часах вуласа тăратăп. Ман шутпа, вĕсем чун-чĕрене пырса тивекен, паянхи кун таппипе тан пыракан çепĕç сăвăсем.

    Поэт 1939 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски (Малти Трак) ялĕнче çуралнă.

    Эсир сăвă çырма хăçан пуçланă тесен Леонид Илларионович çапла хуравлать: "Ача чухне эпир кашниех сăвăç. Çак ырă туйăма малалла аталантарма пĕлни кирлĕ. 8-9 классенче вĕреннĕ чухне вара сăвăсене класра тухса тăракан стена хаçатĕнче пичетлеттĕм. (Пĕтрĕ халĕ çак ырă йăла!). Сăвă çырас ĕçре мана ырă сĕнÿсем парса пулăшнăшăн Ф.Л.Тихоновпа ("Ан хумхан, çăкалăх" юррăн авторĕ) тата П.Архипова ырăпа асăнас килет. Пичетре кун çути курнă пĕрремĕш сăвă шутне "Çамрăк коммунист" хаçатра пичетленнĕ "Малтанхи чечек" сăвва кĕртетĕп."

    Кашни çыравçах ыттисенчен мĕнпе те пулин уйрăлса тăрать. Леонид Антоновăн произведенийĕсенче тăван уй-хир кĕвви тĕп вырăн йышăнса тăрать. Ку тĕрĕсех ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Леонид Илларионовичăн пĕтĕм пурнăçĕ ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăннă. Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ ача епле ял хуçалăх ĕçне хутшăнмасăр тăрса юлтăр-ха? Леонид та район центрĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ чухнех ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тырă вырнă, авăн çапнă, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрленĕ. Ахальтен мар поэт "Каçалăк" сăвăра çапла çырать: 

    Çурла, кĕлте, çĕмел, капан...                                                              

    Ман алă витĕр тухрăр эсĕр.

    Алла аттестат илсен çамрăк каччă тÿрех аслă шкула вĕренме кайма шутламан. "Вĕренесси кайран та пулĕ, малтан ĕçре пиçĕхмелле," - тенĕ вăл. Яш каччă Шупашкарти автомотоклубра водитель правине алла илет. Çара кайиччен тăван хуçалăхра автомашина çÿретнĕ, хĕсметре те хăй специальноçне улăштарман. Пушă вăхăтсенче вара сăвă çырнă. Çав вăхăтрах аслă пĕлÿ илес шухăш канăç паман салтака: физика, хими, вырăс чĕлхипе литератури предметсене тепĕр хут тишкерсе тухнă вăл, кирлĕ вырăнсене ятарлă тетрадьсем çине çыра-çыра хунă.

    Çĕршыв умĕнчи чи таса тивĕçе пурнăçласан Леонид тăван тăрăха таврăннă. 1961 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ. Кунта та сăвă çырас кăмăла пăрахман вăл. 1962 çултанпа тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленме пуçланă.

    Пилĕк çул иртсен ученăй-агроном специальноçне алла илнĕ йĕкĕт "Победа" колхозра ("Красноармейский" совхозра) ĕçлеме тытăннă. Леонид Илларионовича колхоз хăй çĕрĕнчен пĕчĕк тухăç илни шухăша янă. Çитĕнÿсемшĕн тăрăшса вăл тăтăшах уй-хирте пулнă, колхозниксемпе тата ватăсемпе калаçса пусă çаврăнăшне улăштарма пикеннĕ. Вăй хуни харама кайман. Красноармейскисем темиçе çултан тĕш тырă тухăçне 17-18 центнера çитернĕ.

    Каярахпа Л.И.Антонов тăван республикăн ÿсен-тăрана сыхлас енĕпе ĕçлекен комитетĕнче, районти ял хуçалăх продукчĕсем хатĕрлес тата вĕсен пахалăхне тĕрĕслес енĕпе ĕçлекен инспекцийĕнче тимленĕ. Пенсие кайиччен Красноармейски район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕнче тăрăшнă.

    Леонид Антонов - çĕр çынни, агроном. Çавăнпах-и, тен, унăн чылай сăввисем тăван уй-хир, хура çĕр, çăкăр хакĕ темăсемпе  çыхăннă. Тăвн тавралăх,  тăван ен тата ун çыннисем çинчен çырнă сăвăсем те сахал мар унăн. Пысăк чĕреллĕ тата ăшă кăмăллă чун тĕпĕнчен çеç шăранса тухма пултарнă çак сăвăсем. Леонид Антоновăн вуласа тухнă сăввисем тăрăх эпĕ çакна калама пултаратăп: вăл - пурне те юратма пĕлекен поэт.

    Леонид Антонов сăввисем тăрăх пирĕн ентешсем - Ю.Шепилов, И.Романов, М.Ильин, Н.Филимонов композиторсем нумай юрă кĕвĕленĕ. Вĕсен шутĕнче Красноармейски районĕн гимнĕ те:

     
         Трак ен юрри

    Сăвви Леонид Антоновăн 
    Кĕвви Илья Степановăн 

    Çавалпа Шетмĕ çĕрĕнче 

    Эпир пурнатпăр савăнса, 
    Тăван Чăваш çĕршывĕнче 
    Тăвансемпе телей курса.   
      Хушса юрламалли:   
    Пархатарлă çĕр Трак енĕ 
    Ешĕл сад пек курăнан. 
    Эс çуратнă, эс ÿстернĕ, 
    Эс пире вăй-хал паран.   
    Хушса юрламалли.  
    Кĕрнек юман вăрманĕсем 
    Чĕнеççĕ ешĕл сулхăна. 
    Юхан шывсем те кÿлĕсем 
    Илем кÿреççĕ таврана.   
      Хушса юрламалли.   
    Атте-аннемĕр халалне 
    Асрах тытаççĕ çамрăксем. 
    Телейлĕ пурнăç алăкне 
    Уçма тивлечĕ пур вĕсен.  
      Хушса юрламалли.
    Поэтăн сăввисем "Ялав", "Тăван Атăл", "Çил çунат" журналсенче, "Хыпар", "Хресчен сасси" хаçатсенче тата районăн "Ял пурнăçĕ" хаçатĕнче кун çути кураççĕ.

    Леонид Илларионович Антонов - Красноармейски районĕнчи Н.Я.Янкас ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Ял пурнăçĕ» хаçатăн «Чун туртăмĕ – йăмраллă Трак» хушма кăларăмĕнчи сăвăсен ярăмĕшĕн тивĕçнĕ (1991).

    Эпĕ Леонид Илларионовича питĕ лайăх пĕлетĕп. Вăл ăшă кăмăллă, тарават çын. Пенсире пулин те хăйне ватă тесе шутламасть - çамрăк чухнехи пекех вăр-вар, ĕçсĕр ларма пултараймасть. Юлашки вăхăтра Красноармейски сали илемлентĕр тесе чылай тăрăшрĕ вăл: сад ĕрчетсе пан улми йывăççисен калчисене ÿстерсе халăха сутрĕ (йÿнĕпех тата!), район хаçачĕн страницисенче тăван тавралăх илемне упрасси çинчен тухса калаçрĕ... Телейлĕ çын вăл - ыттисене телейлĕ тăвакан. Хамăн сăмаха поэтăн сăвă йĕркисемпех вĕçлетĕп:

    Телейсĕр эп тесе нихçан ан калăр,
    Телей тени ялан вăл юнашар.
    Кун-çул пире пĕр вĕçĕмсĕр аллатăр, 
    Аллатăр та алтарь çине пăхар.
    Эп кÿренместĕп хывăхĕ юлнишĕн,
    Алли пырать-çке вĕтĕлсе ялан.
    Тавах сана, аннемĕр çуратнишĕн,
    Ытти килет, туссемĕр, хамăртан.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 751 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 4.5/11 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 mixaj_58   (16.06.2009 23:16) [Материал]
    Саламлатпăр!


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)