Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 16.04.2024, 22:13
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Çу » 08
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ

    Вăрçă тени пулмасть-çке çухатусăр,
    Вилнисене йĕрлевçĕсем шыраççĕ…
    Таврăннисем те: е чăлах, е сусăр –
    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

    Сыв юлнисем те халь хĕрÿ хевтесĕр,
    Вăй-халĕсем кунсеренех ыраççĕ…
    Пур пеккине ялан хисеплĕр эсĕр –
    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

    Уяв çитсен, вĕсем çавах хаваслă,
    Ват салтаксем те сухалне хыраççĕ…
    Вĕсен сăмахĕ пирĕншĕн чăн аслă –
    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
     
    Тепре чухне аса килет-ши яшлăх;
    Вăййа тухма çĕн çăпата сыраççĕ…
    Анчах хăйĕн ĕçнех тăвать-мĕн ватлăх –
    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

    Пуçран тухмасть пуль ĕлĕкхи ĕçченлĕх:
    Кирлех пулсан – каллех тырă выраççĕ…
    Питех те шел, нумайăшĕн пĕчченлĕх,
    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

    Манса пĕрин ятне те ан хăварăр,
    Вĕсем çинчен ĕмĕрĕпех çыраççĕ…
    Кирек хăçан çул парăр, вырăн парăр –
    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.


    Сăвă авторĕ - Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Николай Ершов-Янкер

    ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 844 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 08.05.2009 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)