Юн кун, 01.05.2024, 23:41
Вĕрентекенсен сайчĕ
Тĕп | Регистраци | Кĕрес Салам Гость | RSS
Сайт тытăмĕ
Пирĕн ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 75

Ĕнер Калайксси вăтам шкулĕнче Чăваш чĕлхи эрни уçăлчĕ. 6-мĕш урок хыççăн акт залне 5-11 класс ачисем пухăнчĕç. Ачасен умĕнче чăваш халăх кун-çулĕ, пуласлăхĕ пирки сумлă хăнасем каласа пачĕç. П.Я.Мазуркин чăваш тĕрри-эрешĕ, В.Романов юрри-кĕвви, Е.Е.Ерагин чăваш йăли-йĕрки, В.Г.Тяпкин чăвашсен кун-çулĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Ачасем аслисем каланине тимлĕн итлерĕç, кашни сăмахнех ăша хывни курăнчĕ. Тĕл пулÿ вĕçленнĕ май залри ачасем пĕрле тенĕ пек «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» тени кăмăла кайрĕ.

Просмотров: 1611 | Добавил: elbi | Дата: 20.04.2011 | Комментарии (7)

Паян 3-4-мĕш классемпе Портнова Э.В. чăваш чĕлхи эрнине халалланă вăйă ирттерччĕ. Вăйă 1-2 классем валли хатĕрленĕ йĕрекепех иртрĕ, анчах та кунта кăшт йывăртарах ыйтусем тата ĕçсем кĕртнĕ. Эльвира Владимировна малтан И.Я.Яковлев çинчен каласа пачĕ, унтан вăййа пуçларĕ. 3-мĕш классем активлă пулни тата И.Я.Яковлев çинчен нумай пĕлни пурне те савăнтарчĕ. Вĕсем кăçал шкулта иртекен ăслăлăхпа практика конференцине шăпах çак темăпа тухнă иккен. Чăваш тĕррисене те аван пĕлеççĕ. 

Пĕтĕмлетӳсем çапларах пулчĕç: икĕ класĕ те маттур пулнăран туслăх çĕнтерчĕ тесе йышăнтăмăр. Каллех пĕр пек балсем пуçтарчĕç (3-мĕшсем те 26 çăлтăр, 4-мĕшсем те 26 çăлтăр). Вăт çавăн пек пурăнатпăр...

Ыран 5-мĕшсемпе 6-мĕшсем кĕрешĕç. Вĕсенчен маттуртараххисем хăшĕсем-ши?

Сăн ӳкерчĕксем те ыран пулĕç.

Прикрепления: Картинка 1
Просмотров: 732 | Добавил: elbi | Дата: 20.04.2010 | Комментарии (0)

Паян Калайкасси шкулĕнче уроксем пуçланиччен тата пысăк тăхтавсем вăхăтĕнче чăваш йăли-йĕркине сăнлакан видеороликсем кăтартрĕç. Пысăк экран умĕнче шкул ачисем кăна мар, вĕрентекенсем те пухăнчĕç. Çăл тасатни, хĕр сухи туни, киле усал-тĕселтен тасатни пуриншĕн те кăсăклă. Туй юррисем янрама пуçласан вара шкул çĕнĕрен чĕрĕлчĕ темелле. Хăш-пĕр харсăртарах арçын ачасем ташласа та илчĕ.

Ыран Калайкасси шкулĕнче иртнĕ çулсенче çăварни мĕнле ирттерни пулĕ. Курма килĕр. Эпир сире курма яланах хавас.

Просмотров: 1854 | Добавил: elbi | Дата: 20.04.2010 | Комментарии (0)

Чăваш чĕлхи эрнине чи кĕçĕннисенчен пуçлас терĕмĕр. Тăван чĕлхене халалланă мероприятисен ярăмне 1-2-мĕш классем пуçларĕç. Портнова Эльвира Владимировна кĕçĕн классемпе ятарлă вăйă ирттерчĕ. Вăл ачасене И.Я.Яковлев çинчен те, чăваш çырулăхĕ пирки те кĕскен каласа пачĕ. Унтан илтнине çирĕплетме кĕске кăна тест тутарчĕ. Çак тест хуравĕсенчен 1-мĕшсем те, 2-мĕшсенм те тимлĕ пулни палăрчĕ. Хыççăн ачасем тупăшмалла чăваш тĕррисене ӳкерчĕç, чи маттурисен тĕррисем вара хăйсен ушкăнĕсене çăлтăр çĕнсем илме пулăшрĕç. Унтан ваттисен сăмахĕсен вĕçне тупма тиврĕ. Ку ĕçре те ачасем пултарни курăнчĕ. Ваттисен сăмахĕсене пĕлеççĕ кăна мар, вăл мĕне ăнлантарнине те калама пултараççĕ. 

Пĕр урок хушшинче тем тума та ĕлкĕрчĕç кĕçĕн классем. Хăйсем тăван чĕлхене юратнине те, тавра курăм пысăккине те кăтартма пултарчĕç. Чи тĕлĕнмелли - икĕ класăн та çăлтăрсен хисепĕ пĕр пек пулни. 1-мĕшсен те, 2-мĕшсен те 16-шар çăлтăр. Çапла майпа каллех туслăх çĕнтерчĕ теме пулать.

(вăйă презентацийĕ "Урока ... Малалла вула

Просмотров: 607 | Добавил: elbi | Дата: 19.04.2010 | Комментарии (0)

Пур чăваша та чăваш чĕлхи кунĕ çывхарса килнипе саламлатăп. Пурне те ырлăх сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.

Паян Калайкасси вăтам шкулĕ чăваш чĕлхи эрнине ирхи сакăр сехетре уçрĕ. Шкула килекенсене икĕ çул каялла çак уява мĕнле ирттернине ӳкернĕ видио кĕтсе илчĕ. Пысăк экран умĕнче çур шкул пухăнчĕ темелле.  Икĕ çул каялла сцена çинче кăтартнă номерсем ытла та интереслĕ. Уйрăмах хăв çамрăкрах пулнине пăхма пурне те кăсăклă. 

Видиона уроксем пуçланиччен пăхса пĕтереймерĕç, çавăнпа та малалла мĕн пулса иртнине ачасем пысăк тăхтав вăхăтĕнче курма кăмăл турĕç.

Ыран вара шкулти пур çыншăн та чăваш туй йăли-йĕрки янăрĕ. Курма килĕр, хапăл туса кĕтетпĕр.

Просмотров: 1550 | Добавил: elbi | Дата: 19.04.2010 | Комментарии (0)

Муркаш районĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе сăмахлăне вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ 2009-2010 вĕренӳ çулĕнче

 чăваш чĕлхине халласа ирттерекен предмет эрнин планĕ

... Малалла вула

Просмотров: 1898 | Добавил: elbi | Дата: 09.04.2010 | Комментарии (0)

Ĕнер Калайкасси шкулĕнче пурнăç вĕресе тăчĕ. Шкула кĕнĕ чух 7Б класра вĕренекен хĕр ачасем пурне те илемлетнĕ обруч витĕр кăларчĕç. Вĕрентекенсем те шӳтле-шӳтле ункă витĕр тухрĕç. 1-мĕш урок хыççăн кашнин класс алăкĕсем çине интереслĕ ятсем çыпăçтарса тухнă. 7А классем вара, шӳтлеме юратакансем, 1 урок хушши ларма юрамасть тесе ура çинче тăнă. Вĕрентекенсене паян уйрăмах телефона тата директор патне чĕнни никамшăн та çĕнĕлĕх мар.

Пĕтĕмĕшле кун интереслĕ иртрĕ. Ачасем кăмăллă юлчĕç.



Просмотров: 567 | Добавил: elbi | Дата: 02.04.2010 | Комментарии (0)

Калайкасси шкулĕнчи 5-7 классенче вĕренекен ачасем хăйсем кăларнă кĕнекесен куравне шкул вулавăшĕнче йĕркелерĕç.

Пĕрремĕш вырăнсене 7 классра вĕренекен Кошкина Наташа, Краснова Мария тата Родионова Мария пулчĕç. Компьютерпа пичетленĕ кĕнекесем хушшинче вара чăн-чăн ăмăрту пулса иртрĕ. Малти вырăнсене Кириллов Олег, Яшкова Елена тата Волкова Марина пулчĕ.

Просмотров: 683 | Добавил: elbi | Дата: 25.05.2009 | Комментарии (0)

Муркаш районĕнче иртнĕ "ИКТ-па усă курса ирттернĕ урок" конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсене интернета лартнă. Савăнтăм. Манăн урок чи лайăх уроксенчен пĕри иккен. "Евĕрлев сăмахĕ" темăпа урок ирттерме пĕр эрне хатĕрленни сая каймарĕ. Ачасене те, вĕрентекенсене те, конкурса йĕркелекенсене те килĕшни савăнтарать. Малалла та уроксене çĕнĕ технологипе ирттерме хавхалантарать. Сăмах май, ку урокпа эсир те паллашма пултаратăр. Урок план-конспекчĕ, тест тата ачасене ĕçлеттермелли ятарлă ĕçсене сайта лартнăччĕ. Шель пулин те, урок валли хатĕрленĕ презентаципе видиоролика тата юрра лартма май килмерĕ. Тен, кам та пулин ăна сайта мĕнле вырнаçтармаллине пĕлет? ПУЛĂШĂР!
Просмотров: 1741 | Добавил: elbi | Дата: 13.05.2009 | Комментарии (0)

5-мĕш урок хыççăн чăваш чĕлхи пӳлĕмĕ умне 5-6 класс ачисем пухăнчĕç. Пурте шавлаççĕ, хаваслă. Паян уроксем хыççăн виçĕ класс хушшинче "Ăс-тăн вăййи" иртет-çке. Вăййа чăваш чĕлхипе сăмахлăхне вĕрентекен Эльвира Владимировна Портнова хатĕрленĕ.

60 ача пĕр класа вырнаçасса шанманччĕ - вырнаçрĕç кăна мар, класра тĕлĕнмелле шăп тăчĕ - пурте вăйă пуçланасса кĕтрĕç. Жюри членĕсем Надежда Максимилияновна(музыка вĕрентекенĕ), Евгений Евстафьевич(тăван ен культурипе чăваш сăмахлăхне вĕрентекенĕ) тата Саида Усмановна (вулавăш ертӳçи) пулчĕç. Вăйă Чăваш Республикин гимне юрланинчен пуçланчĕ. 60 ачаран тăракан хор пĕр саслăн янрани пурне те тыткăна илет темелле. 

Кашин класран чи маттур 3 ачана суйларĕç те вĕсем вăйăн пĕрремĕш пайне хутшăнчĕç. 30  ыйтăва хуравлама тăрăшрĕç. Командăсем пур ыйтăва та пĕлеймерĕç пулсан вĕсене пĕр класра вĕренекен ачасем пулăшрĕç. Вăййăн иккĕмĕш пайĕнче кашни класс хăйĕн команди валли çăлтăрсем çĕнсе илме майсем туса пачĕç. Çапла майпа пĕрремĕш вырăна 6А ... Малалла вула

Просмотров: 704 | Добавил: elbi | Дата: 24.04.2009 | Комментарии (0)

1 2 »
Кĕмелли йĕрке
Хыпарсен йĕрки
«  Май 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Шырав
Юлташсем
Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz